Вӗренӳ
![]() Унччен республикӑри икӗ ҫамрӑк икӗ ППЭре 200 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак список тата пуянланнӑ: унта тепӗр икӗ ҫамрӑк хушӑннӑ. Малтан 200 балл пухнисен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра вӗреннӗ Екатерина Селезнева, Шупашкрти 5-мӗш гимназири Илья Капралов пулнӑ. Ку йыша Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Юлиана Паймуллина (химипе тата биологипе 100-шер балл пухнӑ) тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Виктория Жирнова (вырӑс чӗлхипе тата историпе 100-шер балл илнӗ) хушӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Legion-Media сӑнӳкерчӗкӗ Мускавра пурӑнакан Тепляковсен тата тепӗр ачи сакӑр ҫулта Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗресшӗн. Лейя Теплякова патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Хӗрӗн малашлӑх ӗмӗт-шухӑшӗ пирки ачан ашшӗ Евгений Тепляковхӑйӗн «Учимся с Алисой» каналӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: Тепляковсен пӗр хӗрӗ, Алиса, 2021 ҫулта патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, биологипе тата информатикӑпа тытнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ МПУн психологи факультетне вӗренме заявлени панӑ, анчах пӗчӗкскере бюджет уйрӑмне илмен. Ун хыҫҫӑн аслисем ачана унта укҫалла вӗрентсе кӑларма йышӑннӑ. Алиса пӗрремӗш сессире экзамен тытайман иккен, преподавательсем ача занятисене сиктернӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫулталӑк каялла ачасен ашшӗ 10 ҫулти Алиса Теплякова тата унӑн 8 ҫулти шӑллӗ Хеймдалль ҫуллахи каникулта репетитор пулса ӗҫлес ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Тепляковсен ҫемйинче сакӑр ача — Алиса, Хеймдалль, Лейя, Терра, Айлунг, Фейлунг, Тесей и Сулейман. Вӗсен ашшӗ ҫемье ача пахчине йӗркеленӗ, унта пӗчӗккисене хӑй хатӗрленӗ меслетпе вӗрентет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗренӳ тытӑмӗнче лайӑх хыпар: тепӗр 8 ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ: физикӑпа тата обществознанипе. Физикӑпа Трак шкулӗнчи Вадим Антонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Арина Володичева тата Александр Кропчев, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Егор Федоров, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Владимир Герасимов 100 балл илнӗ. Обществознанипе 100 балл илнисем: Шупашкарти 38-мӗш шкулти Джулиана Иванова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Елизавета Липатова. Шупашкарти 2-мӗш лицейри Александр Шнурков. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 57 ҫамрӑк экзаменра 100 балл пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн икӗ экзаменра – 200 балл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Дмитрий Захаровӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ выпускник Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 200 балл пухнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капранов. 16 яш-хӗр профильлӗ математикӑпа 100 балл пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 27 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе 100 балл илнӗ. Аса илтерер: 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе 100 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзаменра 100 балл пухнисем – 51 ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rcz.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Туҫи Ҫармӑсри шкула вӑхӑтра юсаса пӗтермен. Тӗплӗ юсав епле пынине вырӑнти прокурор, Сергей Парамонов, тӗрӗсленӗ. Муниципалитет алӑ пуснӑ контрактпа килӗшӳллӗн, ӗҫе «Евростандарт21» организаци пурнӑҫлать. Ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Надзор органӗ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки унччен пӗрре асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те туса пӗтерменни самай иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() sibmama.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Вӑрнарти 1-мӗш шкултан, Шупашкарти 2-мӗш лицейран тата Муркаш округӗнчи Калайкассинчи шкултан вӗренсе тухнисем хими экзаменӗнче 100 балл илнӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗ географипе чи нумай балл пухнӑ. Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкул тата Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗсем литература экзаменӗнче палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() smartik.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулнӑ чухне Елчӗкре хӑйне евӗр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Кун пекки унччен Воронеж облаҫӗнче те пулнӑ. Елчӗкри вӑтам шкулта 18 ҫул тултарман хӗрсен экзамена кӗрес умӗн хывӑнма тивнӗ-мӗн. Вӗсем аялти кӗпе таранах хывнӑ имӗш. Ку йӑлтах – экзамена кӗрес тесе. Ҫапла ытлашши япала йӑтса кӗресрен тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ачасен ашшӗ-амӑшӗ, 3 ҫын, прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Анчах шар курнисен йышӗ ытларах та пулма пултарать теҫҫӗ. Заявленире палӑртнӑ тӑрӑх, Рособрнадзор ӗҫченӗ ачасене ремень хывма, кӗпесене ҫӗклеме ыйтнӑ, туалетра 30 ҫеккунтран ытларах пулма ирӗк паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал Вӑрнарти 1-мӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт тума тытӑнӗҫ. Унта тепӗр 400 ача валли вырӑн пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ку шкулта 863 ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне 1920 ҫулта хута янӑ. Ӑна пысӑклатасси пирки 2021 ҫултах калаҫу пулнӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал утӑ уйӑхӗнче хушма ҫурт тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Ку ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлемелле. Сӑмах май, ҫак шкула 2020 ҫулта тӗплӗ юсама тытӑнӑ. Анчах авӑнӑн 1-мӗшӗччен ӗлкӗреймен. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне отставкӑна янӑ. Элтепер хушша-хуппа кӗрсен шкула юпа уйӑхӗн валли уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем хӗрӗсем «Ӑслӑ сад» шутласа кӑларнӑ. Хӑш чухне ӳсен-тӑрана пӗрехтермелле тата системӑна шыв ямалла ҫеҫ - ҫапла ӗҫлет вӑл. Унта тӑпра ҫук. Ку ӳсен-тӑрана микроэлементсене ҫӑмӑлрах йышӑнма май парать-мӗн. Пахчара вара чылай микроэлемента тӑпра ҫӑтать. Хӗрсем ҫак мелпе ӳстернӗ ҫимӗҫсене маркетплейссенче сутаҫҫӗ. Халӗ студенткӑсем ҫӗршыври Топ-100 стартапсен рейтингне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра ҫӗкленекен ҫӗнӗ шкула ҫитсе курнӑ. Ӑна икӗ уйӑхран, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, хута ямалла. Апла авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем ҫӗнӗ шкулта парта хушшине ларӗҫ. Шкул хальлӗхе 75 процент хатӗр. Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче 375 ача валли вырӑн пулӗ. Строительство валли 339,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан тепӗр - 93 миллион тенкӗ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, шкул строительстви графикран юлса пымасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |