Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Вдохновение Крымом» ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Конкурса 323 ӗҫ килнӗ. Чи хастарри Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул пулнӑ. Унтан ачасен 114 ӗҫӗ ҫитнӗ.

Ачасем ӳкерчӗкӗсенче Крымри ҫутҫанталӑка сӑнланӑ. Хура тинӗс хӗрри, шыв сиккисем, тусем, Лермонтов тӑвӗ тата ыттисем… Пурне те илемлӗ сӑнланӑ шӑпӑрлансем.

1-мӗш вырӑна Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Торгашинова йышӑннӑ. Унтах ӑс пухакан Ксения Капранова тата Екатерина Климова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Сусӑрсен хушшинче Ҫӗрпӳри ятарлӑ 2-мӗш интернат шкулта вӗренекен Елена Никифорова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Эмилия Бугрова, Арсений Собакин, Дарья Ковтун, Анна Дорофеева йышӑннӑ.

3-мӗш вырӑна вара Иван Строкач, Кирилл Харитонов, Кирилл Михайлов, Марина Новикова, Яна Дмитриева, Ксения Петрова, Анна Егорова, Анастасия Васильева, Анастасия Лубашкина тивӗҫнӗ.

 

Культура Людмила Сачкова ҫыравҫӑ
Людмила Сачкова ҫыравҫӑ

Вулавӑшсене хӑш-пӗр ҫыравҫӑ хӑйӗн кӗнекине кӑмӑлтан парнелет. Темиҫе уйӑх каялла республикӑн Наци вулавӑшне чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров 503 кӗнеке, ҫав шутра хӑйӗн тата унӑн пиччӗшӗн Михаил Сениэль хайлавӗсем пулнӑ, парнелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ.

Патӑрьелӗнчи тӗп вулавӑша асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Ахпỹрт ялӗнче ҫуралса ỹснӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ «Ӑс-хакӑл хӑвачӗ: интервьюсем» кӗнеке парнеленӗ. Кӗнекере — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫленӗ тата халӗ вӑй хуракан чӑваш ӑсчахӗсен еткерлӗхӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен йӗркеленӗ пурӗ 47 интервью вырӑн тупнӑ. Интервью паракансен шутӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Ю.Н. Исаев, Ю.М. Артемьев литературовед, критик, В.П. Станьял литературовед, публицист, поэт, общество деятелӗ, таврапӗлỹҫӗ, А.А. Трофимов искусствовед, ӑсчах, В.Г. Харитонова историк-археолог, А. П. Хусанкай тӗпчевҫӗ, литература критикӗ, публицист тата ыттисем те пур.

 

Культура

Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ тата актерӗ Георгий Васильевич Тал-Мӑрса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлама филологи енӗн ӗҫтешӗсем, Чӑваш патшалӑх университечӗн тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗсемпе студенчӗсем, журналистсем пухӑнчӗҫ.

Ирина Кириллова Г.Тал-Мӑрсан пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен кӗскен аса илтерчӗ, В.Г. Родионов Георгий Васильевичӑн чӑваш литература историйӗнчи вырӑнӗ пирки калаҫрӗ, В.В. Никифорова ҫыравҫӑн драматургири пултарулӑхне тишкерчӗ, Ирина Софронова Г.Тал-Мӑрса поэзийӗнчи тухӑҫ лирикин традицийӗсене шырарӗ, Е.Р. Якимова ӑна чӑваш историллӗ трагедине пуҫарса яраканӗ пек хакларӗ.

Георгий Тал-Марса Тутарстана кӗрекен Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗнче чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче (1909–1915), Хусанти Ҫурҫӗр Хӗвел тухӑҫ халӑхӗсен этнографипе археологи институтӗнче (1917–1920) вӗреннӗ. 1918 ҫулта чӑваш театрне пуҫарса яраканӗсенчен пӗри пулнӑ, актер тата режиссер пулса вӑй хунӑ, спектакльсем лартма вырӑсларан чӑвашла 40 ытла пьеса куҫарнӑ, хӑй те драмӑсем ҫырнӑ.

Малалла...

 

Культура

«Эксмо» издательство хӑйӗн сайтӗнче Раҫҫей пирки чи лайӑх каласа кӑтартакан кӗнекене палӑртма ыйтӑм йӗркеленӗ. Ыйтӑма Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.

Издательствӑн ыйтӑмне хутшӑннисен шучӗпе Раҫҫей пирки пуринчен лайӑх каласа кӑтартакан кӑларӑм — Лев Толстойӑн вилӗмсӗр «Война и мир» (чӑв. Вӑрҫӑ тата тӗнче) романӗ.

«Война и мир» роман-эпопейӑна хамӑр ҫершыври авторсен 25 ӗҫӗнчен суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче Николай Лесков, Михаил Салтыков-Щедрин, Лев Толстой, Федор Достоевский, Александр Пушкин, Борис Пастернак, Михаил Булгаков тата ытти классик хайлавӗсем пулнӑ. Сасӑлава 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Михаил Шолоховӑн «Тихий Дон» (чӑв. Лӑпкӑ Дон) хайлавӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Николай Гоголӗн «Мертвые души» поэми.

 

Культура

Республикӑри театрсен репертуарӗ ҫӗнӗ спектакльсемпе пуянланать. Мария Романская журналист репертуарсене тишкернине Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчен пуҫланӑ. Унта Денис Фонвизинӑн «Недоросль» камитне Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ эрнекун Николай Терентьев пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ҫӗнӗ спектакле куракан патне ҫитерчӗ. Режиссерӗ — Наталия Сергеева. Куракансем Николай Терентьевӑн ҫак пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле кӑмӑлласа йышӑннине палӑртмалла. Спектакль валли юрӑна асӑннӑ театрта актерта ӗҫлекен Надежда Кузьмина ҫырса хатӗрленӗ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче нумаях пулмасть «Золотой гребешок» премьери пулнӑ. Ӑна Е. Ганапольская ӗҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/repertuar-hushanna
 

Культура

Паян Пӗтӗм чӑвашсен пӗрремӗш «Асам» кинофестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Чи сумлӑ парнене — кинофестивалӗн гран-прине — Марат Никитин режиссёрӑн «Хорло» фильмӗ тивӗҫрӗ.

Ытти номинацисенче ҫаксем палӑрчӗҫ:

• «Чи ӑста илемлӗ фильм» — Евгений Герасимов режиссёрӑн «Егор Шилов» илемлӗ фильмӗ;

• «Чи ӑста документлӑ фильм» — Николай Семенов режиссёрӑн

«Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» фильмӗ;

• «Чи ӑста кӗске фильм» — Константин Ефремов режиссёрӑн «Помрачение» фильмӗ (сӑмах май, ӑна пӗрремеш чӑваш хӑруш /хорор/ фильмӗ теме пулать);

• «Чи ӑста ӳкерчӗклӗ фильм» — Владимир Галошевӑн «Чӑваш тӗнчи» мультфильмӗ;

• «Чи ӑста кинооператор» — «Хорло» илемлӗ фильма ӳкернӗ Михаил Блинцов;

• «Чи ӑста монтаж тӑвакан» — «Помрачение» илемлӗ фильма ӑсталама хутшӑннӑ Константин Ефремов;

• «Хӗрарӑм сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Татьяна Александрова (Тани Юн);

• «Арҫын сӑнарне чи ӑста выляканӗ» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Валерий Тарасов;

• «Иккӗмӗш планри арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Егор Шилов» илемлӗ фильмра вылянӑ Сергей Сандлер;

• «Иккӗмӗш планри хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Хорло» илемлӗ фильмра вылянӑ Гузаль Мамбетова;

• «Эпизодла хӗрарӑм сӑнарне ӑста вылякан» — «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать» илемлӗ фильмри Галина Иванова;

• «Эпизодла арҫын сӑнарне ӑста вылякан» — «Пурнӑҫ кустӑрми» тата «Хорло» илемлӗ фильмсенче вылянӑ Дмитрий Петров;

• «Чи ӑста сценарист» — «Помрачение» илемлӗ фильмӗн сценарийне ҫырнӑ Евгений Мельников;

• «Чи ӑста композитор» — «Хорло» илемлӗ фильмӑн кӗввине хатӗрленӗ Александр Ян Тараненко;

• «Чи ӑста сасӑ режиссерӗ» — «Помрачение» илемлӗ фильма хатӗрленӗ Юрий Сергеев;

• «Фильма лартакан чи ӑста ӳнерҫӗ» — «Чувашские амазонки» (чӑв.

Малалла...

 

Культура

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать.

Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн.

Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри пукане театрӗсен «В гостях у Оле Лукойе» фестивальтен таврӑннӑ. Вӑл Йошкар-Олара чӳкӗн 10-15-мӗшӗсенче иртнӗ.

Фестивале Йошкар-Олари, Ижевскри, Костромари, Кстовӑри, Ҫырчаллӑри, Рыбинскри, Саранскри, Ӗпхӳри тата Шупашкарти пукане театрӗсем хутшӑннӑ. Ӑна Г.Андерсон ҫуралнӑранпа 210 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Гадкий утенок» спектакль лартнӑ. Вӑл театрӑн «ылтӑн фондне» кӗрет. Спектакле чӳкӗн 14-мӗшӗнче лартнӑ. Куракансене питӗ килӗшнӗ вӑл.

Пукане театрӗ икӗ дипломпа таврӑннӑ. «Пӗрремӗш планри чи лайӑх роль» номинацире Петр Клементьев ҫӗнтернӗ. Пирӗннисем «Музыка тӗлӗшӗнчен чи лайӑх хитрелетни» номинацире те палӑрнӑ.

 

Культура Иван Егоров
Иван Егоров

Темиҫе уйӑх каяллахи ҫак ӗҫ пирки паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — республикӑн Наци вулавӑшне уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын 503 кӗнеке парнелени пирки.

Наци вулавӑшӗн фондне пуянлатаканни — чӑваш ҫыравҫи тата тӑлмачи Иван Егоров. Парнеленӗ кӗнекесем хушшинче Иван Егоровӑн хӑйӗн кӗнекисем те пур, унӑн аслӑ пиччӗшӗн, паллӑ чӑваш ҫыравҫин Михаил Сениэлӗн суйласа илнӗ хайлавӗсем те. Вӑл шутра — сӑвӑсем, поэмӑсем, «Альма-матер» роман, «Листья на ветру», «Предвечерний свет» сӑвӑсен пуххисем тата Иван Егоровӑн «Ҫут тӗнче» виҫӗ томлӑ пӗрремӗш романӗ те.

Михаил Сениэльпе Иван Егоров Тутарстанри Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче ҫуралнӑ. Иван Павлович тӗрлӗ район хаҫатӗнче, «Коммунизм ялавӗнче» (хальхи «Хыпар») литература ӗҫченӗнче, куҫаруҫӑра тӑрӑшнӑ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ пулнӑ. Унӑн паллӑ хайлавӗсен шутне «Лайǎх ача», «Виҫӗ чарлан», «Куҫ ҫути», «Инҫет кӑваклӑхӗ», «Ҫут тӗнче», «Тӗтреллӗ Лондон», «Хурал пӳрчӗ» ятлисене кӗртмелле.

Михаил Сениэль пирки ытлашши каласа кайни кирлех те мар-тӑр.

Малалла...

 

Культура

Муркашри ял тӑрӑхӗсен хушшинчи вулавӑшра «Молодежь выбирает здоровье. Ҫамрӑк ӑру ҫирӗп сывлӑхшӑн» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акци май пуҫарнӑ.

«Ӳсекен ӑрӑвӑн сывлӑхӗ — хальхи обществӑн пысӑк пахалӑхӗ» ярӑмпа уйӑрса тухнӑ кӗнекесем тӗрлӗ ҫулхи вулакана кӑсӑклантарма тивӗҫ. Ҫапах та тӗп аудитори — ҫамрӑксем. Асӑннӑ кӗнекесене шӗкӗлченӗ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусен хуравне тупайӗ, епле апатланнинчен, сывӑ пурнӑҫ йӗркинчен этем сывлӑхӗ нумай килнине пӗлейӗ.

«Сиенлӗ йӑла-йӗрке: унран сыхланасси» ярӑмри кӗнекесем эрех-сӑра, пирус туртнин сиенӗ пирки кӑна мар, тӗрлӗ вӑйӑ та, телевизорпа компьютер та ҫынна хӑй серепине ҫаклатни пирки ӑнлантарса параҫҫӗ.

«Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ» ярӑмрисем ӳсентӑрантан тӑракан апат-ҫимӗҫ уссипе паллаштараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 313, 314, 315, 316, 317, 318, 319, 320, 321, 322, [323], 324, 325, 326, 327, 328, 329, 330, 331, 332, 333, ...398
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнӗ проекта пӗр иккӗленмесӗрех пуҫӑнма пултаратӑр, уйрӑмах вӑл тупӑш кӳрет пулсан. Ӗҫлӗ плансемпе никампа та ан паллаштарӑр. Харпӑр пурнӑҫа вара туссемпе сӳтсе явма пултаратӑр. Туйӑмсене ан парӑнӑр, унсӑрӑн кӗтменлӗх пулӗ. Канмалли кунсенче лайӑх ушкӑнпа уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт тупсан аван.

Юпа, 20

1935
89
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
77
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
23
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть