Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫуннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫулӑма ҫийӗнчех сӳнтернӗ пулин те полигонта тӗтӗмпе йӑсӑрланма часах пӑрахман. Вут-ҫулӑм тухнин сӑлтавне прокуратура ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗсленӗ. Полигоншӗн яваплӑ «Мой Дом» общество кирлӗ пек ӗҫлесе ҫитерейменни ҫиеле тухнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура организаци тӗлӗшпе черетлӗ хутчен административлӑ ӗҫ пуҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хӑҫан ӑшӑтӗ?Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки 4 ҫулта пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ кун пек сивӗ пулман. Термометр ҫӗрле 21 градус сивӗ таранах кӑтартнӑ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декадӑра кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла палӑрмаллах ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун юр ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче те юр ҫукалӗ. Ҫанталӑк хӗле аса илтерӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Кӗҫнерникунран ҫеҫ хӗвеллӗ ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Сывлӑш температури те ашӑрах пулӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑшӑ килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Календарьте - ҫуркунне. Анчах ҫанталӑк хальлӗхе хӗллехи пекех сивӗ тӑрать. Хӑҫанччен? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек сивӗ ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑрӗ. Ыран та кӑштах юр ҫӑвӗ. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен каллех уяртӗ. Сывлӑш температури 5-10 градус пулӗ, ҫӗрлесерен - 15-20 градус. Вырӑнӑн-вырӑнӑн 25 градус таранах сивӗтӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче пирӗн пата ӑша килӗ. Антициклона пула уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫуркунне 10 кун маларах пуҫланма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран республикӑра ҫил самай вӑйланать, ҫил-таман тухать. Каҫхине ҫил ҫеккунтра 19-21 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Атмосфера пусӑмӗ 736 мм ҫитӗ. Ыран каҫ енне уяртӗ те сивӗтме тытӑнӗ. Вырсарникун ирхине 14 градус сивӗ пулӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Анчах ҫапах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Каҫсерен 20-25 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Савӑнтараканни вара – хӗвел. Хӗвел пӑхни кама савӑнтармӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 2-7 градус таран ӑшӑтӗ. Пушӑн 11-12-мӗшӗсенче кӑштах юр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри юханшывсенчен пӗринче пулӑсем йышлӑн вилсе пӗтнӗ. Ҫавна халӗ республикӑн Ҫутҫанталӑк сыхлавӗн прокуратури тата Ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви тӗрӗслеме тытӑннӑ. Пулӑсем Кӑкшӑм юханшывӗнче вилнӗ. Специалистсем шыв пахалӑхне тӗрӗслӗҫ. Кун валли вӗсем шыв пробине илнӗ кӑна мар, вилнӗ пулӑсене те пуҫтарса кайнӑ. Вырӑна тухса тӗрӗслекенсен йышӗнче Ҫутҫанталӑк прокуратурипе Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсемпе пӗрлех Росприроднадзор, Росрыболовство, Лаборатори анализӗпе техника виҫевӗн центрӗн лабораторийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫуркунне питӗ хитре ҫанталӑкран пуҫланчӗ: ӑшӑ, хӗвел пӑхать. Нарӑс уйӑхӗ те нормӑран 6 градус ӑшӑрах пулчӗ. Нивушлӗ ҫуркунне ҫавӑн пек ир пулӗ? Синоптиксем савӑнтарма васкамаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хӗл парӑнман-ха. Вӑл кӗҫех ҫуркуннене ура хурӗ. Ҫитес кунсенче кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрле – 15-20 градус. Иккӗмӗш декадӑра каллех ӑшӑтать, уйӑх варринче термометр «+» кӑтартма пуҫлать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗнче юр ытлах ҫумасть. Антициклона пула уйӑх тӑршшӗпех хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Пушӑн 7-8-мӗшӗсенче юр ҫӑвӗ. Ҫапах ҫанталӑк сивӗ тӑнине пула юр часах ирӗлмӗ. Унӑн хулӑнӑшӗ 40-50 сантиметр тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Астӑватӑр-и: пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче питӗ сивӗ ҫанталӑк тӑчӗ, нормӑран 6,5 градус сивӗрех пулчӗ. Кӑҫал вара пачах урӑхла: ӑшӑ. Нарӑс уйӑхӗнче шартлама сивӗ пулӗ-и? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫук. Уйӑх вӗҫне тата ӑшӑрах пулмалла-мӗн. Кӗҫнерникунччен юр ҫумӗ, хӗвел те пӑхӗ. Ҫавна май ҫуркунне ҫывхарни сисӗнӗ. Термометр та 0 градус е кӑшт сивӗрех кӑтартӗ. Пуш уйӑхӗнчи пекех ку. Эрнекун йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫапах ҫуркуннене кӗтме иртерех. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, анчах питех мар. Ҫил вара лӑпланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем кун пирки пӗлтереҫҫӗ. Иртнӗ уйӑх нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла. 29 градус ҫеҫ сивӗсем пулчӗҫ. Анчах юр нормӑран 16 процент нумайрах ҫурӗ. Нарӑс уйӑхӗнче те юр самай ҫӑвӗ. Шупашкарта эрнекун тата шӑматкун юр нумай ӳкӗ. Икӗ кунра 10 сантиметр хулӑнӑш пулӗ. Кун хыҫҫӑн кӑштах сивӗтӗ. Анчах иккӗмӗш декада ӑшӑ тӑрӗ. Хӗл хӑйӗн пирки уйӑх вӗҫӗнче ҫеҫ аса илтерӗ. Ун чухне хӗвел пӑхсан та сывлӑш температури нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫил самай вӑйлӑ. Паян вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрет, ҫавна май ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Ыран кӑнтӑрла 0 градусран та ӑшӑрах пулма пултарать. Анчах ҫил пулнӑ май ҫил-тӑман та ҫӗкленӗ. Кун пек ӑшӑ ҫанталӑк республикӑра тахҫанах пулман. Кӑрлачра, ҫур уйӑхра, юр нормӑн 70 проценчӗ чухлӗ ӳкнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр тата темиҫе кун ҫӑвӗ. Юнкун ҫил лӑпланӗ, юр та нумай ҫумӗ. Хушӑран хӗвел те пӑхӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун та пире хӗвел савӑнтарӗ, анчах кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 20 градус таранах пулӗ, кӑнтӑрла вара 10-15 градус. Кун пек ҫанталӑк шӑматкунччен пулӗ. Вырсарникун каллех ҫил вӑйланӗ, юр кӑштах ҫӑвӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех сивӗ ҫанталӑк пуҫланӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑрлач уйӑхӗ ҫитрӗ те юр ҫӑвать те ҫӑвать. Юр хулӑнӑшӗ 25 сантиметра ҫитнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрне юр ҫӑвӗ. Унтан вара Кӑшарни сиввисем ҫитӗҫ. Ыран кӑштах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче юр ун пекех вӗҫтермӗ, ҫапах ҫулсене хӳсе лартма пултарӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, анчах ытларикун каллех вӗҫтерӗ. Юнкун вара вӑйлах ҫӑвӗ. Шупашкарта 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарӗ. Атмосфера пусӑмӗ каллех пӗчӗкленӗ, ҫавна май хӑш-пӗр ҫын хӑйне япӑх туйӗ. Ытларикун 2 градус таран ӑшӑтӗ те кӗҫнерникун сивӗтӗ. Ун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. Кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 25-30 градус тӑрӗ. Ҫанталӑк уяр палӗ. Эппин, пире Кӑшарни хыҫҫӑн чӑн-чӑн хӗлле кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |