Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Ӗҫ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗн пирӗн ҫӗршывра кану кунӗ пулӗ. Ҫитес ҫул темиҫе уяв кунӗ кану кунӗпе пӗр килнӗрен канмалли кунсене куҫарма тивӗ. Кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лекӗҫ. Вӗсен вырӑнне чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канас шанчӑк пур. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуна нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшне куҫарма палӑртнӑ. Ҫапла вара 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра кану кунӗсем ҫапларах пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсем; нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсем; пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсем; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсем тата 8-10-мӗшӗсем; ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсем;, чӳк уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсем; раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ. Тӳрех пӗлтерер: ку вӑл хальлӗхе проект шайӗнче ҫеҫ-ха. Ҫӗршыв Правительстви палӑртсан ҫеҫ йышӑну вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() solreg.ru сайтри сӑн Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/. Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Элӗк районӗнче пурӑнакан Семеновсен ҫемйи пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи-2020» конкурсра палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Йывӑрлӑха лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд тата РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хастар ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса «Манӑн ҫемье – манӑн Раҫҫей» девизпа йӗркеленӗ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне пилӗк номинаципе: «Нумай ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ял ҫемйи», «Ылтӑн ҫемье», «Йӑла-йӗркене упракан ҫемье» — хакланӑ. «Ял ҫемйи» номинацире Григорийпе Светлана Семеновсем мала тухнӑ. 20 ҫул пӗрле пурӑнать йыш, нумай ача ӳстерет. Туса кил-йыш тӗрлӗ конкурса хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччине, Максим Егорова, аякри чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи Тайшет районӗнчи тӗлпулу ҫинчен Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ ҫула кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вӑл Владивостока чупса ҫитме ӗмӗтленнӗ. Кӑшӑлвирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ чару мерисем Максима та кӑштах чӑрмав кӳнӗ. Апла пулин те каччӑ парӑнмасть. 5 пин ытла километр хыҫа хӑварнӑскер кунне 30 километртан пуҫласа 80 километр таран ҫӗнет. Ҫулта-йӗрте курни-илтнине дневникра ҫырса пырать. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсемпе тӗл пулса калаҫать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Разноцветные капли – 2020» (чӑв. Тӗрлӗ тӗслӗ тумламсем — 2020) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Памятные места» (чӑв. Паллӑ вырӑнсем) номинацие Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫитнине халалланӑ. Унта пирӗн тӑрӑхри Арина Рузвина мала тухнӑ. Конкурса Раҫҫейӗн 66 регионӗнчен 8 пин ытла ӗҫ тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне Казахстанри, Беларуҫри, Украинӑри, Турцинчи, Китайри тата Италири ачасем хутшӑннӑ. 22 номинацире 66 ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ. Вӗсене дипломсемпе, асӑнмалӑх статуэткӑсемпе, парнелӗх сертификатсемпе тата эковолонтер пуххипе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ТНТ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти сантехник ТНТ телеканалпа пыракан реалити-шоуна хутшӑнать. Вӑл «Чӗрӗ юлмалли вӑйӑ» ятлӑ. Хальлӗхе проект экран ҫине тухман-ха, ҫапах анонс пулнӑ. Шоуна хатӗрлекенсем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, финиша ҫитнӗ ҫынсем хӑйсен хушшинче 1 миллион еврона пайлӗҫ. Раҫҫей телекуравӗнче приз фончӗ кунашкал пысӑк пулни тӗл пулман-ха. Вӑййа хутшӑнакан 16 ҫыннӑн ҫӑмӑлах мар ӗҫсене пурнӑҫлама тивӗ. Вӗсен хушшинче Раҫҫейри паллӑ ҫынсем те пулӗҫ. Вӗсем Алексей Чадовпа Александр Бортич актерсем. Унта хутшӑнакансем кирек мӗнле вӑхӑтра та вӑййа чӑтаймаҫҫӗ пулсан тухса кайма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри Галина Карпова «ТНТ» телеканалӑн «Перезагрузка» кӑларӑмӗнче ӳкерӗннӗ. Вӑл хутшӑннӑ кӑларӑма ыран, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 11 сехетре кӑтартӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑма пурнӑҫра тӗрлӗ терт-нуша курнӑ хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑх пирки куҫҫуль витӗр каласа кӑтартаҫҫӗ. Хитреленсен пурнӑҫ та илемленессе шанаканскерсемпе стилистсем, косметологсем, вижажистсем, пластика хирургӗсем ҫеҫ мар, психологсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хитреленнипе пӗрлех пикесене телейлӗ пулма вӗрентеҫҫӗ. Хӗрсемпе психологсем пӗр уйӑх ӗҫлеҫҫӗ, ӑшра шӗкӗ евӗр кӑшлаканнине ҫиеле кӑларма, япӑххине манса талпӑнма, ҫӗнӗлле шухӑшлама, малалла ӑнтӑлма хӑнӑхтараҫҫӗ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Абхази. discount-house.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран ют ҫӗршыва самолетсем вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. Кун пирки ТАСС информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывсене самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Татьяна Голикова патӗнче иртнӗ канашлура хускатнӑ. Анчах татӑклӑ йышӑну туман. Аса илтерер: самолетсене кӑшӑлвирус пандемине пула пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн чикӗ леш енне вӗҫме чарнӑччӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫать. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссем Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран пулӗҫ. Паянтанах Раҫҫейпе Абхази чиккине уҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() askinskajanov.rbsmi.ru сайтри сӑн Пандеми вӑхӑтӗнче 16 ҫул тултарман ачасемшӗн икӗ хутчен пособи пачӗҫ. 3-16 ҫулсенчисене ҫӗртме уйӑхӗнче – 10 пин тенкӗ, 0-3 ҫулсенчисене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ пачӗҫ. Кайран татах укҫа куҫарчӗҫ. Ун чухне 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пачӗҫ. Халӗ правительствӑра Пенси фончӗ паракан тӳлеве уйӑхсерен пама сӗннӗ. Саккун проектне ырласан Раҫҫейре пурӑнакан кашни ачашӑн, 18 ҫул тултарман пулсан, 10 пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫапла майпа кӑшӑлвирус кризисӗнче ҫемьесене пулӑшасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cheb.ru сайтри сӑн Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акцие утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе ирттермелле, дистанцие пӑхӑнмалла. Кӑҫал пирӗн республика акцие виртуаллӑ майпа хутшӑннӑ. Урам тӑрӑх паттӑрсен потретне йӑтса утасси пирки сӑмах та ҫук – Чӑваш Ен ун чухнех ӑна ирттерме хирӗҫленӗ. Раҫҫейре «Вилӗмсӗр полка» ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. «Раҫҫейри Вилӗмсӗр полк» тӗп штабӗн сопредседателӗ Елена Цунаева пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ҫынсем ҫемйипех хутшӑнни, пурте юнашар утни – тӗп самантсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |