Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Ен прокуратури пуҫарнипе пая кӗрсе хваттер туянакансем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Улталаннӑ пайҫӑсем ятарлӑ номерпе шӑнкӑравлама е ҫырса яма пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче ӗҫлет. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать – (8352) 39-20-47.

Килнӗ ҫӑхавсене малтан тӗрӗслеҫҫӗ, унтан прокурор кирлӗ мерӑсем йышӑнать. Прокуратура сайтӗнче интернет-приемнӑй те пур, унта ҫыру шӑрҫалама пулать. Вӗсене электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: prokur@cap.ru.

Ҫырура хута каякан ҫурт адресне, килӗшӳ реквизичӗсене, застройщик ятне, хӑвӑрӑн телефон номерне кӑтартмалла, тӗрӗслев ирттермешкӗн документсен копине ямалла.

 

Республикӑра

Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.

Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.

Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ.

Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сиринче сирпӗтсе антарнӑ ҫар самолетӗнче чӑваш арҫынни, Канаш районӗнчи Григорий Зиновьев, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫын пирки ҫак самантра хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхе пӗлтӗмӗр.

Гриша (ун пирки Фейсбукра Олеся Руссакова тележурналист ҫавӑн пек ҫырнӑ) ашшӗсӗр ӳснӗ. Ҫемьери пӗртен-пӗр ача пулнӑ. Унӑн кукамӑшӗ Канашри педагогика колледжӗнче вӗрентнӗ. Ӑна студентсемпе педагогсем питӗ хисепленӗ. Гриша кукамӑшӗн тивӗҫлӗ мӑнукӗ пулнӑ. Ыттисем математикӑпа шкул программине шӗкӗлченӗ чух вӑл аслӑ математикӑна вӗреннӗ. Питӗ нумай вуланӑ, пиллӗксемпе ҫеҫ вӗреннӗ. Ташлама юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ. Чӑнлӑхшӑн ҫуннӑ. Хӗрачасемпе тимлӗ пулнӑ, вӗсене хӳтӗленӗ.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» сайтри сӑн
«Лиза Алерт» сайтри сӑн

Етӗрнере амӑшӗпе 3 ҫулти ывӑлӗ ҫухални пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. «Лиза Алерт Чӑваш Ен» шырав отрячӗн страницинче лайӑх хыпар пур: вӗсем тупӑннӑ.

Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 36 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне ҫавӑтса килтен тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Вӗсене йӗрке хуралҫисем, тӑванӗсем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн нимеҫисем темиҫе кун шыранӑ.

Амӑшӗпе ывӑлне авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупнӑ. Халӑх тетелӗсенче хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсемпе нимӗн те пулман, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.

 

Республикӑра
Валерий Клементьев
Валерий Клементьев

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Клементьев. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива ӗнер паллаштарнӑ.

Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче ҫуралнӑ хитре саслӑ маттур ар Турӑ панӑ пултарулӑхне малтан Шупашкарти музыка училищинче, кайран Сартури консерваторинче аталантарнӑ. Сцена ҫине тухакан чылай, анчах чӑннипех те илемлӗ те профессилле юрлакан сахал. Валерий Клементьев — чӑваш сценин чӑн-чӑн ӑсти.

Пурнӑҫӗн пӗр вӑхӑтне вӑл Сарту тӑрӑхӗнче ирттернӗ. Унта чӑвашсен наципе культурин автономийӗн ертӳҫи пулнӑ.

Валерий Клементьев виҫӗ ҫул каялла ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑвачӗ те, пурнӑҫ опычӗ те пур унӑн. Ертӳҫӗ тилхепине тивӗҫлипе тытса пыма эпир ӑна ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хӑйсен ӗҫченӗсене тав туса ҫыракан тупӑннине пӗлтернӗ. Ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырӑва Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Сергей Неяскин министр ячӗпе шӑрҫаланӑ.

Ҫырура вӑл пакунлисене хӑйсен районӗнчи Шурка ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнине пӗлтернине палӑртнӑ. Ҫавӑн пирки хӗрарӑм ШӖМӗн районти пайне систернӗ. Вырӑна полицин участокри уполномоченнӑйӗсем Павел Семенов тата Александр Павлов ҫитнӗ. Пакунлисем йӗрке тума пулӑшнӑ.

«Вӗсем питӗ кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Кирлӗ хутсене ҫырса хатӗрлерӗҫ. Ҫуп-ҫапа кам тӑкса тултарнине палӑртрӗҫ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗ пӗр эрнере тасалчӗ», — хавхаланса та хӗпӗртесе ҫырнӑ Красноармейски районӗнче пурӑнакан хастар хӗрарӑм.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакансене патша саманинчи укҫапа паллаштарӗҫ тата хальхи вӑхӑтри ултавҫӑсенчен асӑрханма вӗрентӗҫ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче пӗлтерчӗҫ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унта Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫынсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 25-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Банка кӗрес тесен ҫумра паспорт пулмалла. Уҫӑ алӑксен кунне (8352) 39-12-12 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.

Банк ҫынсене Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчи укҫа-тенкӗ куравӗпе паллаштарӗ. Ҫав вӑхӑтрах хальхи саманари касса апарачӗсене те кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне банк карттисене ҫаратакан ултавҫӑсенчен хӳтӗленме вӗрентӗҫ.

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче – карантин. Унта урнӑ чире тупса палӑртнӑ, ҫавна май карантина ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ялта чӗрчунсем урнӑ чирпе чирленӗ вырӑна пӗтересшӗн, чире малалла сарӑлма парасшӑн мар. Карантин паянтан, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен, пуҫланать. Вӑл чӗрчун юлашки хутчен чирленӗ тӗслӗхрен икӗ уйӑха тӑсӑлӗ.

Карантин вӑхӑтӗнче ялта кушаксемпе йытӑсен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарка илсе каяс тӗллевпе тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех йытӑсемпе кушаксене ялтан илсе тухма чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52481
 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Навальный штабӗн хастарӗсем пенси реформине хирӗҫ митинг ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче КПРФ хастарӗсем те реформӑна хирӗҫлесе митинг ирттересшӗн. Кун пирки Валентин Шурчанов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.

Митинг Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, коммунистсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче те Чапаев скверӗнче реформӑна хирӗҫ митинг ирттернӗ.

 

Республикӑра
Амӑшӗ Марина Абакумова
Амӑшӗ Марина Абакумова

Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере 36 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫулти ывӑлӗпе ҫухалнӑ. Абакумова Марина Геннадьевнӑпа Абакумов Константина тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Амӑшӗпе ывӑлӗ килтен 19 сехет ҫурӑра тухса кайнӑ. Амӑшӗ 165 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ачи 80 сантиметр ҫӳллӗш, хӗрлӗ сарӑ ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр.

Амӑшӗ симӗсрех пиншак, кӑвак джинс, кӑвак кеда тӑхӑннӑ, ачи вара ҫутӑ кӑвак курткӑпа, футболкӑпа, хура кроссовкӑпа, хӑмӑр калпакпа. Вӗсене курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Амӑшӗпе ывӑлне «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн нимеҫисем те шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/52468
 

Страницӑсем: 1 ... 338, 339, 340, 341, 342, 343, 344, 345, 346, 347, [348], 349, 350, 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, ...601
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 29

1895
129
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Виноградов Нестор Петрович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та