Вӗренӳ
mupi.su сайтри сӑн РФ вӗренӳпе ҫутӗҫ министрӗ иртнӗ уйӑхра Раҫҫейре хӗвеланӑҫ енчи пек вӗренӳ тытӑмӗ пулмассине пӗлтернӗ. Пачах пулмасть мар-ха. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен тата аслӑ шкулсен специалитета суйлама май пулӗ. Аса илтерер: хӗвел тухӑҫӗнчи аслӑ шкулсенче икӗ шайпа вӗренеҫҫӗ - бакалавриат тата магистратура. Пирӗн ҫӗршывра та ку тытӑм ҫине куҫнӑ. Унччен вара специалитет пулнӑ. Министр магистратурӑри ыйтусене те татса памалли пирки каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна ҫывӑх профильсен анчах суйламалла, диплом илессишӗн анчах вӗренмелле мар. Тӗслӗхрен, журналист магистратурӑна юриста вӗренме каять. «Ӑнланмалла мар: те журналист, те юрист вӑл», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Йӗпреҫ район сайтӗнчи сӑн Шупашкарта иртнӗ Культура колледжӗн отчет концерчӗ пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех отчет концерчӗ нумаях пулмасть Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче те иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗнче пулнӑ. Йӗпреҫ районӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ӳнер шкулӗнчен 41 ача вӗренсе тухнӑ. Хӑй концертне вара 100 ытла вӗренекен хутшӑннӑ. Шкул воспитанникӗсем Светлана Романовӑпа Светлана Баранова преподавательсем ертсе пынипе хореографи уйрӑмӗн чи лайӑх номерӗсене кӑтартнӑ. Куракансем ачасем ташласа кӑтартнӑ «До-ре-ми», «Калинка», «Ковбой ташши», «Чӑваш ташши», «Полька» евӗр ташӑсене курма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех концертра тӗрлӗ музыка хайлавӗсем янӑранӑ. И. С. Бахӑн «Фантазийӗнчен» пуҫласа «Родилась в России я» (чӑв. Раҫҫейре ҫуралнӑ эпӗ), «Росиночка — Россия» (чӑв. «Сывлӑмӑм — Раҫҫей») тата ытти тӗрлӗ юрӑсем таранах. Концертра ҫавӑн пекех «Здравствуй, принцесса» (чӑв. «Салам, принцесса») юмахри эпизода та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
tamlife.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче те малашне гимн юрласа ялав ҫӗклӗҫ. Шкулсенче ҫеҫ мар, лагерьсенче те патриотлӑх мероприятийӗсене ытларах ирттерӗҫ. Кашни ир Раҫҫей гимнне юрласа ялав ҫӗклӗҫ. Ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелеме епле хатӗрленни ҫинчен Чӑваш Ен Правительствин паян иртнӗ канашлӑвӗнче вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политкин министрӗ Дмитрий Захаров каласа кӑтартнӑ. Ҫамрӑксен пуҫарулӑхӗн центрӗнче тата ЧППУра 480 вожатӑя вӗрентсе кӑларнӑ. Лагерьсем ӗҫлеме хатӗр-мӗн, анчах тӑваттӑшӗ санитарипе эпидемиологи заключенийӗ илеймен. Вӗсем дезинфекци, дератизаци тума заявкӑсем каярах тӑратнӑ. Пӗринче специалистсене шыв пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари пӗтӗмӗшле пӗлу паракан тӗп шкулти 9-мӗш класран кӑҫал пилӗк ача: виҫӗ яш тата икӗ хӗупраҫ — вӗренсе тухнӑ. Ачасем уяв тӗлне 5-9 классенче вӗреннӗ вӑхӑтри фотосенчен пысӑк фото-хаҫат хатӗрленӗ. Тӑххӑрмӗшсене саламлама ашшӗ-амӑшӗ, районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Районта, республикӑра иртнӗ олимпиадӑсенче, викторинӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене грамотӑсем панӑ. 9-мӗш класра вӗренекен Светлана Окружнова «Чи лайӑх спортсмен» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
stihi.ruсайтри сӑн Малтан шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет тесе пӗлтернӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов сӗннипе уява куҫарма йышӑннӑ: вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Ку хыпар чылай ашшӗ-амӑшне савӑнтарман. Мӗншӗн тесен вӗсем уява паллӑ тумалли кафе-ресторана суйласа хунӑ-ҫке-ха. Ҫавна май Раҫҫӗйри ведомство Чӑваш Енре уява ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне шута илсе йӗркелеме ыйтнӑ. Министр хӑш шкулта уява ирттерессипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине кура вӗсене пулӑшма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
gov.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Тӑван чӗлхе – пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» методика материалӗсен регионсем хушшинчи IV конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 55 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсем. Конкурса ҫак номинацисемпе ирттернӗ: «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен ӑс-тӑнне аталантарасси); «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен пуплевне аталантарасси); «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене илемлӗхпе эстетика тӗлӗшӗнчен аталантарасси); «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӑй-хал тӗлӗшӗнчен аталантарасси). «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» номинацире Вӑрнарти 5-мӗш ача пахчинчи Светлана Александрова тата Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти ача пахчинче ӗҫлекен Тамара Афанасьевӑпа Лидия Тарасова ҫӗнтернӗ; «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» номинацире — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ача пахчинчи Надежда Андреева тата Шупашкарти 133-мӗш ача пахчинчи Наталия Андреевӑпа Инна Андреева; «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» номинацире — Тӑвайӗнчи 1-мӗш тата 2-мӗш ача пахчисенче ӗҫлекен Тамара Павловӑпа Оксана Степанова тата Шупашкарти 47-мӗш ача пахчинчи Светлана Яковлева; «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» номинацире — Шупашкарти 162-мӗш ача пахчинчи Елена Старова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ. Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑваш Енри ҫулталӑкри чи лайӑх учитель – 2022» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель — Екатерина Ананьева. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта ют чӗлхесем вӗрентет. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче шкулта 3 ҫул ӗҫлет. «Педагогика дебючӗ» номинацире Красноармейски районӗнчи Трак шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентекен Екатерина Кузнецова ҫӗнтернӗ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр шкулӗнчи Елена Жагерева — «Чи лайӑх класс ертӳҫи», Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл шкулӗнчи Ольга Гаврилова — «Ҫулталӑкри чи пултаруллӑ социаллӑ педагог». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн студенчӗсем окоп чавнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ку ӗҫе ОБЖ урокӗнче пурнӑҫланӑ. Ҫакна ӳкернӗ видеона тата сӑнӳкерчӗксене "Контактри" ушкӑна лартнӑ. Кун хыҫҫӑн окоп чавнӑ студентсене федераци массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, телеграм-каналсем кӑтартнӑ. Техникум пӗлтернӗ тӑрӑх, ку урок программӑпа килӗшӳллӗн иртнӗ. Студентсем ҫар службипе хӳтӗлев пӗлӗвне вӗреннӗ. Урокра вӗсем выртса пемелли окоп чавнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Дмитрий Захаров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енре тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртнине хыпарланӑччӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ. Ӗнер республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла 36 пин ытла ачана кантарма (ҫав шутран 16 пине яхӑн ачана хула ҫумӗнчи уйлӑхсенче) шухӑшлаҫҫӗ. 20 пин ытла ачана кӑнтӑрла ҫӳремелли уйлӑхсенче вӑхӑта ирттерӗ. Кӑҫал уйлӑхсене пӗлтӗрхи пек 75 процент мар, 100 проценчӗпех тултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |