Ҫутҫанталӑк
Паян республикӑн кӑнтӑр енче, Улатӑр районӗнче, ҫӗре юр витнӗ. Ҫурҫӗр енчен унашкалли пулман. Кӗҫех пире 10 куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ. Ҫанталӑк мӗнпе савӑнтарӗ? Ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑка СуперУйӑх витӗм кӳрӗ. Тепрехинче вӑл ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗр патне ҫывхарӗ. Ку уйӑхӑн иккӗмӗш пайӗнче ҫанталӑк каллех улшӑнса тӑрассине пӗлтерет. Ҫапах хальхи пек сивӗ пулмӗ. Уйӑх варринче типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫуллахи пек 25 градусах ҫитӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенчех ӑшӑтма тытӑнӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 20 градуса ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян ӑшӑ, ыран та лайӑх ҫанталӑк пулӗ. Анчах кӗҫех ҫанталӑк улшӑнассине, юр ҫума пултарассине пӗлтереҫҫе синоптиксем. Паян тата ыран 13-18 градус ӑшӑ тӑрӗ. Эппин, ҫанталӑкпа киленсе юлӑр. Шӑматкун каҫхине сивӗтме тытӑнӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун та ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ, ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каҫхине ҫӗрле шӑнтма пултарать. Эрне пуҫламӑшӗнче сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Акан 29-30-мӗшӗсенче 13-18 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ, ҫил вӑйланӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне 8-13 градус ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре виҫӗ кун ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑчӗ. Кӑнтӑрти районсенче сывлӑш 24 градус таранах ӑшӑннӑ, 30 градус ӑшӑ пек туйӑннӑ. Кунашкалли республикӑра 50 ҫула яхӑн пулман. Паян вара кӑштах сивӗрех. Канмалли кунсенче 12-17 градус ӑшӑ тӑрӗ-ха, ҫил лӑпланӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, вырсарникун вара пӗлӗтленӗ. Тунтикун татах сиветӗ. Ҫӗрле «минус» пулӗ, кӑнтӑрла хӗвел пӑхать пулин те 6-11 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрне варринче те сивӗ пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен ӑшӑтма тытӑнӗ, 12-17 градус пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
goodfon.ru сайтри сӑн Синоптиксем кӑҫал ҫулла мӗнлерех ҫанталӑк пулассине калама пултараҫҫӗ. Паллах, ку 100 проценчӗпех пӗр килмесен те пултарать. Ытти чухнехине сӑнанӑ тӑрӑх, юрлӑ хӗлле хыҫҫӑн шӑрӑх ҫулла килет. Хальхи ака уйӑхӗнчи ҫанталӑк та ҫакна ҫирӗплетет. Ҫу уйӑхӗ те шӑрӑх та типӗ пуласса шантараҫҫӗ. Анчах пӗрремӗш декада пуҫламӑшӗнче кӑштах сивӗтет. Ҫӗртме уйӑхӗнче ӑшӑ, анчах ҫумӑрлӑ пулӗ. Утӑ уйӑхӗ кашни ҫулах тенӗ пекех шӑрӑх килет. Кӑҫал та вӑл ҫаплах пулӗ. Ку уйӑхра ҫанталӑк тропикӑна аса илтерӗ: шӑрӑх ҫанталӑкра шӑпӑртатса ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗн вара пуринчен те ирттерӗ, 30 градусран шӑрӑх тӑрӗ. Ҫумӑр сахал ҫӑвӗ, ҫавӑнпа ҫӗр типӗ. Юлашки декадӑра ҫеҫ ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫитес эрнере Чӑваш Енре ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Халӗ те ӑшӑ-ха, юр куҫ умӗнчех ирӗлсе пӗтет. Анчах тепӗр эрнинче тата ӑшӑрах, 20 градус, пулать. Ыран, шӑматкун, ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах сывлӑш температури 4-9 градус пулӗ. Вырсарникун хӗвел пӑхӗ, хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Тунтикун ӑшӑ фрончӗ килет, термометр 11-16 градус кӑтартӗ. Ытларикун вара 20-25 градус таранах ӑшӑтӗ. Ку ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑк пекех. Анчах эрне вӗҫне каллех сивӗтме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
novokuznetsk.su сайтри сӑн Ака уйӑхӗннче ӑшӑ е сивӗ пулӗ? Синоптиксем вӑтам температура 5 градус ӑшӑпа танлашассине пӗлтереҫҫӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗрремӗш декадӑра ҫумӑр нумай ҫӑвассине калаҫҫӗ. Анчах ӑшӑ кунсем те часах килӗҫ. Акан пӗрремӗш декади вӗҫлениччен сывлӑш 15-17 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне юр пӗтӗ. Анчах уйӑх варринче каллех сивӗтӗ, юр ҫума пултарӗ. Ҫавӑнпа водительсене кустӑрма шинине унччен улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫав кунсенче вӑтам температура 8 градуспа танлашӗ, ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн Шел те, ыран ҫанталӑк пӑсӑлать. Юлашки кунсенче питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ ҫав. Ыран вара ҫумӑр, юр ҫӑвать, ҫил вӑйланать. Вӑл ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫилӗ халӗ самай вӑланнӑ ӗнтӗ. Вӑл ыран ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫапах термометр сивӗ кӑтартмӗ – 0-7 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах синоптиксем каланӑ тӑрӑх, туйӑнакан температура самай пысӑк пулӗ. Ҫавна май ӑшӑрах тумланма сӗнеҫҫӗ. Ыран ҫӗрле 4 градус таран сивӗтӗ. Каҫсерен асӑрханӑр: ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак пулӗҫ. Кӗҫнерникун юр мар, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем сывлӑш таса марри, хлор шӑрши кӗни пирки пӗр вӑхӑтра вӗҫӗмех хыпарларӗҫ. Ку ыйтупа республика Элтеперӗ Олег Николаев та кӑсӑкланнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин Чӑваш Ен наци телекуравӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн сӑлтавӗ темиҫе пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Химпром» предприятирен хлор шӑрши сарӑлма пултарнӑ. Унти 70-мӗш цеха шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнта технологи процесӗсене пӑснине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ цехри производствӑна уйрӑмах хӑрушӑ объектсен реестрне кӗртменрен Ростехнадзор ӑна тӗрӗслемен. Халӗ реестрта шута илнӗ. Тӗпчевҫӗсем кӗпе-йӗп ҫӑвакан предприятие, сӑрӑ туса кӑларакан производствӑна тата ытти ҫавӑн пек хӑш-пӗр организацие шанманран тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал пирӗн тӑрӑхра юр нумай ҫурӗ, ҫавна май ҫурхи шыв самай пулӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Аса илтерер: Шупашкарта кӑна ун пеккисем — 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦ, сӗт-ҫу савучӗн тата Биологилле тасатмалли сооруженисен территорийӗсене илме пултарать. Кун пирки Чӑваш Ен Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лау-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Иванов республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Ейӳ илес хӑрушлӑх пур территорисене 1,5 пин ҫурт лекме пултарать. Вӗсенче пуӑнакансене эвакуацилеме вырӑнсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, йӗпе-сапа пуҫланчӗ. Ҫитес вӑхӑтра синоптиксем сунчӑк тата атӑ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑр ҫума тытӑнать. Хальлӗхе юр нумаях ирӗлмен. Вӑтамран илсен, республикӑра 3-7 сантиметр ҫеҫ чакнӑ. Юр ҫӳллӗшӗ ҫур метртан ытларах-ха. Паян кӑҫалхи чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ – 7 градус ӑшӑ тӑнӑ. Ыран та республикӑра ӑшӑ тата хӗвеллӗ пулӗ. Кайран вара ҫанталӑк тӑрук улшӑнать. Юнкун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пекрех ҫанталӑк эрне вӗҫӗчченех тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хитре ҫанталӑк ҫитес эрнере пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш АССР Конституцине йышӑннӑ. | ||
| Павловская Ангелина Ивановна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Николай Васильевич, актёр ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |