Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗн варринче тем хулӑнӑш юр ҫуса лартни юлашки хутчен хӑҫан пулнӑ-ши? Ҫанталӑк кӗрхи пекех: сивӗ, йӗпе юр пӗрӗхет… Юр ирӗлессе вӑрах кӗтме тивмӗ. Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан хӗвел пӑхӗ. Паллах, тин ҫунӑ юртан йӗр те юлмӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑк шупашкарсене ҫеҫ савӑнтарӗ. Ыран 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Кӑнтӑр районсенче пӗлӗтсем хупӑрласа илӗҫ. Эрне варринче сывлӑш температури 8-10 градуспа танлашӗ. Мӑнкуна 15 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ку – республикипех. Анчах синоптиксем каллех сивӗтме, юр ҫума пултарассине те асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() zyarro сайтри сӑн Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ. Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр. Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗнче те ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян шӑпах ҫакна курса ӗненме тиврӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ татах тӗлӗнтернӗ. Ҫитес вӑхатра юр хулӑнӑшӗ 6 см пысӑкланмалла. Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, хӗвел пахӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун вара каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ: ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Шӑматкун кӑшт ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче ҫӗрле сивӗтӗ. Каярахпа тата сивӗтме, юр ҫума, шӑнтма та пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх сезонӗ пуҫланать. Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна пурнӑҫлассине Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ сӑнаса тӑрӗ. Документра республикӑра вӑрман пушарӗнчен шар курма пултаракан ялсене палӑртнӑ. Ку списока 14 районти тата Шупашкар хула округӗнчи 119 ял кӗнӗ. Ҫавӑн пекех документра вӑрман пушарӗнчен шар курас хӑрушлӑх пур ытти территорие палӑртнӑ: вӗсем – 12 ача-пӑча уйлӑхӗ тата 15 сад юлташлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Хӗлле ниепле те паранасшӑн мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,ҫитес кунсенче ҫанталӑк тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Паян каҫхинех ӑшӑтма тытӑнӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран ҫӗрле те ӑшӑ тӑрӗ, вырсарникун вара термометр 11 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ, хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Ун чухне аслати те пӗрремӗш хутчен аватма пултарӗ, ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланӗ. Тунтикун каллех хӗллене таврӑнӑпӑр, юр ҫӑвӗ. Ытларикун ӑшӑтӗ, хӗвел те пӑхӗ. Юнкун каллех ҫил вӑйланӗ. Ҫӗрле йӗпе юр ҫума пуҫлӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере 30 миллилитр ытла нӳрӗк ӳкме пултарӗ. Акан 7-мӗшӗнчен республикӑра ҫанталӑк лайӑхланма пуҫлӗ. Ҫитес эрне вӗҫне 15-20 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ. Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ojm.tatarstan.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ. Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ. Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() artfile.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене каллех хӗл ҫитрӗ. Паян ирхине 7 градус сивӗ пулнӑ. Ҫил те самай кастаратчӗ. Паян ҫӗрле вара пушшех те юр ҫуса лартӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Скандинави енчен килекен циклона пула 6-9 сантиметр хулӑнӑш юр ҫуса лартӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑшт уяртӗ, ҫапах хушӑран йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Акан 2-мӗшӗнче юр тата нумайрах ҫумалла. Анчах хальлӗхе паллӑ мар: тен, ҫумӑр ҫӑвӗ. Украина енчен килекен циклон ҫитсен 10 градус таранх ӑшӑтма пултарӗ. Анчах акан 4-мӗшӗнче каллех юр ҫӑвӗ. Хӑҫан ӑшӑтӗ тата уяртӗ? Хальлехе синоптиксем калама тӑхтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки вӑхӑтра питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран ӑшӑрах пулчӗ. Пӗр эрнере юр хулӑнӑшӗ самай чакрӗ. Анчах синоптиксем республикӑна хӗллехи ҫанталӑк таврӑнассине систереҫҫӗ. Ыран ҫил вӑйлӑрах пулӗ, 6 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Каҫ енне ҫумӑр та ҫӑвӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр ҫума тытӑнӗ. Тунтикун термометр 0 градус кӑтартӗ, анчах 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Апла каллех хӗллехи тума туртса кӑларма тивӗ. Ытларикун пире чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗтет: юр ҫуса лартӗ, 3-8 градус сивӗ тӑрӗ. Пушӑн 30-31-мӗшӗнче те сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫитес эрне вӗҫне вара термометр 5-7 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре 2023 ҫулта каяш уйӑракан 4 комплекса хута яма палӑртнӑ. Вӗсем Патӑрьелте, Вӑрнарта, Канашра, Муркашра пулӗҫ. Ҫулталӑкра кашнийӗ 30 пин тонна каяш уйӑрӗ. Каяш уйӑракан комплекссем хута кайсан ҫӳп-ҫап полигонӗсен шучӗ чакӗ. Ӳлӗмрен республикӑри муниципалитетсенче йӑлари каяша уйрӑммӑн пуҫтарма пуҫлаттарасшӑн. Йӑлари типӗ каяша хӑйне тата йӑлари нӳрӗ каяша. Ку ӗҫе тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑҫа кӗртесшӗн. Кун пирки республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |