Ӑслӑлӑх
Хӗвел ҫинчи тӗттӗм пысӑк пӑнчӑ Специалистсем Хӗвел ҫинче пысӑк хура пӑнчӑ тупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Solar Dynamic Observatory (SDO) космос обсерваторийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав пӑнчӑ лаптӑкӗ Ҫӗртен 10 хут пысӑкрах. Астрономсем AR 12192 ятпа регистрациленӗ пӑнчӑ ку таранччен, 2008 ҫултанпа пуҫласа, чи пысӑкки шутланнӑ. Анчах иртнӗ канмалли кунсенче тупнӑ Хӗвел ҫинчи пӑнчӑ вара унран чылай хут ирттерет. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кунашкал пӑнчӑсем Хӗвел ҫинче вӑйлӑ магнитлӑ уйсен витӗмӗ пулма пултараҫҫӗ. Ун чухне хӑш-пӗр вырӑнта температура самай чакать. Ҫавна май вӗсем, Хӗвел сийӗпе танлаштарсан, тӗттӗмрех курнӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Ура хывмалли хатӗр Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев ҫын пурнӑҫне ҫӑмӑллатакан хатӗрсем шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене патентланӑ. Тӗслӗхрен, вӑл пушмак хывмалли хатӗр ӑсталанӑ. Вячеслав Васильев каланӑ тӑрӑх, ку хатӗр меллӗ, урана, нускине хуратмасть. Арҫын ҫырла тасатмалли хатӗр те шухӑшласа кӑларнӑ. Унпа усӑ курса шур ҫырлине, хура ҫырлана, кӗтмел ҫырлине, кедр мӑйӑрне ҫӑмӑллӑнах ҫӳп-ҫапран тасатма пулать. Ҫапла майпа алӑ ҫумне ҫыпӑҫнӑ ҫӳп-ҫап ҫырласене вараламасть, урайне тӑкӑнмасть. Вячеслав Васильев пӗтӗмпе пилӗк хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче ҫырла йӑранӗн хуралҫи, ҫӗнетнӗ мотоблок та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Кӑнтӑр Калифорни университетӗнчи Америка ӑсчахӗсем сӑнавсем тунӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: сахӑрлӑ апат-ҫимӗҫ нумай ҫиекен яш-хӗрӗн мӑнтӑрланас хӑрушлӑх кӑна мар, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен япӑх витӗм кӳрес хӑршлӑх та пур. Ӑсчахсем опытсене йӗкехӳресем ҫинче тунӑ. Диетологсем пылак ҫимӗҫ ҫамрӑксем ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗсленӗ. Хальччен пылак апат ҫынна мӑнтарлатнине пурте пӗлнӗ-ха. Ку кӑна мар иккен. Йышне сахӑр кӗрекен ҫимӗҫсем ӑс-тӑна япӑхлатаҫҫӗ-мӗн: ҫын хӑш-пӗр самантсене ас тумасть. Йекехӳресене апат вырӑнне сахӑр сиропӗ панӑ. Кӑштахран чӗрчунсен ӑс-тӑнӗ япӑхланни палӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне йӗкехӳресем хӑйсем ӑҫта пулнине, мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Ҫак кунсенче Мускавра Геннадий Айхи поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халлаланӑ ӑслӑлӑх конференцийӗ ӗҫлет. Вӑл юпан 15-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, паян хупӑнмалла. Мероприятие Раҫҫейӗн наука академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн инсититучӗн ертӳҫисем, Германири, Италири, Швецинчи, Чехинчи, Турцинчи, Японири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата хамӑр ҫӗршыври поэзи тата лингвистика енӗпе тӑрӑшакан ученӑйсем хутшӑннӑ. Чӑваш филологи ӑслӑлӑхӗсен пайташӗсем те пулнӑ. Конференцие Чӑваш Ен Элтеперӗн ячӗпе унӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков сӑмах тухса каланӑ. Конференци йӗркелекенсене вӑл Михаил Игнатьев тата хӑй ятӗнчен тав тунӑ. Волков шучӗпе, поэзире Геннадий Айхи - ҫӗнӗ сӑмах. Вӑл — чӑваш поэзине тӗнчене ҫул уҫакан ят. Конференцие Раҫҫейӗн наука академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн инсититучӗпе Раҫҫейӗн патшалӑх гуманитари университечӗ пӗрле йӗркеленӗ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ Андроид телефон валли официаллӑ приложени шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе университетри ҫӗнӗ хыпарсене пӗлме, факультетсемпе паллашма, вӗренекенсен прависем пирки пӗлме, студентсен хӑйтытӑмлӑх органӗн структурине курма, аслӑ шкулӑн пӗлтерӳ информацийӗпе паллашма пулать. Кашни ҫӗнӗ хыпар уҫӑлнӑ чухне темиҫе ҫеккунт иртет. Ҫав вӑхӑтра приложени ӗҫлемест. Приложение ҫак адреспа «уҫлама» пулать: play.google.com/store/apps/details?id=com.greengrass.chuvsu.app. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Михаил Беликова свидетельство панӑ самант Чӑваш Енри ҫамрӑк ӑсчах, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармацевтика кафедрин доценчӗ Михаил Беликов «Новый подход к синтезу полифункциональных фотохромных 1,2-диарилэтентов» ӑслӑлӑх тӗпчевӗшӗн РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. 600 пин тенкӗ тӗпчев тумашкӑн кайӗ. Ӑсчах хатӗрленӗ проект синтез мелне тата органика молекулисене тӗпченине кӑтартса парать. Чӑваш Енӗн федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров ҫамрӑк ӑсчаха свидетельство панӑ чухне Михаил Беликовӑн проекчӗ инноваци технологийӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ. Михаил Беликов вара ӗҫтешӗсене, аслӑ шкула пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫамрӑксене кун пек конкурссене хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗвел энергийӗ 2050 ҫул тӗлне электричествӑн тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрӗ. Унӑн хакӗ вара питӗ йӳнӗ пулӗ-мӗн. Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Ку хатӗр валли тӑкаксем хӑвӑрт чакаҫҫӗ иккен. Пӗтӗм тӗнчери энергетика агентствин пуҫлӑхӗ Мария ван дер Хувен каланӑ тӑрӑх, халӗ Австралире, Голландире, Италире, Германире хӗвел энергийӗн 1 вачӗшӗн 0,8 доллар тӳлеҫҫӗ. 2008 ҫулта вара вӑл 4 доллар тӑнӑ. Эппин, ӑсчахсем 2050 ҫул тӗлне вӑл пачах йӳнелессе ӗнентереҫҫӗ: 3 цент. 2050 ҫул тӗлне ҫутӑ энергийӗ инвесторсене илӗртӗ-мӗн. Темиҫе теҫетке ҫултан вара электроэнергин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче «Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерӗҫ. Йӗркелекенсем: Тӗмен облаҫӗн правительстви, Тӗмен облаҫӗн национальноҫ енӗпе ӗҫлекен комитет, Музыка, театр тата хореографи институчӗ, «Тӑван» чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, «Росстань» Ҫӗпӗр культура эткерлӗхӗ» ТМЯП. Малтанхи кун конференци Тӗменри Музыка, театр тата хореографи институтӗнче, иккӗмӗш кунӗ — Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче. Филолог-ӑсчахсемсӗр пуҫне конференцине шкул ачисемпе студентсене те йыхравлаҫҫӗ. Сӑмах май шкул ачисен ятарлӑ секци ӗҫлӗ, вӗсем чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркине тӗпчӗҫ. Конференцин тӗп ӑслӑлӑх енӗсем: «Чӑвашсем: кун-ҫул, йывӑрлӑхсем, малашлӑх»; «Чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине тӗпчес ӗҫ»; «Культура ҫыхӑнӑвӗсен хальхи тӑрӑмӗ тата пуласлӑхӗ: культурӑсен диалогӗ»; «Тӑван чӗлхепе литературине вӗренмелли инновациллӗ меслетсем»; «Тӑван чӗлхене вӗренессин хальхи ыйтӑвӗсем»; «Тӑван енӗн историйӗ, ӳнерӗ тата культури»; «Чӑвашсен культура эткерлӗхне упрасси: ҫитӗнӳсем, ыйтусем, тӗллевсем»; «Этнопедагогика: ачана халӑх культурипе ӳстересси»; «Раҫҫейри тата Урал-Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен фольклор тата этнографи эткерлӗхне упрасси»; «Хӑйсен тӗпчевӗсене чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине халалланӑ Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Казахстанри А.С. Пушкин ячӗллӗ облаҫ вулавӑшӗнче «Пуласлӑх валли вулавӑш» ятлӑ форсайт-конференци иртнӗ. Мероприятие йӗркелекенсем культурӑн ҫак учрежденийӗсене культура эткерлӗхне упракан, хушма вӗрентекен, ӑс-тӑна тата пултарулӑха аталантармалли центр евӗр ӑтвасшӑн иккен. Конференци тӗрлӗ пайран тӑнӑ, ҫав шутра — «ҫавра сӗтел», «онлайн-сесси» тата ытти ҫавӑн йышши мероприятирен. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тӗп докладсенчен пӗринпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Федоров тухса калаҫнӑ. Вӑл, тӗпрен илсен, виртуаллӑ коммуникаци пирки чарӑнса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне Андрей Федоровӑн «Библиотечная блогосфера» кӗнекине хӑтланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Астрономсем Ҫӗртен 124 ҫутӑ ҫул аяккарах вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле планетӑна тупса палӑртнӑ. Унӑн условлӑ ячӗ — «Шыв тӗнчи». Планетӑн официаллӑ ячӗ — GJ1214b. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти атмосфера пӑс евӗр. «Шыв тӗнчи» пирӗн планетӑран 2,5 хут пысӑкрах, 7 хут ҫӑмӑлрах. Астрономсен шухӑшӗпе, вӗсем унччен нихҫан уҫман планетӑн тӗсне тупса палӑртнӑ. Ҫав планета ытларах шывран тата паллӑ мар материалтан тӑрать. Ӑна ӑсчахсен палӑртма тивӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, планета ҫинчи шыв пысӑк температурӑна пула «вӗри пӑра» ҫаврӑнма пултарать. Планетӑна Чилири, Аслӑ Британири, Швейцарири, Америкӑри ӑсчахсен ушкӑнӗ уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |