Пӑтӑрмахсем
![]() Ку 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне Шупашкарти Мускав кӗперне тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочий ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 11 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑскер пуҫ мимине амантнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Подряд организацийӗн участок пуҫлӑхӗ объектри хӑрушсӑрлӑха тӗплӗн тӗрӗслемен, хӳтӗлекен картасем пуррипе ҫуккине пӑхман. Ҫавна май ӗҫ вӑхӑтӗнче 49 ҫулти рабочи ӳкнӗ те. Арҫын пуҫ мимине амантнине сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Явап тытаканни — участок ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 ҫулти хӗр ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Вӑл студентка пулнӑ. Ку инкек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Эгер бульварӗнче пулнӑ. Пике 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗ пикен халӑх тетелӗнчи страницинче вӑл вилни пирки хурланса ҫырнӑ. Хӗр мӗншӗн ӳкнӗ? Ҫак утӑма вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ-и? Ку ыйтусене следстви уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Валерий Тимофеев фотограф тата вӗҫевҫӗ Паян Шупашкарти вӗҫевҫӗ тата фотограф вилнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкара ҫӳле улӑхса ӳкерсе ҫӳренӗ. Интерфакс пӗлтернӗ тӑрӑх, мотопараплан кӑнтӑрла персе аннӑ. Унта ларса пынӑ Валерий Тимофеев пульницӑна ҫитиччен васкавлӑ пулӑшу машининче вилсе кайнӑ. Маларах асӑннӑ МИХ экстренлӑ служба пӗлтерни ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, «Мотопараплан Шупашкар ҫийӗн ирӗк илмесӗр вӗҫнӗ». «МариМеди» информаци агентстви инкек 12 сехет те 20 минутра аэропортран инҫех мар пулнине пӗлтернӗ. Пӑтӑрмаха курнисем каланӑ тӑрӑх, мотопараплан сывлӑша ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутран, пӗр 70 метр ҫуллӗшӗнчен, ӳкнӗ. Валерий Тимофеев Шупашкарти авиаклуб пайташӗ пулнӑ. Инкеке РФ Следстви комитечӗн Атӑлҫи управленийӗн транспорт ҫинчи инкекпе ӗҫлекен специалисчӗсем тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче амӑшӗпе ывӑлӗ шаурма сутакан хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ суту-илӳ точкине кӗрсе кайса сутуҫӑна тытса унӑн пуҫне кирпӗч стена ҫумне ҫапнӑ, кайран питӗнчен алӑпа шӑлса панӑ. Унтан вӑл хӗрарӑма ҫӳҫрен ярса илнӗ. Унтан вӑл хайхи мӑйӗ патне ҫӗҫӗ илсе пырса укҫа тапӑннӑ. 29 ҫулти ывӑлӗпе пулнӑ 61 ҫулти амӑшӗ те хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӳтӗлеме ӑнтӑлнӑ курӑнать. Вӑл сутуҫӑн сумкине ярса илнӗ те ывӑлӗпе иккӗшӗ тарнӑ. Сумкӑра 3,5 пин тенкӗлӗх пуянлӑх пулнӑ-мӗн. Усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд 7 ҫул та 1 уйӑхлӑха хупмалла тунӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ, амӑшне — пӗтӗмӗшле режимлине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӗренӳ министрӗн экс-ҫумӗ Светлана Петрова Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ Светлана Петрована, юлашки вӑхӑтра вӑл министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑнатчӗ, канӑва ӑсатнине эпир пӗлтернӗччӗ. Светлана Петрова тӗлӗшпе хушӑва республика Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче кӑларнӑччӗ. Пуҫлӑх тилхепине чипер тытса ларнӑ ҫӗртенех тивӗҫлӗ канӑва кайнине тӗрлӗрен йышӑнакансем пулчӗҫ. Хӑшӗсен шучӗпе, Светлана Петрова ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӑван республикӑмӑрӑн вӗренӳ отраслӗ калама ҫук пысӑк ҫухату тӳснӗ. Апла пулин те сӑнавҫӑсене хӑш-пӗр самант тӗлӗнтернӗ. Александр Белов журналист, сӑмахран, «уйрӑм пенсионерсене» тивӗҫекен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль Светлана Владимировнӑна тивӗҫменнине асӑрханӑ. Асӑннӑ статьяра Светлана Петрова пенсие кайма шут тытни ППЭ валли оборудовани туянмалли тендерта саккуна пӑснипе, ҫавӑншӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ҫыхӑнма пултарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тӗлӗшпе (ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче арестленӗ хыҫҫӑн килте тытса усрамалла тунӑччӗ) алӑ пусманшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, Георгий Егоров хӑй килӗштермен строительство фирмин пуҫлӑхне ҫурта хута яма ура хунӑ. Кивӗ ҫуртран куҫарма тесе ҫав стройорганизаци муниципалитет саккасӗпе нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартнӑ. Анчах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ актсене пусмасӑр тӑнӑ. Хута тытса чарнине пула застройщикӑн хыснаран илмелли 5 миллион тенкӗ ытла укҫана тархаслама тивнӗ. Тарӑхнипе подряд организацийӗ суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта тӗп парӑмсӑр пуҫне вӑхӑтра тӳлеменнишӗн район администрацийӗнчен ҫур миллиона яхӑн укҫа шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дачӑсене ҫаратакан арҫыннӑн савӑнӑҫӗ нумая пыман. Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӑна полицейскисем преступлени вырӑнӗнче тытса чарнӑ. 54 ҫулти арҫын телевизор вӑрланӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче __Шупашкар районӗнче_ дачӑсене ҫаратнӑ тӗслӗх ҫине-ҫине пулнӑ. Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче полицейскисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ вӑхӑтра вӑрра аллинченех ярса тытнӑ. Хайхискер дачӑри чӳрече решеткине ҫӗмӗрнӗ те телевизор йӑтса тухма хӑтланнӑ. 54-ри арҫын тӗрмерен ҫур ҫул каялла ҫеҫ тухнӑ-мӗн. Вӑрӑ кӳршӗ дачӑра электрохатӗрсем йӑкӑртса сутма ӗлкӗрнине пытармасӑр каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Елчӗк районӗнче вырнаҫнӑ «Яльчикское РТП» организаци район центрӗнче ҫынсене паха шывпа тивӗҫтерессипе кирлӗ пек ӗҫлемен. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ тарӑх, хайхисем шыв пахалӑхне тӗрӗслесе тӑман. Ун пек кӑлтӑка «Спутник-1» обществӑра та асӑрханӑ. Кӑлтӑка курнӑ район прокуратури асӑннӑ икӗ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫе Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн Патӑрьел районӗнчи пайӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн яваплисене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Маларах асӑннӑ РТПра тӗрӗслевҫӗсем ытти кӑлтӑка та самай асӑрханӑ: ӗҫлӗ хутсене кирлӗ пек йӗркелесе пыманнинчен пуҫласа территорире карта тытманни таранах асӑрханӑ. Уншӑн предприятие 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокуратурин сайтне хакерсем тапӑннӑ. Сайта, чӑн та, паян ирхи вунпӗр тӗлӗнче те кӗме май килмерӗ. Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ пулать. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ. «Мой город Чебоксары» интернет-порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗслеҫҫӗ. Ку хыпара вӑл «РИА Новости» информагентство пӗлтерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ислам хакерӗсем тапӑннипе тапӑнманнине ятарлӑ службӑсем комментарилеменнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Темиҫе кун каялла республикӑпа пӗр хӗрарӑм ҫухалнӑччӗ. Шӑнса вилнисенчен пӗри шӑпах вӑл пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑм килтен кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ҫав каҫ вӑл хӑнара пулнӑ. Кайран киле кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен. Унӑн виллине кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ҫырмара кӗрт ӑшӗнче тупнӑ. Вӑрнар районӗнче те пӗр ҫын шӑнса вилнӗ. Психиатр патӗнче шутра тӑнӑ 24-ри каччӑ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн урамра выртса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Икӗ тӗслӗхре те ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |