Культура
![]() Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ. Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ. Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ. Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет. Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ. Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ. Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ. |
Персона
![]() Геннадий Константинов Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. 35-ри арҫынна мӑшӑрӗ, аппӑшӗ шырать. Полицие те пӗлтернӗ вӗсем. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Геннадий мӑшӑрӗ патне ҫыннӑн телефонӗнчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл киле Шӑмӑршӑна килме хатӗрленнине каланӑ. Геннадин телефонӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ-мӗн. Черкизово метро патӗнче вӑл ҫынран телефон ыйтса арӑмӗ патне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа вӑл кӗскен ҫеҫ калаҫнӑ. Унччен вӑл ун пек ҫухалса ҫӳремен. Уйрӑм паллисем: сулахай айккинче операци тунӑ йӗр пур, тепӗр енче – пиҫсе кайнӑ йӗр. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк, ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан полицие шӑнкӑравласа хыпарлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Малтикасра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, 11 сехетре икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ ҫемье кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫулӑм малтан пӗр пӳрте ярса илнӗ, унтан теприн ҫине куҫнӑ. Пӗрремӗшӗнче ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ, иккӗмӗшӗнче – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын. «Ҫунса кайнӑ ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫемьери ача чӗртсе янӑ теҫҫӗ. Пушарта ҫунса вилекенсем пулман пулмалла», - тенӗ халӑх корресподенчӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. 15 сехет ҫурӑра вӗсем унтах пулнӑ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Малашне Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче куҫман пурлӑх патшалӑх реестрӗнчен выписка та илме пулать. Ҫӗнӗ электронлӑ сервиса РФ Цифра министерствипе Росреестр хута янӑ. Анчах документа илме порталта учетлӑ ҫыравӑн ҫирӗплетни пулмалла. Вӑл харпӑр кабинета электронлӑ документ пек килет. Ӑна Росреестрӑн должноҫри сӑпачӗ тӗрӗслесе алӑ пусать, пичет те пулать. Документа илнӗшӗн Росреестр палӑртӑ чухлӗ укҫа тӳлемелле. 2022 ҫул вӗҫне порталта Росреестрӑн массӑллӑ пӗтӗм пулӑшӑвне пама тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Влаҫ органӗсен порталӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине пичетленӗ. Декларацире кӑтартнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӑл 4 418 271,33 тенкӗ тупӑш тунӑ. Ку – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен. Шутласан, вӑл Элтепер тата ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ пек уйӑхне 400 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, депутатра ӗҫленӗ чухне вӑл декларацие тупӑш нумайрах кӑтарнӑ: 5,4 миллион тенкӗ. Ҫапах, пӗтӗмӗшле илсен, Элтепер халӗ те унран сахалрах ӗҫлесе илмен. Хушма тупӑшӗ – 1 128 523,90 тенкӗ. Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Хӗрарӑмсен канашне ертсе пыма тытӑннӑ Наталья Николаева, унӑн мӑшӑрӗ, 216 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ 36 пинпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш пулнӑ: 335 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 293-мӗш Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн, Мускаври мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн тӗп, Чӑваш Енри организацийӗсен муфтийӗ Альбир Рифкатович Крганов «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пек майпа ӑна халӑхсем хушшинчи йӑла тата культура йӑли-йӗркине, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетметӳпе хывнӑшӑн хаклас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫитес ҫултан 3-мӗш тата 65-мӗш маршрутсем ҫӳреме пӑрахӗҫ. Ку постановлени проектне хула администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ун вырӑнне «Садовы» микрорайонтан «Ҫӗнӗ хула» микрорайона 66-мӗш маршрут ҫӳрӗ. Вӑл Айхи проспектӗнчен Хмельницкий урамне ҫитӗ, Фучик урамӗпе Гагарин урамне кайӗ, унтан – Калинин урамӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Шупашкар проспекчӗ. Расписанипе килӗшӳллӗн Машиностроительсен тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, унтан – Кабель тӑкӑрлӑкне. Кунсӑр пуҫне 30-мӗш маршрут «Садовый» микрорайона кӗме пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене тата тепӗр икӗ йышши вакцина килсе ҫитнӗ. Маларах кунтисене кӑшӑлвирусран «Спутник V» вакцинӑпа привика тӑватчӗҫ. Халӗ пирӗн тӑрӑха ҫӗнӗ йышшисем, унччен пулманнисем килсе ҫитнӗ. Кун пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ. Пирӗн региона «ЭпиВакКорона» вакцина килме пуҫланӑ. «Гам Ковид Вак» вакцинӑпа танлаштарсан ку препарата инҫе ҫула шӑнтмасӑр илсе кайма май пур. «ЭпиВакКорона» вакцинӑн пӗрремӗш партине медицина организацийӗсене тата Шупашкарти прививка пункчӗсене валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗпе республика Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулӑва Раҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн пуҫлӑхӗн Атӑлҫи тӑрӑхнчи ҫарӗсен ведомствӑлла мар хурала тата лицензипе ирӗк паракан ӗҫе йӗркелесе пыракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Павел Дегтярёв хутшӑннӑ. Росгвардин Чӑваш Енре управленине Дмитрий Расчетов ертсе пырӗ. Ӑна ҫак должноҫе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Дмитрий Расчетов РФ Шалти ӗҫсен министерствин Барнаулти юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 2000 ҫулсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2014 ҫулта Алтай Республикинчи ведомствӑлла мар хурал пайне ертсе пыма тытӑннӑ. 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе Росгвардин Алтай Республикинчи упралвенине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |