Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта пулса иртнӗччӗ. Следовательсем палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Шлепнев Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен чикнӗ. Шар курнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура ҫирӗплетсе Шупашкарӑн Мускав район судне ярса панӑ. Юрий Шлепнев ҫынна ятарласа ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ. Депутат хай айӑпне йышӑнман, сывлӑха сиен кӳнипе те килӗшмен. Анчах ҫав каҫ «Товарищ» (чӑв. Юлташ) кафере пулнисем пӑтӑрмаха хайсен куҫӗпе курнӑ та, «халӑх тарҫи» темле тунсан та тӗпчевҫӗсем ӗненмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи Кӑнтӑр микрорайонта шкул тӑвакан генподрядчика палӑртмалли конкурс документацине вырӑнти тӳре-шара саккуна пӑсса йӗркеленӗ. Хутсем йӗркеллех маррине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине тулли мар яваплӑ икӗ общество: «Перспектива» тата «СтройКонсалтинг» — ҫӑхав шӑрҫаланӑ. Хулара 1000 ача вӗренмелӗх шкул хӑпартма аукцион ирттермелле пулнӑ. Электронлӑ аукционта хатӗрленӗ чух РФ Контракт тытӑмӗ ҫинчен калакан саккунӑн 30-мӗш статйин 5-мӗш тата 6-мӗш пайӗсене пӑснӑ. Подрядчик хӑй те пӗчӗк усламҫӑ пулсан саккун тӑрӑх унӑн пӗчӗк усламҫӑсене е социаллӑ пӗлтерӗшлӗ коммерцилле мар организацисене субподрядчик евӗр явӑҫтармалла мар. Хутра ҫавна кӑтартман пулнӑ. Пуҫламӑш хакпа килӗшмесӗр ҫырнине казначейсем тӗрӗслӗҫ — монополипе кӗрешекенсем ҫӑхава вӗсене ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ. Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ. Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑтӑрмах вырӑнӗнчи сӑн Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсене шырать. Республикӑра Пенси фончӗн суя ӗҫченӗсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер пенсин пӗр пайне социаллӑ картта ҫине куҫарса пама шантарнӑ, номерне ыйтнӑ, ят-шывпа кӑсӑкланнӑ. Лешӗ ӑна ӗненсе йӑлтах каланӑ. Кӗҫех хӗрарӑм патне СМС-ҫыру килнӗ. Унти хисепсене палламан хӗрарӑм пӗлтерме ыйтнӑ. Юрать, ултавҫӑн ӗҫӗ вӗҫне ҫитеймен. Банк ҫак операци иккӗленӳллӗ тесе блокировка тунӑ. Сӗнтӗрвӑрри тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакан хӗрарӑмсем те ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. «Пенси фончӗн ӗҫченӗсем» вӗсен 7500 тата 12500 тенкине вӑрланӑ. Халӗ полици ҫав ултавҫӑсене шырать. Астӑвӑр: банк карттин даннӑйӗсене никама та пӗлтерме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Покер тупӑш кӳрсен те налук тӳлемелле Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче. Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ. Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ. Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн. Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман. Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пӗр талӑкра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкарта административлӑ ҫурт ҫуннӑ. ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна такам тивертнӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ишлей ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 6 минутра сӳнтернӗ. Пушар пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫав ҫуртра 51 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Вӑл эрех-сӑрапа айкашнӑ. Пушарта вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫав кунах Канаша пушар сӳнтерме тивнӗ. Унта мунча ҫуннӑ. Юрать, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ахальтен каламан. Чӑваш Енри паллӑ журналистсенчен пӗри Зоя Яковлева инкеке лекнӗ. Унӑн хваттерӗ пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вутра кӗлленнӗ. Инкеке лекнин тус-юлташӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче Зоя Аркадьевнӑна пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Ӑна вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ тус, ӗҫтеш тесе хаклаҫҫӗ. Зоя Яковлева халӑх сечӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, пушар хыҫҫӑнхи хваттере тирпейлеме Мальвина Петрова, Таня Раевская, Нина Андреева, Зинаида Петрова, Ираида Михайлова, Елена Краснова тата ыттисем пулӑшнӑ. Вӗсене вӑл чунтан тав тунине пӗлтернӗ. Ҫӗр сум пуличчен ҫӗр юлташ тесе ахальтен каламан иккен. Анчах сумӗ те инкеке лекнӗ ҫынна кирлӗ. Укҫа куҫарма Перекет банкӗнче уҫнӑ ҫак карттӑ номерне кӑтартнӑ: 427.675.001.751.8886. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫамрӑк амӑшӗ ӑнланмалла мар сӑлтава пула вилнӗ. Кӑкӑр ачи вара унӑн виллипе юнашар 2 кун пулнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн сывлама пӑрахнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри пӗр районта пулнӑ. 23 ҫулти хӗрарӑм мӑшӑрӗпе хваттер тара илсе пурӑннӑ. Вӑл ҫавӑнта вилнӗ. Ултӑ уйӑхри ачи те ҫавӑнтах пулнӑ. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм унччен сывлӑхӗ хавшани пирки каланӑ. Ӑна пульницӑна кайма сӗннӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра упӑшки диплом хӳтӗлеме кайнӑ. Аякра чухне вӑл арӑмӗ патне шӑнкӑравласа ҫитеймен. Ҫавӑнпа арҫын хваттер хуҫине кайса пӑхма ыйтнӑ. Лешӗ хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Пӗчӗк ача икӗ кун апат ҫимен, вӑйсӑрланнӑ. Халӗ вӑл пульницӑра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |