Ҫутҫанталӑк
Астӑватӑр-и: пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче питӗ сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ, нормӑран 6,5 градус сивӗрех пулчӗ. Кӑҫал вара пачах урӑхла: ӑшӑ. Нарӑс уйӑхӗнче шартлама сивӗ пулӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫук. Уйӑх вӗҫне тата ӑшӑрах пулмалла-мӗн. Кӗҫнерникунччен юр ҫумӗ, хӗвел те пӑхӗ. Ҫавна май ҫуркунне ҫывхарни сисӗнӗ. Термометр та 0 градус е кӑшт сивӗрех кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗнчи пекех ку. Эрнекун йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫапах ҫуркуннене кӗтме иртерех. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, анчах питех мар. Ҫил вара лӑпланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Нарӑс уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем кун пирки пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ уйӑх нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла. 29 градус ҫеҫ сивӗсем пулчӗҫ. Анчах юр нормӑран 16 процент нумайрах ҫурӗ. Нарӑс уйӑхӗнче те юр самай ҫӑвӗ. Шупашкарта эрнекун тата шӑматкун юр нумай ӳкӗ. Икӗ кунра 10 сантиметр хулӑнӑш пулӗ. Кун хыҫҫӑн кӑштах сивӗтӗ. Анчах иккӗмӗш декада ӑшӑ тӑрӗ. Хӗл хӑйӗн пирки уйӑх вӗҫӗнче ҫеҫ аса илтерӗ. Ун чухне хӗвел пӑхсан та сывлӑш температури нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫил самай вӑйлӑ. Паян вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫавна май ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Ыран кӑнтӑрла 0 градусран та ӑшӑрах пулма пултарать. Анчах ҫил пулнӑ май ҫил-тӑман та ҫӗкленӗ. Кун пек ӑшӑ ҫанталӑк республикӑра тахҫанах пулман. Кӑрлачра, ҫур уйӑхра, юр нормӑн 70 проценчӗ чухлӗ ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр тата темиҫе кун ҫӑвӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ, юр та нумай ҫумӗ. Хушӑран хӗвел те пӑхӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та пире хӗвел савӑнтарӗ, анчах кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таранах пулӗ, кӑнтӑрла вара 10-15 градус. Кун пек ҫанталӑк шӑматкунччен пулӗ. Вырсарникун каллех ҫил вӑйланӗ, юр кӑштах ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех сивӗ ҫанталӑк пуҫланӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Кӑрлач уйӑхӗ ҫитрӗ те юр ҫӑвать те ҫӑвать. Юр хулӑнӑшӗ 25 сантиметра ҫитнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрне юр ҫӑвӗ. Унтан вара Кӑшарни сиввисем ҫитӗҫ. Ыран кӑштах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче юр ун пекех вӗҫтермӗ, ҫапах ҫулсене хӳсе лартма пултарӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, анчах ытларикун каллех вӗҫтерӗ. Юнкун вара вӑйлах ҫӑвӗ. Шупашкарта 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарӗ. Атмосфера пусӑмӗ каллех пӗчӗкленӗ, ҫавна май хӑш-пӗр ҫын хӑйне япӑх туйӗ. Ытларикун 2 градус таран ӑшӑтӗ те кӗҫнерникун сивӗтӗ. Ун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. Кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 25-30 градус тӑрӗ. Ҫанталӑк уяр палӗ. Эппин, пире Кӑшарни хыҫҫӑн чӑн-чӑн хӗлле кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Иртнӗ ҫулла 2010 ҫулхине аса илтерчӗ. Ҫакна шута илсе синоптиксем кӑҫал ҫанталӑк уҫӑрах пулассине систереҫҫӗ. Синоптиксем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗлле сивӗ пулӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫуркунне вара лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ӑшӑ та типӗ пулӗ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче ҫеҫ хӗл хӑйӗн пирки тепӗр хут аса илтерме пултарӗ. Ҫулла та аванах пуҫланӗ. Утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче вара ҫумӑр самай ҫӑвӗ, сывлӑш температури нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Кӗркунне ӑшӑ ҫанталӑкпа савӑнтарӗ, ҫумӑр нумай ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Кӑрлач уйӑхӗнче юр сахал ҫурӗ. Кӑрлач вара юр ҫунипе пуҫланчӗ. Паянхи куна юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметр ҫеҫ. Паян ҫӗрле юр нумай ҫумалла. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш ҫума пултарать. Паян ӑшӑ-ха, ыран вара 9-11 градус пулӗ, ҫӗрле – 5-7 градус. Ҫил ҫурҫӗр-хӗваланӑҫ енчен вӗрнӗрен 15-20 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче 15-20 градус таран сивӗтӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫӗрле вара 25-27 градус таран сивӗ пулӗ. Юрать-ха, шартлама сивӗ ҫанталӑк нумая тӑсӑлмӗ. Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 10-12 градус ҫеҫ пулӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче юр нумай ҫӑвӗ, 5 градус сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, раштав уйӑхӗн ытти чухнехинчен сивӗрех ҫанталӑкпа вӗҫленет. Пӗлтӗр кун хыҫҫӑн кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче юр нумай ҫунӑ. Кӑҫал мӗнле пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗ климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Вӑтамран 10 градус сивӗ пулӗ, юр 30-35 миллиметр ӳкӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ. Унтан Кӑшарнире сивӗ пулӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче, варринче тата юлашки декадӑра юр нумай ҫӑвӗ. Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫне юр хулӑнӑшӗ 35-36 сантиметр таран ҫитме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӗҫех сивӗтӗ. Ҫитес талӑкра теромометр 7-12 градус кӑтартӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ, кашт юр ҫума пултарӗ. Ытларикун ҫӗрле чӑн-чӑн сивӗ ҫитӗ. Термометр 25 градус таранах кӑтартма пултарӗ. Юнкун каҫхине те ҫаплах пулӗ. Раштав уйӑхӗн 22-25-мӗшӗсене кӑнтӑрла та 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ҫил вӑйлах пулмӗ, ҫавӑнпа чӑтма ҫӑмӑлрах. Эрнекун ҫил вӑйланма пуҫлӗ. Ҫавна май кашт ӑшӑтсан та сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун тата вӑйланӗ, ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ӑшӑтма, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
Паян урамра юр хулӑнӑшӗ самаях ӳсрӗ. Ҫӗрле 5 сантиметр тӑршшӗ ӳснӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра юр ҫумӗ. Ҫил лӑпланӗ, уҫӑлса ҫӳремелли аван ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун термометр 1-6 градус сивӗ кӑтартӗ, вырсарникун – 4-9 градус. Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Кунӗпех юр ӳкӗ, Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитӗ, ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫанталӑк тӑрук улшӑнӗ, 20 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗҪутҫанталӑк
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес 10 кунра ӑшӑ та юрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Термометр вӑтамран 7-8 градус сивӗ кӑтартӗ. Ытларикун циклон ҫитӗ, юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш темератури 1-6 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декадӑра юр нумай ҫӑвӗ, ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрнӗ май пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ, теормометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ. Чӑннипе вара 30 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш АССР Конституцине йышӑннӑ. | ||
| Павловская Ангелина Ивановна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Николай Васильевич, актёр ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |