Вӗренӳ
Чӑваш кӗнеке издательствипе Мускаври «ДЕТИЗДАТ» тулли мар яваплӑ общество «Сыпӑкӑн вулатпӑр» ярӑмри кӗнекесене хатӗрленӗ. Вӑл — шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли. Кашни кӑларӑма пиншер экземпляр тиражпа пичетленӗ. Ҫӗнӗ ярӑм ашшӗ-амӑшӗ, ачасене вулама вӗрентекен педагогсем валли вырӑнлӑ пуласса шанаҫҫӗ. Елена Ермолован «Дельфин ҫурипе чарлан» юмахӗ хумпа выляма юратакан пӗчӗк дельфинпа паллаштарать. Пӗррехинче ӑна шурӑ чарлан хӗвел ҫутинче шыва кӗме сӗнет, вара ӗмӗт пурнӑҫланасса пӗлтерет. Ку хайлава Ольга Федорова чӑвашла куҫарнӑ, художникӗсем – А. Глебов тата И. Глебова. Александр Фёдоров-Давыдовӑн «Ал арманӗ» чухӑн карчӑк-старикпа паллаштарать. Ӑна Ольга Иванова чӑвашла куҫарнӑ. Редьярд Киплингӑн «Слон ҫурин хобочӗ мӗншӗн вӑрӑм» хайлавне те чӑвашла сыпӑкӑн вулама май пур. Константин Ушинскин «Ачасем вӑрмана кайни» — пӗр тӑван ачасемпе ҫинчен. |
Вӗренӳ
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Нимеҫӗсен шкулӗ. Сывӑ хула» вӗренӳ проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнипе пурнӑҫланать. Ҫак шкулта сывӑ пурнӑҫ йӗркине саракан, шкул ачисемпе студентсене пирус туртнин, алкоголизм, наркомани сиенӗ пирки каласа кӑтартакан нимеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Вӗсем усӑ курма юраман рекламӑпа та кӗрешӗҫ. Ҫаксем пирки ӑнлантарса панӑ чухне йӑлтах вӑйӑ евӗр йӗркелӗҫ. Нимеҫӗсем уроксене квест евӗр ирттерӗҫ. Ку ҫӗнӗ форма лайӑхрах усӑ парӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак шкулта вӗренме кӑмӑл тунӑ 100 ҫынран 30-шне суйланӑ ӗнтӗ. Хӑйсемшӗн те усӑллӑ пулӗ ку вӗренӳ: ҫын умӗнче калаҫма, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме хӑнӑхӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Ен 2 миллион тенкӗ тӑракан 27 шкул автобусӗ туянасшӑн. Ку тӗллевпе 54 миллион та 621 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Автобус хакӗсем унта, тен, кӑштах йӳнелӗҫ те. Документацире палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссен кӑҫал туса кӑларнисем пулмалла. Кусӑр пуҫне унта 20 ача вырнаҫтӑр. Транспортра цифра тахографӗ, ГЛОНАСС, маяк, ЭРА-ГЛОНАСС пулччӑр. Документацире автобус калӑпӑшне, мӗнле двигатель пулмаллине палӑртман. Аукционра ҫӗнтернӗ организаципе килӗшӳ тӑвӗҫ. Кун хыҫҫӑн унӑн 60 кунра автобуссене Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умне килсе лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре пултаруллӑ ачасен центрӗ пулӗ. Вӗсене тупса палӑртса, унтан аталантарма пулӑшма паян, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Капла утӑма Сочире ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗ вӑхӑтӗнче тунӑ. Пултаруллӑ ачасен центрне «Сириус» центр евӗрлӗрех йӗркелесшӗн. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗпе «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончӗ хушшинче ҫирӗплетнӗ килӗшӳре пӑхса хӑварнӑ. Хута Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата асӑннӑ фонд ертӳҫи Елена Шмелева алӑ пуснӑ. Ҫӗршывӗпе паллӑ «Сириус» вӗренӳ центрне те, сӑмах май, «Пултарулӑх тата ӑнӑҫу» вӗренӳ фончех йӗркеленӗ. Ку вӑл 2015 ҫулта пулса иртнӗ. «Сириус» вӗренӳ центрӗнче паян Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 800 ача пултарулӑха туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Вӗренӳ отрасльне темиҫешер миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтереҫҫӗ кӑна та мар, хысна йышӑннӑ чух ку сфера яланах сумлисен шутӗнче. Апла пулин те ашшӗ-амӑшӗн кӗсйине кӗме ӳркенмеҫҫӗ. Ирӗксӗрлесе пуҫтармастпӑр. Камӑн кӑмӑл пур — ҫав кӗмӗл уйӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ. Андрей Федоров блогер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн чатӗнче класри алӑк валли камӑн ҫӑра туянмалли пирки ыйту сиксе тухнӑ. Шкулти вӗрентекен ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн ертӳҫине ашшӗ-амӑшӗн класс ҫӑри валли укҫа пухмалла тесе каланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗрентекене шкул администрацийӗ ҫапла калама хушнӑ. Андрей Федоров блогер тата ашшӗ ашшӗ-амӑшне тата мӗн чухлӗ сумалла тесе тӗлӗннине палӑртнӑ: шкул фондне валли пухмалла, класа юса, ҫӗнӗ сӗтел-пукан валли уйӑр, вӗренӳ тетрачӗсене туян... |
Вӗренӳ
Раҫҫейри технологи университечӗ 2018 ҫулта вӗренӳ заведенийӗсем кадрсене мӗнле хатӗрленине тишкернӗ, мониторинг тунӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри пилӗк техникумпа колледж Раҫҫейри чи лайӑх 500 вӗренӳ заведенийӗ йышне кӗнӗ. Списока Шупашкарти медицина колледжӗ, Канашри транспортпа энергетика техникумӗ, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Атӑлҫи патшалӑх технологи университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗ кӗнӗ. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра 33 вӗренӳ учрежденийӗче вӑтам професси пӗлӗвӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ашшӗ-амӑшӗ сӗннине шута илсе Шупашкарти ача пахчисенче ачасене ҫӗнӗ йышши апат ҫитерӗҫ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун ача пахчисене кӳрекен продукци ашшӗ-амӑшне тивӗҫтермелле пек. Хальхи вӑхӑтра продукци йышӗнче банан, груша, апельсин, хӑяр тата помидор пур. Унсӑр пуҫне малашне ачасене йогурт, улма-ҫырла ярса хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ пудингӗ тата ҫӑмарта хӑпартни ҫитерме йышӑннӑ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, паянхи кун Шупашкарта шкулчченхи ача-пӑча вӗренӳ учрежденийӗсенче апатланӑва лайӑхлатас тӗллевпе тӗрлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав шутра — ашшӗ-амӑшне анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса, тӗлпулусемпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелесе, дегустаци ирттерсе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Валентина Мышкина Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри 25 ҫамрӑк вӗрентекен, Ҫамрӑк педагогсен канашӗн хастарӗсем, республикӑри Вӗренӳ профсоюзӗ пулӑшнипе Мускава ҫитнӗ. Вӗрентекенсене «Космос» хӑна ҫуртӗнче вырнаҫтарнӑ, унӑн чӳречисенчен Мускаври хитре вырӑнсем курӑннӑ: ВДНХ, Останкинӑри телебашня, В.Мухинӑн «Рабочи тата колхозница» скульптури… Мускава кайнӑ педагогсен йышӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Мышкина та пулнӑ. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче кафере апатланнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем Патшалӑх Думине кайнӑ, унта Алена Аршинова депутатпа тӗл пулнӑ. «Ҫавра сӗтелре» вӗсем ҫамрӑк вӗрентекенсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Тӗслӗхрен, педагогсен шалӑвне ӳстересси, класс ертӳҫин тӳлевӗ, отчетсене чакарасси… Ҫулҫӳрев Мускав паллӑ вырӑнсене ҫитсе килнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти 3-мӗш шкулта аутизмпа аптӑракан ачасем валли ятарлӑ ресурслӑ класс йӗркеленӗ. Республикӑра кунашкалли - пӗртер пӗрре. «РусГидро» йӗркеленӗ «Таса энерги» ыкӑмӑллӑх программипе килӗшӳллӗн, шкула аталанмалли пособисем тата сенсорлӑ хатӗр-хӗтӗр парнеленӗ. Дефектологсемпе психологсем палӑртнӑ тӑрӑх, аутизмпа нушаланакан ачасем тӗнчене хӑйне евӗр кураҫҫӗ, пӗчченлӗхе юратаҫҫӗ. Вӗсене пӗр-пӗр ӗҫе хутшӑнма йывӑр, анчах вӗсем куҫпа курнине лайӑх астуса юлаҫҫӗ. Ҫаксене шута илсе вӗсем валли ятарлӑ оборудовани туяннӑ. Шкул директорӗ Евгения Осипова палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ оборудовани пулӑшни курӑнать: кӑтартусем пур ӗнтӗ. Хӑйне евӗр ачасем тӗнчепе хутшӑнма вӗренеҫҫӗ, шкул предмечӗсене ӑса хываҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш классенче вӗренекенсем пӗтӗмлетӳллӗ сочинение кӑҫал раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырчӗҫ. Ку вӑл экзаменӑн тӗп тапхӑрӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш Енри 5686 ача парта хушшине ларнӑ (ҫав шутран 5684-шӗ — кӑҫал шкул пӗтерекенсем, 2-шӗ — пӗлтӗр шкул пӗтернисем), пӗтӗмлетӳллӗ изложение 11-мӗш класра вӗренекен 61 ача ҫырнӑ. Раҫҫейри шкул ачисенчен 2 проценчӗн ҫеҫ зачет илме май килмен. Чӑваш Енре ун пеккисен йышӗ — 0,2 процент. Вӗсен парта хушшине 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тепӗр хутчен тепӗр хутчен ларма тивӗ. Сочинени темисене илсен, шкул ачисен 27,3 проценчӗ ырӑ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна суйланӑ, ӳнер пирки ачасен 3,2 проценчӗ пуҫ ватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |