Ӑслӑлӑх
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ӑсталанӑ тракторсен «Кулибин XXI» курав конкурс иртнӗ. Мероприятие трактор историйӗн ҫумӗнче йӗркеленӗ, машиностроительсен кунне халалланӑ. Куравра ҫӗнӗлӗхсемпе, ял хуҫалӑхӗшӗн усӑллӑ модельсемпе паллашма май пулнӑ. Унта хатшӑнакансен йышӗ ҫулсерен хушӑнать. Хӑшӗ-пӗри опытлӑ изобретатель те пулнӑ ӗнтӗ. Курава Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем Николай Ермаков вӗрентекенпе пӗрле «Багги» хӑвалакан автомобиль ӑсталанӑ. Унӑн двигателӗ — Жигулирен, вӑл бензинпа ӗҫлет. Конкурса пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурсӑн финалисчӗ Алексей Смиронов та килнӗ. Кашниех вӑл ӑсталанӑ хатӗрпе паллашма пултарнӑ. Куравра ытларах ҫынсем хӑйсем ӑсталанӑ тракторсем пулнӑ. Изобретательсем тӗрлӗ хуларан килнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене эрне вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Вӗсен укҫапа тата Дипломпа хавхалантарӗҫ. Чи лайӑххисене трактор историйӗн музейне вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Алексей Смирнов хӑйӗн проекчӗпе И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ. Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ. Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Сахара пушхирӗ Норвег ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн климатне модельлесе пӑхнӑ та Сахара пушхирӗ пачах та урӑхла йӗркеленме пултарнине палӑртнӑ. Енчен те унччен ӑсчахсем ҫак тӑрӑх 3 миллион ҫул каялла ҫанталӑк улшӑннине пула йӗркеленнӗ тесе шухӑшланӑ пулсан ҫӗнӗ тӗпчев Сахара пушхирӗ 7–11 миллион ҫул каялла пулса кайнине палӑртнӑ. Норвег ӑсчахӗсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта мезозой ӗмӗрӗнче Тетис ятлӑ океан пулнӑ-мӗн, вӑл типнине пула Сахара пушхирӗ йӗркеленнӗ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле Вӑтаҫӗрпе Каҫпи тата Хура тинӗс пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Асилтеретпӗр, Сахара пушхирӗ Африка континенчӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, вӑл унӑн 10% лаптӑкне йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 миллион тӑваткал метртан та ытла. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчи чи шӑрӑх вырӑнсенчен пӗри шутланать — унта 57,7° ӑшӑ палӑртма пултарнӑ. Унчченхи теорине 2008 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Германи, Канада тата АПШ ӑсчахӗсем Йоа кӳлӗри юшкӑна тӗпченӗ. Вӗсен шухӑшӗпе 6 пин ҫул каялла кӑна пушхирте кӳлӗсем чылай пулнӑ, йывӑҫсем сахал мар ӳснӗ. Вӗсен умӗн вара тепӗр ӑсчахсем Сахара 5500 ҫул каялла кӑна темиҫе ӗмӗр хушшинче йӗркеленни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Авӑн уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчери «Monaco Yacht Show 2014» курав иртмелле. Унта DeepFlight компани шывай киммисен ҫӗнӗ тӗсне хӑтласшӑн — ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл харпӑр ҫынсем валли шывай киммисен ӗмӗрне уҫма пултарӗ. Шывай киммине тытса пыма йывӑр пулнӑран вӗсенче яланах аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем кирлӗ — ҫавна май харпӑр ҫын шыв айне анаймасть, пуянран та пуяннисем кӑна ҫак ӗмӗте пурнӑҫлайраҫҫӗ. Аппарата шутласа кӑларакан компани шантарнӑ тӑрӑх вӗсен шывай киммипе ахаль ҫын та усӑ курма пултарать — управлени питӗ ансат иккен. Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан шывай киммисенчен те уйрӑлса тӑрать — вӑл клапансемпе усӑ курмасть, шыв айӗпе ҫӳреме ӑна винтсем пулӑшаҫҫӗ. Аппарат 120 метр тарӑнӑшне анма пултарать. Хӑй вӑл 1 800 кило таять, 4 метр тӑршшӗ, 2 метр сарлакӑш. Шыв айӗнче ку кимӗ 6 сехет ҫӳреме пултарать — аккумуляторсем шӑп ҫак вӑхӑта ҫитеҫҫӗ. Ҫӗнӗ аппаратпа туризм отраслӗнче анлӑ усӑ курма пуҫласса шанаҫҫӗ. Кимӗ хакӗ пӗчӗк мар — 1,5 миллион доллар. Анчах та ҫак аппаратра усӑ курнӑ технологисем шывай киммисене ҫӗнӗлле тума хистӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, ҫапла май вара вӗсен хакӗ те малашне чакма тытӑнӗ. «DeepFlight Dragon» ятлӑ шывай киммине вара хуҫисем тара пама шухӑшлаҫҫӗ — апла-тӑк шыв айӗнчи тӗнчепе паллашас кӑмӑл пуррисен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланма пултараҫҫех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнчи сӑваплӑ вырӑнта археологсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле археологи палӑкне тӗпчессин малтанхи тапхӑрӗ 2012 ҫулта пуҫланнӑ. Унти материалсене «Шупашкар хули тата унӑн тавралӑхӗ Вӑтам ӗмӗрте: Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ» кӗнекере пичетленӗ. Тӗпчев ӗҫне ӗнер тепӗр хут пуҫланӑ. Сӑваплӑ вырӑна тӗпчекенсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсӑлӑхӗсен институчӗн археологипе истори пайӗн специалисчӗсем тата Мари Элти ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ученӑйӗ Д.Ю. Ефремова. 10816 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи вырнаҫнӑ вырӑн XII–XIX ӗмӗрсене пырса тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӑлхар-чӑваш эткерлӗхӗн тапхӑрне тивет. Этнологипе археологи сведенийӗсем тӑрӑх хакласан, унта пӑлхарсен, чӑвашсен тата ҫармӑссен тӗн йӑли-йӗрки палӑрать теҫҫӗ. Ҫав сӑваплӑ вырӑн ахаль объект кӑна мар, округри ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Японири 16-ри ача тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл пулӑшнипе калаҫайман тата илтмен ҫынсем ыттисемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑсчах ҫак япалана Talk ят панӑ. Ӑна вӑл GoogleScienceFair куравра хӑтланӑ. Коммуникатор ҫыннӑн сывланине тишкерет, ҫакӑнпа усӑ курса сӑмахсем тӑвать. Ҫапла майпа вӑл илтмен ҫынсене ыттисемпе хӑйсен чӗлхипе калаҫма май парать. Хальлӗхе Talk концепт кӑна-ха. Анчах унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Хӑш-пӗр пӑтӑрмах Морзе азбукине пула сиксе тухать-мӗн. Коммуникатор вара ҫак азбука ҫине таянса ӗҫлет. Хальлӗхе вӑл Морзе азбукине 70% ҫеҫ ӑнланать. Google ертӳлӗхӗ аппаратӑн пуласлӑхӗ пысӑккине палӑртать. Анчах малтанлӑха проекта вӗҫне ҫити туса ҫитермелле. Аппарата ҫын сывлавне мар, тута хускалнине ӑнланма вӗрентесшӗн. Ҫак тӗллевсене пурнӑҫласан темиҫе ҫултан Talk лавкка сентрисем ҫинче выртӗ. Унӑн хакӗ 100 доллартан ытларах пулмассине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
NASA/JPL-Caltech/MSSS сӑнӳкерчӗкӗ Ӑсчахсем темиҫе миллион ҫул каялла Марс планета нӳрӗрех тата ӑшӑрах пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Орегон университетӗнчи тӗпчевҫӗсем Curiosity марсоход тунӑ сӑнсене тишкернӗ. Вӗсене Марс ҫинчи Гейла кратер тарӑнӑшӗнчи 3,7 миллион ҫул каяллахи тӑпра кӑсӑклантарнӑ. Тӗплӗн тишкернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ планетӑпа Ҫӗр ҫинчи тӑпрасен пӗрешкеллӗхне палӑртма май килнӗ. Curiosity тунӑ сӑнсем ҫинчи тӑпра ҫурӑлса кайнӑ сийлӗ, сульфат йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, эллипс евӗр шӑтӑксемпе. Кунашкал тӑпрана Антарктикӑри Типӗ Тӳремре тата Чилири Атакама пушхирте тупма пулать-мӗн. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал тӑпра Марс ҫинче малтан пурӑнма май пулнине ҫирӗплетмест. Анчах темиҫе ҫул каялла ҫак планета ӑшӑрах тата нӳрӗрех, пурӑнма меллӗрех пулни пирки калама пулать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Чӑваш Енре утӑн 18-24-мӗшӗсенче инновацисемпе нанотехнологисен «Наноград-Ч» ҫуллахи шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗн ҫумӗнче (Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ) иртӗ. Ҫуллахи шкулта 200 ытла ҫын вӗренӗ. Кашни кун кружоксем ӗҫлӗҫ. «Роснано» проект команийӗсем ятарлӑ задачӑсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене ачасен вӗренмелле, смена вӗҫӗнче тупсӑмӗпе паллаштармалла. Унтан ҫуллахи шкулта вӗреннӗ ачасем «Роснано» предприятийӗсене ҫитӗҫ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашӗҫ. Ҫуллахи шкулта пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗлпулу иртӗ. Кунсӑр пуҫне «Наноград-Ч» шкулта Раҫҫейри паллӑ ӑсчахсем, топ-менеджерсем, ертсе пыракан специалистсем лекци вулӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Мускав патшалӑх университетӗнчи факультет деканӗ Евгений Гудилин, Сергей Ляпунов топ-менеджер, «Роснано» элчисем, Чӑваш Енри аслӑ шкулсен тата наноиндустри предприятийӗсен вӗрентекенӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ? Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ. Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ. Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
Мускава кайнӑ ентешсем Нумаях пулмасть Чӑваш Енри ҫамрӑк изобретатель Максим Смирнов Патшалӑх Думинче «Ҫамрӑк техниксем тата изобретательсем» Пӗтӗм Раҫҫей конференцийӗнче хӑйӗн проекчӗпе паллаштарнӑ. Вӑл — «ҫуртра куҫса ҫӳремелли транспорт». Максим ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ, тав ҫырӑвӗпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Конференцие хутшӑннисенчен 13-шне ҫеҫ палӑртнӑ. Вӑл йышра — пирӗн ентеш те. Мускава Максим Смирнов пӗччен кайман. Унпа пӗрле икӗ чӑваш делегачӗ пынӑ: Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗ Роман Чечнев тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Александр Максимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |