Вӗренӳ
Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 5–6, 7–11 классенче Хӑюлӑх урокӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва аслӑ прапорщик Петр Николаевич Яковлев тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Иван Петрович Матвеев хутшӑнчӗҫ. Петр Николаевич Читара 12 ҫул, Свердловскинче 16 ҫул хӗсметре пулни ҫинчен каласа пачӗ. Яковлев П.Н. Упи шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн Канашри училищӗре тракторист профессине алла илнӗ. 1962 ҫулта ӑна пурнӑҫ ҫулӗ Ҫерем ҫӗр уҫнӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Икӗ ҫул кунта вӑй хунӑ хыҫҫӑн ытти ҫамрӑксем пекех 23 ҫулта ҫар ретне тӑнӑ. Кунта вӑл водитель пулса чаҫӗн полковникне турттарнӑ. Аслӑ прапорщик служба вӑхӑчӗ пӗтсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Кунта та ал усса ларман. Ял ҫыннисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе чылай вӑй хунӑ: Пайсупин ялӗнчи ҫынсене газпа тивӗҫтерес ӗҫе хӑй йӗркелесе пынӑ (унччен ку таврари ялсенче пуринче те газ кӗртнӗ), районтан яла ҫитме автобус пулманран Афанасьев Виталий усламҫӑпа Шупашкар–Пайсупин маршрут уҫаҫҫӗ. П.Н. Яковлев староста ял ҫыннисемпе пӗрле пӗве тасатассине, ял ҫӑвине тирпей-илем кӳртессине, ҫӑва ҫуртне тӑвассине йӗркелесе пырать. |
Вӗренӳ
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературин кӗнекисем ҫителӗксӗррине палӑртса ҫыру ҫырнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашсене чӑвашла вӗрентме кӗнеке ҫителӗксӗр» ят панӑччӗ эпир вӑл хыпара. «Ирӗклӗх» ыйтса ҫырнине чӑвашла хуравланӑ Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви Пушкӑртстанри асӑннӑ ведомствӑна Чӑваш кӗнеке издательствипе килӗштерсе ӗҫлеме сӗннине пӗлтернӗ. Хӑш шкула мӗн чухлӗ кӗнеке кирлине палӑртса унтан ҫыру ямаллине асӑнса хӑварнӑ. «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Пушкӑртстанри чӑваш шкулӗсене чӑваш кӗнекипе тивӗҫтернине тӗрӗслесе тӑрас, «курӑмлӑ улшӑнусем пулмасан» «элтеш ирӗкӗсене хутӗлес тӗллевпе ҫак ӗҫе прокуратурӑпа тӳреве» ҫитерес шухӑшлине систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха кам шучӗпе тивӗҫтерӗҫ? «Идель.Реалии» сайтра Алексей Глухов право хуралҫи ҫак ыйту тавра пуҫ ватнӑ. Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Мана, шкул ачин ашшӗне, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ тӳре-шараран сахал мар пӑшӑрхантарать», — тесе ҫырнӑ вӑл. Алексей Глуховӑн ывӑлӗ вӗренекен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта «куҫа курӑнакан хӑрушсӑрлӑх япалисенчен» вахтер тата ватӑ хуралҫӑ пур иккен. Хуралҫӑ тытса тӑма ашшӗ-амӑшӗ «хӑйӗн ирӗкӗпе» темиҫе ҫӗр тенкӗ укҫа уйӑрать-мӗн. Статьяна пӗтӗмӗшле кӗскен тишкерсен, право хуралҫи тата юрист шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе тивӗҫтернине ырламанни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкарта РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Михаил Бабич пулнӑ. Вӑл республикӑн тӗп хулинче ҫӗкленекен Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн строительствине хакланӑ. «Россия 1» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ графикран юлса пырать. Подрядчик талӑкӗпех ӗҫленине ӗнентернӗ. Строительство пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ иккен. Михаил Бабич кашни корпус патӗнче чарӑнса тӑнӑ, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп подрядчик пулса ӗҫе кӳлӗннӗ «Старко» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра графикпа хӑпартма шантарнӑ. Тӗрлӗ ӗҫе субподряд мелӗпе ытти организаци пурнӑҫлать. РФ Президенчӗн Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ строительсене графикран пӗр кун та юлма юраманнине ҫирӗплетсех каланӑ. |
Вӗренӳ
Чӑваш Енри икӗ колледж Раҫҫейри вӗренӳ организацийӗсен WorldSkillsRussia юхӑмӗн ТОП-100 списокне не кӗнӗ. Ҫак йыша Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата Шупашкарти электромеханика колледжӗ лекнӗ. Танлаштарӑма «Ҫамрӑк профессионалсем» професси сообществисен тата рабочи кадрӗсен аталану агентстви хатӗрленӗ. Сӑмах май, Чӑваш Ен юхӑма ултӑ ҫул каялла кӗнӗ. Ҫак вӑхӑтра республика чемпионатне ултӑ хутчен ирттернӗ. Халӗ Чӑваш Енре эксперт сообществи йӗркелесшӗн. Каласа хӑвармалла: ТОП-100 списока лекнисене Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Наставник 2018» канашлу вӑхӑтӗнче чыслӗҫ. Вӑл нарӑсӑн 13-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Вӗренӳ
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче А. Г. Николаев ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййӑ пурӗ пилӗк шкул хутшӑнчӗ. Хӑнана Шатракасси, Шомик, Сыпай, Шурча пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем килсе ҫитрӗҫ. Кашни командӑра вунӑ ача пулчӗ. 09 сехет те 45 минутра вӑййа килнӗ кашин отделени, Калайкасси шкул ачисем, курма килнӗ хӑнасем хӑйӗн вырӑнне спортзалта йышӑнчӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи вӑййа Татьяна Аркадьевна Ершова шкул пуҫлӑхӗ уҫрӗ. Унтан Афган вӑрҫинче пулнӑ паттӑр салтаксем сӑмах илчӗҫ. Афган вӑрҫинче пулнӑ салтаксен пӗрлешӗвӗ ячӗпе Петров Константин Иванович тухса калаҫрӗ. Ершова Татьяна Аркадьевнӑна, Портнова Эльвира Владимировнӑна, Цветков Юрий Поликарповича тата Гордеев Вячеслав Кузьмича тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Калайкасси шкулне вӗренсе тухнӑ, Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ Игров Вячеслав Павлович Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмаллине каларӗ. СОБР спецназ командирӗ, Григорьев Юрий Иванович полковник «Зарница» вӑййа хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ, ҫар вӑййисен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. |
Вӗренӳ
Паян Раҫҫейре Студентсен кунне анлӑ паллӑ тунине пурте пӗлетпӗр-ха. Чӑваш студенчӗсене ҫав ятпа ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин саламланӑ. Ӗнерпе паян Хусанта студентсен клубӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле малалла» вӗренӳ форумӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 40 хӗрпе каччӑ хутшӑннӑ. Йышра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата Шупашкарти коопераци институчӗн студенчӗсем пулнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие федерацин Ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан Правительстви йӗркеленӗ. Унта 38 регионти ҫамрӑксем пухӑннӑ. Каччӑсемпе хӗрсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, тӗрлӗ ӑсталӑх класне, тренд-сессисене хутшӑннӑ. Уяв ячӗпе вӗсене ҫӗршыв Президенчӗ саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе тата ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑн. Ку ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ министерствинче прокуратура тата Росгварди тытӑмӗнче ӗҫлекенсене пухса иртнӗ эрне вӗҫӗнче йӗркеленӗ канашлура та, ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министрсене, ытти тӳре-шарана планеркӑна чӗнсен те сӳтсе явнӑ. Михаил Васильевич Пермь тата Улан-Удэ хулисенче нумаях пулмасть сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсем шкулсене кӗрсе тухас йӗркене ҫирӗплетме хистенине палӑртнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов ҫакна аван ӑнланнине пӗлтернӗ. Вӑл ӗнерхи планеркӑра каланӑ тӑрӑх, шкулсенче видеосӑнавсем, видеодомофонсем, тимӗртупкӑчсем (металлодетекторсем) вырнаҫтарассипе малалла ӗҫлӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те тишкернине пӗлтернӗ. Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе кашнин яваплӑ пулмаллине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Вӗренӳ министерствин те, муниципалитетсен ертӳҫисен те, класс ертӳҫисенчен пуҫласа педагогсем таран яваплӑ пулмалли пирки чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак уйӑхра «Битва лицеев» (чӑв. Лицей кӗрешӗвӗ) турнир пырать. Ӑс-тӑн тупӑшӑвӗ кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче пуҫласа иртнӗ. Ун чухне ачасем математикӑпа пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ачасем физикӑпа, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче информатикӑпа пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшӗҫ. Турӑн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑннисемпе ЧПУ Андрей Александров ректорӗ, прикладной математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗн деканӗ Александр Иваницкий тӗл пулнӑ, вӗсене ырӑ суннӑ. Ун чухне Шупашкарти 2, 3, 4, 44-мӗш лицейри, 1, 2, 5-мӗш гимназири, 62-мӗш шкулти; Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри, 6-мӗш гимназири, 20-мӗш вӑтам шкулти; Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти, Красноармейски районӗнчи Тракри вӑтам шкулти 13 команда хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — 5-мӗш гимназирисем, виҫҫӗмӗшӗнче —Шупашкарти 44-мӗш лицейрисем. Мала тухнисене хӑйсем патне вӗренме кӗме ЧПУ 5 балл парассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Гельнур Сабитова. Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ Гельнур Сабитова «Пӗтӗм Раҫҫейри «2017 ҫулхи шкул директорӗ» конкурсӑн дипломанчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Патӑрьел районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурс «Раҫҫейри шкул: ӑнӑҫу меслечӗсем» темӑпа иртнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Гельнур Нурулловна «Япӑх вӗренекенсӗр шкул: ертсе пырас ӗҫри ӑсталӑхӑм» ятлӑ эссе хайланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта «Шкул ҫитӗнӗвӗсенче манӑн тӳпе те пур» ятпа хатӗрленӗ видеоматериалсене тӑратнӑ. Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм ҫӗршыври «Шкул директорӗ» конкурса Раҫҫей Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата «Сентябрь» издательство ҫулленех ирттереҫҫӗ. 2016 ҫултанпа йӗркеленекенскере вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсене асӑрхас тӗллевпе пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |