Пӑтӑрмахсем
![]() Урама кӑларнӑ студентсем Паян 13 сехет те 45 минутсенелле Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчи (вӑл Мускав проспектӗнчи 45 ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫынсене урама хӑваласа кӑларнӑ. Сӑлтавӗ вара тахӑшӗ хӑйӗн рюкзакне манса хӑварнинче пулнӑ. Кутамккапа юнашар выртнӑ телефона пула унта сирпӗнме пултаракан япала пулма пултарасси пирки ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ, ҫынсене ҫиелти тумсӑрах сивӗ урама хӑваласа кӑларнӑ. Часах пушар машинисемпе васкавлӑ пулӑшу тата полици машинисем пырса ҫитнӗ. Юрать-ха, пӑлхану сӑлтавсӑрах пулни палӑрнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх кутамккара нимӗнле сирпӗнӳ хатӗрӗ те пулман, часах хуҫи те тупӑннӑ. Пӗлме: паян Шупашкарта сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури — 4 градус сивӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑранпа вӑхӑт иртрӗ. Йывӑр суранланса пульницӑна лекнӗ ҫынсен шӑпи еплерех-ши? Аса илтерер: авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Канашран Мускава кайма тухнӑ микравтобус ҫине самосвал кӗрсе кайнӑ. Водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме йышӑннӑ. Авари вырӑнӗнче 11 ҫын тӳрех вилнӗ. Тепӗр 6 ҫынна, суранланнӑскерсене, пульницӑна ӑсатнӑ. 5 ҫынна сиплесе киле янӑ ӗнтӗ. Шел те, тепӗр 1 ҫын пульницӑра куҫ хупнӑ. Ҫапла майпа авари 12 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Аварире вилнисен тӑванӗсене 250 пин тенкӗ тӳленӗ, суранланнисене вара – 50 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, чӳк уӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Коллеша ялӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Вӑл ҫав ялти ҫыннах пулнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Арҫын 58 ҫулта пулнӑ. Вӑл мӗнле вилнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку енӗпе специалистсем ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнчи кӑтартусене илес тӗк, Чӑваш Енре 26 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен улттӑшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче вырӑнти агрофирмӑн склачӗ ҫунса кайнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. 16 сехетре складра пушар тухнине асӑрханӑ. 500 тӑваткал метра яхӑн йышӑнакан тимӗр ангарта тырӑ типӗтнӗ. Ҫавӑнтах ял хуҫалӑх техники ларнӑ: икӗ самосвал тата икӗ трактор. Шел те, складри 5 тонна тырӑ ҫунса кӗлленнӗ. Унта ӗҫлекенсем пушарта шар курман. Тӑватӑ транспортран пӗр грузовике ҫеҫ ҫӑлма май килнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 63 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш енри следстви управленийӗ хыпарлать. Следстви верси тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури хӗрӗнкӗ арҫын Элӗк районӗнчи пӗр ялта хӑй кӑштах палланӑ хӗрӗн килне кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнаканскер ашшӗ еткерлӗхе хӑварнӑ пӳртне килнӗ. Эрех сыпнӑ арҫын пикене пӳрте сӗтӗрсе кӗнӗ, унта хӑмсарса, куҫне чиксе шӑтарассипе хӑратса эрех ӗҫтернӗ, унтан мӑшкӑлланӑ, киревсӗр ытти ӗҫ те тунӑ. Кӑштахран хӗр тухса тарнӑ, тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Лешсем полицие систернӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче хайхи арҫыннӑн путсӗрле тепӗр ӗҫӗ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл 61 ҫулти ентешӗн икӗ аяк пӗрчине ҫапса хуҫнӑ. Сӑмах май, ун пирки 6 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 1976 ҫулта вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ, 1999 ҫулта ҫынна вӗлернӗ. Ытти ӗҫӗсем те хӑрушӑ: хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ, ҫынна пусмӑрланӑ... Пурӗ пӗрле тӗрмере вӑл 28 ҫул ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнче пулнӑ. Ҫав кун вӑл 61 ҫулти пиччӗшӗпе хирӗҫсе кайнӑ, кӗҫӗнни аслине пуртӑпа пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Лешӗ йывӑр сурансене пула тӳрех вилнӗ. Шӑллӗ пиччӗшӗн виллине картишре чавса чикнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Палӑртмалла: унччен вӑл психаитри пульницинче сипленнӗ, ҫавна май судпа психиатри экспертизи ирттерӗҫ. Пуҫиле ӗҫе маллала тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() rustrain.com сайтри сӑн Канаш ҫывӑхӗнче пӗр хӗрарӑм пуйӑсран тухса ӳксе вилнӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Икӗ пассажирка пирус туртма шухӑшланӑ. Анчах хайхискерсем юлашки вакунра пулнине пӗлмен-мӗн. Шӑп та лӑп ун чухне вакун алӑкӗ уҫӑ пулнӑ тата. Пӗр хӗрарӑмӗ ура айне пӑхмасӑр утӑм тунӑ та рельс ҫине тухса ӳкнӗ, вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Пуйӑс Ижевскран Мускава кайма тухнӑ пулнӑ. Канашра темиҫе вакуна вӗҫертсе хӑварнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпӗ – пуйӑс бригадинче, вӗсем алӑка хупмасӑр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта футболла вылянӑ чухне арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине татӑклӑн палӑртман. Ку пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Арҫын «Труд» стадионра (чӑв. «Ӗҫ») футболла вылянӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, 46 ҫулти арҫыннӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури хӑйсен территорийӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ тата шурӑ» лавккана пирус сутма чарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян хыпарлать. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернӗ те лавкка пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 100 метртан та ҫывӑхарах вырнаҫнине палӑртнӑ, ку вара саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни шутланать. Ҫакна кура лавкка хуҫине пирус продукцине сутнӑ май саккуна пӑхӑнманшӑн штрафланӑ, унран 45 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Апла пулин те палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: Роспотребнадзор йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен, ӑна пӑхмасӑрах усламҫӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ — асӑннӑ лавккара пируспа сутӑ тума чарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |