Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне пӗтӗмлетнӗ. Акцие 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Аса илтерер: диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырнӑ. Диктант кӑтартӑвӗсене пӗр уйӑх тишкернӗ. Штаб ӗҫченӗсем Раҫҫейри ҫынсем ӑна вӑтамран миҫе баллӑх ҫырнине палӑртнӑ: 100-тен 54 балл пухнӑ. Диктанта чи лайӑх ҫыракансем — Тутарстан ҫыннисем. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Кабардино-Балкари тата Смоленск облаҫӗ лекнӗ. Амур облаҫӗ чи сахал балл пухнӑ. Чӑваш Енри ҫынсем вара диктантра вӑтамран 57,3 балл пухнӑ. Ҫапла пирӗн республика танлаштарӑмра 20-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 12 ҫулти хӗрача та диктанта хутшӑннӑ. Вӑл — чи ҫамрӑкки. Мӑкшӑ Республикинче вара 80-ри арҫын диктант ҫырнӑ. Ку акцие ҫулсеренех ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарта ҫурална хӗр Мускавра экстремистсем патӗнче тыткӑнра пулнӑ. Елена М.-н амӑшӗ полицие пӗлтермен пулсан, тен, никам та хускалмӗччӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн хӗрне ИГИЛа () ямашкӑн тытса тӑнӑ. Оперативниксем хӗре Мускавӑн хӗвеланӑҫ енче тупнӑ. Унта вӑл сакӑр арҫынпа пурӑннӑ. Елена М.-на савнийӗпе пӗрле хваттерте пӗр уйӑх хупса усранӑ. Ахӑртнех, хӗре психотроплӑ япаласем ӗҫтернӗ. Оперативниксем пӑлӑртнӑ тӑрӑх, унччен Елена Сири ҫыннипе тӗл пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл тӗне улӑштарнӑ. Унтан Карачай-Черкесси ҫыннипе пурӑнма тытӑннӑ. Халӗ ҫав хваттерте пурӑннӑ арҫынсене полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. ИГИЛ — Раҫҫейри тата ытти ҫӗршывсенчи ӗҫне чарнӑ террористла пӗрлешӳ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Канашри водительсен курсӗнчи занятире пулнӑ пӑтӑрмах пирки телекуравпа кӑтартнӑ. «Калина» машина салонӗнче тосол сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна пула ҫав курсра вӗренекен хӗр пиҫсе кайнӑ. Ура айӗнче вӗри тосол пӗрӗхме тытӑнсан хӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине часах салтайман. Инструктор ӑна пулӑшман. Хӗр каланӑ тӑрӑх, НТВ телеканалти ӳкерӳ ушкӑнӗ киличчен автошкулти ертӳлӗх ун патне пӗрре те шӑнкӑравламан. Директор патне камерӑпа килсен лешӗ тӳрре тухмалли сӑлтав тупнӑ: «хӗр хӑй мӗншӗн унпа ҫыхӑнман?» Инструктора ӗҫрен кӑларма шантарнӑ вӑл. Хӗрӗн сипленмешкӗн хӑйӗнех эмел илмелле. Кун пирки директора каланӑ. «Кӗсьерен укҫа кӑларса тыттармалла-и?» — тенӗ лешӗ. Ҫаплах тунӑ вӑл: кӗсйинчен 5 пин тенкӗлӗххи кӑларнӑ та расписка ҫыртарса хӗре тыттарнӑ. Ҫав машина халӗ экспертизӑра-мӗн. Инструкторӑн шухӑшӗпе, ку «савутрах тунӑ кӑлтӑкшӑн» пулнӑ. Анчах вӑл хӗре мӗншӗн пӗрре те килсе курман? Хуравӗ ансат: «Ҫулӗ инҫе». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет. Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ. — Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Таджик олигарх хӗрӗ Мадина Шокирова Мускавра 27 ҫулти пӗр хӗр хӗрӗх миллион тенкӗ тӑракан туй кӗпипе качча тухнӑ. Пӗр тени тӗрӗсех мар: ахаль-махаль ҫыннӑн ачи-пӑчи мар вӑл — Таджикистанри нефть олигархӗн Илхом Шокировӑн хӗрӗ. 27 ҫулти Мадина Шокирова туйне Мускаври Radisson Royal «Конгресс-парс» хӑна ҫуртӗнче кӗрлеттернӗ. Британи дизайнерӗ хатӗрленӗ 40 миллион тенкӗ тӑракан туй кӗписӗр пуҫне олигарх хӗрӗ наци тумӗпе те хӑнасен умне тухнӑ. Каччине Сардор тесе чӗнни паллӑ. Пуянсен ӗҫкинче 900 ҫын таран хӑналаннӑ текен хыпар ҫӳрет. Сцена ҫине Филипп Киркоров, Стас Михайлов тата ытти юрӑҫсем тухнӑ. Уяв каҫне Иван Ургант ертсе пынӑ. Туй хӑнисем валли 3 метр тӑршшӗ торт хатӗрленӗ. Ӑна Ренат Агзамов кондитер пӗҫернӗ. Туй ирттерме 30 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре чи хӑрушсӑр хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар унта малти вырӑна лекнине палӑртма кӑмӑллӑ. Ыйтӑм ирттернӗ чухне респондентсене «Эпӗ хӑрушсӑр районта пурӑнатӑп, каҫхине киле кайма хӑрамастӑп» тенине 1-10 балпа хаклама ыйтнӑ. Пӗтӗмре Раҫҫейре пурӑнакан 310 пин ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Вӗсен хуравӗсене тишкерсе танлаштарӑма хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи хӑрушсӑр хуласен йышне Грозный, Нижневартовск, Сочи хулисем кӗнӗ. Вӗсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Шупашкар 7,4 балл пухса 7-мӗш вырӑна тухнӑ. Чи хӑрушӑ хуласем — Волгоград, Шахт, Астрахань, Новокузнецк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫейри 85 регионта та географи диктантне ҫырӗҫ. Пӗлтӗр акцие Общество Канашӗн Попечительлӗхӗн Председателӗ Владимир Путин тата Вырӑс географи обществи пуҫарнипе йӗркеленӗ. Диктантра 30 задани пулӗ. Вӗсем йывӑрлӑхӗпе пӗрешкел мар. Вӗсене пурнӑҫламашкӑн 45 минут парӗҫ. Пӗлтӗрхи пекех, диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗн ЧПУра ҫырӗҫ (ҫӗнӗ корпус). Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле районӗсенче, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче те лапамсем йӗркелӗҫ. Диктанта ҫырас текенсен тӗнче тетелӗнче регистрациленме пулать ӗнтӗ. Тӗплӗнрех 8(8352) 45-26-53 номерпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать, координаторӗ – Инна Витальевна Никонорова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ «Раҫҫей Федерацийӗн чӗлхисем ҫинчен» саккунти чӗлхесене дискриминацилекен пайсене пӑрахӑҫлама ыйтса Патшалӑх Думин председетелӗ Вячеслав Володин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Ҫак 53-ФЗ номерлӗ саккунпа килӗшӳллӗн рекламӑра вырӑс чӗлхипе яланах усӑ курмаллине палӑртнӑ иккен. Кунпа чӑваш хастарӗсем килӗшесшӗн мар. Ун вырӑнне ирӗклӗхҫӗсем реклама чӗлхине Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи патшалӑх чӗлхийӗсенчен ирӗклӗ суйлама май туса пама ыйтнӑ. Хӑйсен сӗнӗвне вӗсем РФ Конституцийӗнче ҫын правине чӗлхе тӗлӗшӗнчен хӗсме юраманни ҫине таянса хатӗрленӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх енчен те хальхи саккуна пӑхӑнас пулсан чӑвашла рекламӑланаканӑн ӑна ҫавӑн пекех тата вырӑсла та хатӗрлемелле. Ку вара тӑкаксене ӳстерет, пӗлтерӗве паракана тӑван чӗлхепе вырнаҫтарассинчен пистерет. |
Раҫҫейре
![]() Ҫак кунсенче ИӖМ ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Сисӗмлӗ чӗре кӗввисем» фестиваль иртнӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта йӗркеленнӗ. Конкурса Раҫҫейри 33 хуларан килнӗ. Виҫӗ кунра жюри пайташӗсем чи лайӑх юрӑсене суйланӑ, кайран вӗсене Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ гала-концертра шӑрантарнӑ. Пирӗн ентешсем, «Служу Отечеству» ансамбль, виҫӗ номинацире малти вырӑнсене йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсем конкурсра ҫӗнтернӗ. ИӖМ вӗренӳ заведенийӗсен хушшинче пӗрремӗш вырӑна Иваново облаҫӗ йышӑннӑ. Гран-прие вара Томск облаҫӗнчи пушарнӑй Максим Борков тивӗҫнӗ. Вӑл вокал енӗпе 15 ҫул ӗҫлет. Конкурсҫӑсене ҫӑмӑлах килмен. Вӗсем виҫӗ ҫӗнӗ юрӑ шӑрантарнӑ: иккӗшӗ — пушар хуралӗ пирки, тепри — ҫӑлавҫӑсем ҫинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Евгения Семенова Раҫҫейре чи лайӑх терапевтсен танлаштарӑмне пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта пирӗн 9 ентеш кӗнӗ. Танлаштарӑма пӗтӗмпе Раҫҫейри чи лайӑх 500 терапевт кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче Хулари клиника центрӗнче ӗҫлекен Наталия Казакова пур. Вӑл ку ӗҫре — 21 ҫул. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче вӑй хуракан Алена Шабалина, Хулари клиника центрӗн терапевчӗ Екатерина Лявкина, Хулари 7-мӗш пульница ӗҫченӗ Владимир Васильев, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗ Евгения Семенова, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин терапевчӗ Гелюся Феизова, Хулари клиника центрӗн врачӗ Олеся Ильина, Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульницин ӗҫченӗ Любовь Леонтьева та ТОП-500 Раҫҫейри танлаштарӑма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |