Ҫутҫанталӑк
![]() Раштавӑн пӗрремӗш декади сивӗ пулчӗ. Юлашки 20 ҫулта кун пеккине синоптиксем курман. Ку эрнере ӑшӑрах. Ҫапах ҫӗрлесерен 10-11 градус таран сивӗтет. Анчах ҫил вӑйлӑ пулнӑран сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере шартлама сивӗ ҫанталӑк таврӑнӗ. Унччен юр ҫӑвӗ. Раштавӑн 17-18-мӗшӗсенче самай юр ӳкӗ. Икӗ кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш ӳкме пултарать. Тунтикунран вара кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 25 градус. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 24-мӗшӗнче кӑна ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() vsegda-pomnim.com сайтри сӑн Республикӑра темиҫе кун юр ҫӑвасси пирки хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарать. Пӑрлӑ ҫумӑр шӑматкун ҫӗрле тата вырсарникун кӑнтӑрла ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Чи ӑшӑ кун вырсарникун пулӗ. Ун чухне 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ таран пулӗ. Тунтикун вара сивӗтме тытӑнӗ: каҫхине термометр 5-7 градус сивӗ кӑтартӗ. Вырсарникун ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18-20 метр таран вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем 4 кунра 30 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартма пултарассине пӗлтереҫҫӗ. Юр эрнекун ҫума пуҫлать. 4 кунра пӗр уйӑхра ҫумалли юр ӳкме пултарать. Ҫитменнине, ҫил вӑйланать. Ҫавна май кӗртсем самай пысӑк пулӗҫ. Юр ҫума пуҫласан ҫанталӑк та ӑшӑтать. Эрнекун 7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ, шӑматкун – 2 градус сивӗ. Вырсарникун термометр 0-рен те хӑпарӗ, ҫавна май юр йӗпе пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗлле чӑн-чӑн сивӗсенчен пуҫланчӗ. Шупашкарта сывлӑш температури нормӑран 7,5 градус пысӑкрах пулнӑ. Халӗ антициклонӑн юлашки кунӗсем пыраҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн патра ҫил кӑнтӑртан вӗрме тытӑнӗ. Ыран вӑйлах вӗрмӗ, кайран вӑйланма пуҫлӗ. Кӗҫнерникунччен хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ, анчах сивӗ кӑштах чакма пуҫлӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтленӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Анчах тепӗр эрне пуҫламӑшӗнче каллех уяр, сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫлӗ. Ҫапах хальхи пекех сивӗ пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫак кунсенче самаях сивӗтет. Паян ҫанталӑк кӑштах ӑшӑтнӑ. Анчах ыранах пирӗн пата антициклон килӗ. Ҫитес 3 кунра ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 25-26 градус таранах пулма пултарать. Кӑнтӑрла ӑшӑрах - 10 градус сивӗ. Сивӗ те уяр ҫанталӑк эрне тӑршшӗпех пулӗ. Пӗрремӗш декада вӗҫӗнче кӑна ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Анчах кӑштахран каллех сивӗтӗ. Ҫак канмалли кунсенче атмосфера пусӑме 770 мл таран хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑшӑрах-ха, ирхине ҫумӑр пекки те вӗтӗртетрӗ. Ыран-паян ҫавӑн пекех пулӗ. Шӑматкун каҫхине тӗтре карса илӗ, ирпе ҫеҫ сирӗлӗ. Кун хыҫҫӑн вара сивӗтме тытӑнӗ. Тунтикун уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20 градус таран сивӗтме тытӑнӗ, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ пулӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та сивӗ ҫанталӑк раштавӑн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Вӑл Мускавран килесси пирки синоптиксем пӗлтернӗччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑра пула Чӑваш Енри 4 районта хӑш-пӗр ял-салара ҫутӑ сӳннӗ. Ку Комсомольски, Патӑрьел, Красноармейски районӗсене пырса тивнӗ. Ведомство пӗтӗмпе 8 ял электроэнергисӗр юлнине пӗлтерет. Ҫак 8 ялта 950 ҫурт шутланать, вӗсенче 2 пин ытла ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра ҫутӑсӑр юлнӑ ялсенче аварисене сирекен бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pikabu.monster сайтри сӑн Республикӑра эрне варринче пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та пулӗ-ши? Паян Мускавра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем Чӑваш Еннелле килеҫҫӗ. Ҫавна май ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх питӗ пысӑк пулӗ. Пралуксем, йывӑҫсем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫил те кас-кас вӑйланӗ. Каҫ енне термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫумӑр ӳкме пуҫлӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр кӑнтӑр енчи районсенче ытларах ҫума пултарӗ, Шупашкар енче вара юр ӳкӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тинех юр ҫурӗ. Халӗ урамра хӗлле пекех туйӑнать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юр ҫуркуннеччен ирӗлмӗ. Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 3-6 сантиметр ҫӳллӗш. Паян ҫӗрле те юр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче вӑл самай хулӑнланӗ. Сывлӑш температури те сивӗ пулӗ. Шӑматкун ҫӗрле вара пушшех те сивӗтӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн 20 градус пулӗ. Канмалли кунсенче тӳпере хӗвел тухӗ. Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ. Хушӑран пӑрлӑ ҫумӑр та ҫӑвӗ. Юнкун вара пӑрлӑ ҫумӑр республикипех ҫума пултарӗ. Унтан каллех кӑшт юр ҫӑвӗ те чӳкӗн 26-27-мӗшӗсем валли 15-20 градус сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |