Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Республикӑра каллех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ҫанталӑк тепӗр темиҫе кун пулӗ.

Кӗҫнерникун Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Вӑтам Азирен ӑшӑ сывлӑш килӗ. Ҫавна май республикӑра ҫав кун 38 градус таран шӑрӑх тӑма пултарӗ. Шупашкарта сулхӑнра 33-35 градус пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Сывлӑш температури талӑкри рекордран пысӑкрах пулӗ ахӑртнех. 2011 ҫулта ку кӑтарту 33,2 градуспа танлашнӑ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Виҫӗмкун Чӑваш Енре ҫуллахи чи шӑрах кун пулнӑ. Сывлӑш температури 35,2 градуса ҫитнӗ. Унашкалли 2010 ҫултанпа пулман.

Ҫав кунах шӑрӑха пула тачка пӗлӗтсем капланнӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Паян вара питӗ лайӑх ҫанталӑк: уҫӑ ҫил пур, 20-25 градус ӑшӑ. Ҫӗрле вара 10 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Эрнекун каҫхине тата ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ.

Канмалли кунсенче каллех шӑрӑх ҫитӗ: сулхӑнра та 28-33 градус пулӗ. Ытларикун каллех ҫумӑр вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвӗ. Кун хыҫҫӑн эрне тӑршшӗпех 25-30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ахӑртнех, ку ҫуллахи юлашки шӑрӑх пулӗ. Ҫурлан иккӗмӗш ҫурри ҫумӑрлӑ тата сивӗрех килмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӑйлӑ ҫил Етӗрнери Красноармейски урамӗнчи 5-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ коммерци банкӗн ҫивиттине сӳсе кайнӑ. Пӑтӑрмах 16 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Ҫил ҫав вӑхӑтра ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

Кредит учрежденийӗн ҫивиттийӗ Етӗрнери пуҫламӑш шкулӑн территорине пырса выртнӑ.

Етӗрне район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗ хытах сиенленмен, мӗншӗн тесен ҫивитти тимӗр карта ҫине ӳкнӗ. Халӗ яваплисем пӑтӑрмаха сирессипе ӗҫлеҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
Эльвира Хмелёва журналистӑн Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк
Эльвира Хмелёва журналистӑн Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк

Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйне хытах кӑтартма пуҫларӗ. Ҫил-тӑвӑл, шыв-шур, вут-кӑвар этеме — пуян-и вӑл е чухӑн-и, ӑслӑ-и е айван-и, пысӑк вырӑн йышӑнать е хура ӗҫе пурнӑҫлать-и — никама та уяса-суйласа тӑмасть. Алхасса кайсан пурин пурлӑхне те пӗр пек ишет-ватать, ҫӗмӗрет-ҫӗрпе танлаштарать.

Ҫутҫанталӑк тата технологи лару-тӑрӑвӗ ҫурт-йӗре, хваттере, ытти пурлӑха сиен кӳнине саплаштарассипе пирӗн республикӑра ятарлӑ программа йышӑнма палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхн 2-мӗшӗнче ку ыйтупа Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тӳре-шара канашлӑва пухӑннӑ. Сергей Артамонов вице-премьер ертсе пыракан мероприятие страхлакан компанисенче ӗҫлекенсем те хутшӑннӑ.

Сӑмах май каласан, ӗнер те пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Шупашкарта, ав, «Пичет ҫурчӗ» чарӑнӑва тӳнтерсе янӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫурла уйӑхӗ те пире ӑшӑ та хӗвеллӗ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑш температурин вӑтам кӑтартӑвӗ нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ, ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ.

Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче 27-32 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хӗвел пӑхӗ, ҫумӑр ытлах ҫумӗ.

Иккӗмӗш ҫурри вара ҫумӑрлӑ килӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, сывлӑш температури те сивех пулмӗ, 20-25 градус тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенчи ҫанталӑк кӗр енне сулӑннине аса илтерет. Апла пулин те синоптиксем Чӑваш Ене каллех шӑрӑх ҫанталӑк килессине систереҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пирӗн тӑрӑхра сывлӑш температури уҫӑрах тӑрӗ-ха. Кӑнтӑрла 21-26 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, вӑйлӑ ҫил тухӗ. Юнкун ҫумӑр ҫумӗ, анчах пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Кӗҫнерникун каллех ӑшӑ фрончӗ килӗ. Вӑл кун уяртса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫуса иртӗ. Ҫумӑр эрнекун та ҫума пултарӗ, сывлӑш температури 23-28 градуспа танлашӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк 30 градус таран ӑшӑтӗ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче пирӗн патра 35 градус таран шӑрӑх пулӗ. Анчах вӑл 1-2 кунран ытла тӑмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере тинех ҫанталӑк сивӗтет, шӑрӑх каять. Паянхи пек ҫанталӑк ыран ҫеҫ тӑрӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ.

Кӗҫнерникунпа эрнекун каллех вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр районта пӗр тӑваткал метр ҫине 60 литр шыв лекӗ. Эрнекун 14-16 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.

Вырсарникун каҫхине чи сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Ҫитес эрнере каллех шӑрӑх таврӑнӗ, ҫил лӑпланӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫак кунсенчех вӗҫленмест. Тунтикунчен кӑнтӑрласерен 27-32 градус тӑрӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 35 градус таранах ӑшӑтӗ. Атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленет, ҫавна май вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑр та ӳкӗ. Ҫумӑр хыҫҫӑн та ҫанталӑк уҫӑлмӗ, пачах тепӗр май, пӑчӑланӗ. Ҫӗрлесерен 16-17 градус ӑшӑ пулӗ.

Ытларикун тата юнкун уҫӑрах пулӗ, ҫумӑр нумай ҫӑвас, ҫил вӑйланас хӑрушлӑх пур. Сывлӑш 20-25 градус ҫеҫ ӑшӑнӗ, ирсерен 10 градус кӑна пулӗ. Анчах шӑрӑх утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче каллех таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
pogoda21.ru сайтри сӑн
pogoda21.ru сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн шӑрӑх пулассине систереҫҫӗ синоптиксем. Ыран ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ, 30 градусран шӑрӑхрах пулӗ.

Вырсарникун кӑшт уҫӑлтарӗ, ҫӗрле 12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ытларикунпа юнкун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун хыҫҫӑн сывлӑшри нӳрӗк ӳснӗ май тата пӑчӑланӗ.

Ытларикунран пуҫласа республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗрлесерен те 20 градус ытла пулӗ. 2010 ҫулта 38–40 градус таран шӑрӑх пулнӑччӗ. Хальхинче те иккӗмӗш декада вӗҫӗнче 35 градуса ҫитме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнчи пек шӑрӑх ҫанталӑк 30 ҫул пулман. Ҫӑмӑллӑн сывлама пулать: ҫитес 10 кунра республикӑра кӑштах уҫӑрах пулӗ.

Эрне вӗҫӗнче ҫеҫ аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Канмалли кунсенче 20-25 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун 11-16 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫурҫӗр енчен ҫил вӗрӗ. Ҫавна май кӑштах сивӗрех пулӗ, анчах юнкун каллех 30 градус шӑрӑх таврӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, [40], 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, ...89
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗншӗн чӑн-чӑн экспериментсен уйӗ пулӗ. Вӑй-хал тапса тӑрӗ, шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри суралӗҫ. Ку вӑхӑта харпӑр пурнӑҫа улӑштарас тесе тӑрӑшӑр. Пӗр хӑрамасӑр ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнӑр, кая хӑварса пынӑ ӗҫсене тытӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй