Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗн варринче хура ҫӗр ҫине юр выртни 2015 ҫултанпа пулман. Юлашки кунсенче самай юр ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче юр ӳкмӗ.

Кӗҫӗр вӑйлах шӑнтӗ, 12 градус сивӗ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн сивӗ тӗтре пулнӑран йывӑҫсене пас тытӗ. Ыран хӗвел пахӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Хушӑран ҫил-тӑман тухма пултарӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 14-19 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Юнкун ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ. Кӗҫнерникун каллех сивӗтет, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнченпе кашни кун тенӗ пек юр ӳккелӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех 10 градус таран сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ.

Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра каллех юр ҫурӗ. Ку иккӗмӗш хут пулчӗ ӗнтӗ. Анчах синоптиксем хальхи юр та ирӗлсе пӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Анчах ҫитес вӑхӑтра каллех юр ҫӑвӗ.

Паян ҫӗрле 5 градус таран сивӗтӗ, ҫавӑнпа ҫулсем пӑрлак пулӗҫ - асӑрханӑр. Ыран ирхине каллех кӑштах юр ҫума пултарӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑра кӑшт ӑшӑтӗ. Юнкун кӑнтӑрти районсенче 7-9 градус таран ӑшӑтӗ.

Кӗҫнерникун тата ӑшӑрах пулмалла. Анчах кӑштах ҫумӑр ҫӑвӗ та каллех сивӗтӗ. Эрнекун хӗвеллӗ пулсан та 0 градус ҫеҫ тӑрӗ. Ҫӗрле вара 7 градус сивӗ тӑрӗ.

Вырсарникун каллех ӑшӑтать, 10-12 градус пулать. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче типӗ те ӑшӑ, анчах ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑрук сивӗтмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗрремӗш юр хӑҫан ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ. Юлашки кунсенче ҫанталӑк ӑшӑ тӑчӗ. Кӗҫех сивӗтмелле.

Вырсарникун пӗлӗтсен шайӗнче сивӗ сывлӑш пухӑнма пуҫлӗ. Ҫӗр ҫинче вара сывлӑш температури тунтикун ҫӗрле чакма тытӑнӗ. Юпа уйӑхӗн 19-20-мӗшӗсенче ҫумӑр мар, юр ҫумалӑх сивӗтӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗрле вара – ҫук. Ҫапах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр вӑйлах ӳкмӗ. Ҫулсем ҫинче шуҫлак пулма пултарӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла: 8-13 градус пулмалла. Ун чухне вара ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче юр ҫуса лартмӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал хӗлле мӗнлерех пулӗ? Пӗлтӗр шартлама сивӗ кунсем нумай пулчӗҫ. Кӑҫал та, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗл сивӗ килӗ.

Чӳк уйӑхӗн ӑшӑ пуласса систереҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, Чӑваш Енре климат хӗлӗ чӳкӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Хальхинче вара ҫитес уйӑхра вӑтам температура 2 градус сивӗпе танлашӗ. Юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметра ҫитӗ.

Раштавпа кӑрлач уйӑхӗсем нормӑран сивӗрех пулмалла. Юр та ытларах ҫӑвӗ. Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫулта юр нумай пулӗ. Нарӑс уйӑхӗ те сивӗ килмелле, юр сахалрах ҫӑвӗ.

Пуш уйӑхӗнче хӗл малалла тӑсӑлӗ. Ҫуркунне акан 1-мӗшӗнче ҫитмелле. Анчах юр ытти чухнехинчен каярах ирӗлӗ ахӑртнех. Эппин, хӗл ҫур ҫула тӑсӑлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Пӗлтӗр ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ. Кӑҫал та кӑнтӑрла аптӑрамасть-ха, анчах ҫӗрлесерен самай сивӗтет. Ҫӗмӗрле районӗнче ав 7 градус сивӗ пулнӑ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тепӗр эрне тӑрӗ, термометр 8-13 градус кӑтартӗ. Ҫил лӑпкӑ пулӗ, ҫумӑр чылай вӑхӑт ҫумӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче антициклон Казахстан еннелле кайӗ, Чӑваш Енре ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр енне кайса вӑйланӗ. Сывлӑш температури 13-15 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне ҫеҫ кӑшт сивӗтсе ҫумӑр ҫукалӗ, 6-11 градус ӑшӑ тӑрӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк йӑлӑхтарчӗ-и? Савӑнӑр: синоптиксем каллех ӑшӑ ҫанталӑк килессине пӗлтереҫҫӗ.

Паян кунӗпех ҫумӑр ҫурӗ. Ыранах пирӗн пата хӗвеллӗ ҫанталӑк ҫитӗ. Анчах паян ҫӗрле самаях сивӗтӗ, тӑм ӳкме те пултарӗю

Ыран кӑнтӑрла 6-11 градус ӑшӑ пулӗ. Ытларикун ҫил пулнӑран кӑшт сивӗрех пек туйӑнӗ. Анчах ҫил лӑплансан ӑшӑ пулнине туйма пуҫлӑпӑр.

Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче вара самай ӑшӑтӗ, нормӑран та ирттерӗ. Кӑнтӑрла 13-15 градус пулӗ. Ҫитес эрнере пачах та савӑнмалла: 18 градус таранах ӑшӑ тӑрӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк юпа уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада вӗҫӗчченех пулӗ. Юпа уйӑхӗ типӗ те ӑшӑ тӑрас шанчӑк та пур-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74623
 

Ҫутҫанталӑк
indolgoprud.ru сайтри сӑн
indolgoprud.ru сайтри сӑн

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӗҫех ҫумӑр ҫума чарӑнса «ылтӑн кӗркунне» килӗ.

Паян тата ыран ҫумӑр ҫӑвӗ-ха. Ыран кӑнтӑрла тӗлне тӳпе кӑшт уҫӑлӗ, ҫил лӑпланӗ, нӳрӗке пула тӗтре карса илӗ. Вырсарникун кӑштах хӗвел пӑхӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн каллех пӗлӗтленӗ. Ҫил вӑйланӗ.

Тунтикун та ҫиллӗрех пулӗ. Ытларикун «ылтӑн кӗркунне» пуҫланӗ. Сывлӑш температури 10-12 градус пулӗ. Анчах ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пултарӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74582
 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, ...84
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та