Ҫутҫанталӑк
Ыран – ҫулла. Вӑл пӗлтӗрхи пекех шӑрӑх тата типӗ пуласси пирки калаҫаҫҫӗ. Анчах синоптиксен прогноз урӑхла: ҫав тери шӑрӑх тата типӗ пулмӗ. Ҫапах ку ҫӗртме уйӑхне пырса тивмест. Ун чухне сывлӑш температури вӑтамран 17,5 градус ытларах пулӗ. Ҫумӑр 64 миллиметртан сахалрах ҫӑвӗ. Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Иккӗмӗш декадӑра термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑсенче ҫӑвӗ. Ахӑртнех, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвакан аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ку эрнере пирӗн республикӑра циклон хуҫланать. Пирӗн пата ҫурҫӗр енчен уҫӑрах сывлӑш килнӗ. Ҫак кунсенче кӑнтӑрласерен те уҫӑрах пулӗ: термометр 20-22 градус кӑна кӑтартӗ. Юнкун ҫумӑр вӑйлах ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен уяр тата ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Вырсарникун, Ҫимӗкре, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫанталӑк ҫуллахи пекех шӑрӑх тӑрать. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрах, ҫитес 10 кунра ӑшӑ пулӗ. Ку эрнере кӗҫнерникунпа эрнекун термометр 30 граду кӑтартӗ. Ҫӗрлесерен те 16-18 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун хӗвеланӑҫ районӗсенче ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун чухне кӑштах сивӗтӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем унччен ку канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара улшӑнусем пур. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр Мускав еннелле кайӗ, пирӗн патра вара шӑматкун кӑшт сивӗрех пулӗ кӑна: 18-23 градус ӑшӑ. Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 30 градус таранах ҫитӗ. Ҫӗрлесерен те 14-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрсе кӑшт уҫӑлтарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑра типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче те ҫаплах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫанталӑк пӗлӗтлӗ. Ӗнерхипе танлаштарсан, ӑшӑрах: 15-16 градус. Ыран тата ӑшӑ пулӗ, уяртӗ. Термометр 18-23 градус кӑтартӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне варринче ҫуллахи пекех пулӗ: кӑнтӑрла термометр 23-25 градус кӑтартӗ, каҫхине – 10-15 градус. Канмалли кунсенче кӑштах сивӗтӗ. Шӑматкун хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, вырсарникун типӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах ҫиллӗ пулӗ. Термометр 13-18 градус кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран ӑшӑ тӑрӗ те вырсарникун кӑшт сивӗтӗ. Телее, нумайлӑха мар. Вырсарникун ҫумӑр ҫукалӗ, 11-16 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ. Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ, 18 градус пулӗ. Кашни кун ӑшӑтса пырӗ, эрне варринелле 25 градус тарана шӑрӑх пулӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑрах туйӑнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, текех сивӗ пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче термометр 30 градус таранах кӑтартма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ҫӗрле Шупашкарта тӑм ӳкмен. Хӑш-пӗр районта вара 2,4 градус таран сивӗ пулнӑ, курӑк ҫине тӑм ӳкни палӑрнӑ. Паян та ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫлать. Паян Шупашкарта 10 градус таран ӑшӑ. Ыран 9-14 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ. Юнкун тата ӑшӑтӗ. Кӗҫнерникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне вӗҫнелле 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 5-10 градус ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Урамра текех юр ҫумасть пек туйӑнать. Анчах ҫанталӑк пирӗн валли «парне» хатӗрленӗ иккен. Ҫу уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ: ун чухне пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш 7-8 градус таран сивӗнӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Ҫил вӑйланнӑран пушшех те сивӗ пек туйӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен уяртӗ. Майӗпен ӑшӑ таврӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле те ӑшӑрах тӑрӗ. Уяври канмалли кунсем хыҫҫӑн 12-17 градус ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 градус ӑшӑ пирӗн пата ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫу уйӑхӗн мӗнле пулӗ? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк сивӗтӗ. Ҫу уйӑхӗн 6-11-мӗшӗсенче пӗлӗтсен шайӗнче 0 градусран сивӗрех пулӗ. Ун чухне йӗпе юр та ҫума пултарать. Шӑпах ҫав кунсенче чи сивӗ вӑхӑт пулӗ: кӑнтӑрла 7-8 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле тӑм ӳкме пултарӗ. Ку уйӑхра текех ун пек сивӗтмӗ. Уйӑх варринче 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫапах шӑрӑх кӗтмелле мар. Ахӑртнех, ку уйӑхри чи ӑшӑ кун ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ пулӗ – ун чухне 27 градуса яхӑн ӑшӑтнӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декадӑра ытларах уяр кунсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Шӑматкунлӑха хутшӑнакансем. Элӗк районӗн сайтӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче иртнӗ шӑматкун «Атӑл ҫӑлӗ» ҫутҫанталӑк паркне тирпейленӗ. Ку парк аталанса пырать пулин те, экологи шӑматкунлӑхне ирттермелӗх ӗҫ унта тупӑннӑ. Ял ҫыннисем тӗплӗн хатӗрленнӗ: парка хӑт кӗртес ӗҫ епле аталаннине сӑнлакан 7 метр тӑршшӗ баннер карса хунӑ, артистсем валли сцена ӑсталанӑ. Чи кирлӗ ӗҫ пирки те манман: нумай пулмасть лартнӑ йывӑҫсене тирпейленӗ, тавралӑха пӗлтӗрхи ҫулҫӑран тасатнӑ, арҫынсем пуртӑ тытса хунавсене иртнӗ. Шӑматкунлӑха ятарласа ҫитнӗ хӑнасем паркра, ҫӑлкуҫ тавра, йывӑҫсем лартнӑ: кедр, юман тата каштан хунавӗсене. Тарласа ӗҫленӗ хыҫҫӑн пурте сцена патне пухӑннӑ. Шӑматкунлӑха йӗркелекенсем пурте те тав сӑмахӗ каланӑ хыҫҫӑн сцена ҫине чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗ Александр Шадриков хӑпарнӑ. Татмӑш халӑхӗпе «Атӑл ҫӑлӗ» парка хӑт кӗртме килнӗ хӑнасене ҫавӑн пекех хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Каҫхи Шупашкар» вокал ушкӑнӗ савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Юрий Михайлович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчӗвҫи ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |