Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. 50 ҫулти арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртри подъездри хуҫалӑх блокӗнче икӗ велосипед тата электросамокат упранӑ. Ирпе тӑрать те — подъездра хӑварнӑ пурлӑх ҫуккине асӑрхать. Оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче пӗр велосипеда тупма май килнӗ. Вӑл преступлени вырӑнӗнчен инҫе мар пулнӑ. Пакунлисем халӗ вӑрра шыраҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, велосипедпа электросамоката видеокамера тӗлне лекнӗ каччӑ йӑтса кайма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() kccc.ru сайтри сӑн «Росельхозцентр» специалисчӗсем Чӑваш Енри уйсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирте вӗтӗ сиенлӗ пӑрҫӑ (выр. Хлебная блошка) ӗрченӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк вӗсемшӗн меллӗ тӑрсан малтан сӑтӑрҫӑсем кӗрхи культурӑсем ҫинче тупӑнаҫҫӗ, унтан – ҫурхисем ҫинче. Пӑрҫасем уйрӑмах хӗвеллӗ шӑрӑх ҫанталӑкра хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Кун пек условисенче вӗсем хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче нумай. Хуҫалӑх ертӳҫисене лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() TikTok валли видеоролик ӳкернӗ май шкулта вӗренекен икӗ хӗрача улӑм тивертнӗ те Пермь крайӗнчи фермӑна ҫунтарса янӑ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче крайри ГУ ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Икӗ шкул ачи ӗнер Нытва районӗнчи фермӑна лекнӗ те унта 195 т ытла улӑм капанӗсем тупнӑ. Ролик ӳкерес тесе вӗсем улӑм куписене вут тивертсе сӳнтерме тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫулӑм тухнӑ хыҫҫӑн ферма ҫурчӗ хыпса илнӗ, хӗрачасем вара тарнӑ. Ферма пурлӑхӗ 150 пин тенкӗлӗх ҫунса кайнӑ. Кам вут тивертнине участковӑй палӑртнӑ. Правӑна сыхлакан органсен сотрудникӗсем хӗрачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫу ирттернӗ. «РИА Новости» полици ҫапла хыпарланине пӗлтерет: «Ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе РФ КоАПӑн «Ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫитменнисене ӳстерес тата воспитани парас тӗлӗшпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламанни» 5.35 статьян 1-мӗш пайӗ тӑрӑх административлӑ майпа йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырнӑ». Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Ферма хуҫи суд урлӑ вӗсен ашшӗ-амӑшӗнчен сиен кӳнине шыраса илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ. Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ. «Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор. Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторнех ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса пачӗ. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moment-istini.com сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 76 ҫулти арҫын машинӑпа ҫула тухнӑ, лавккана кӗнӗ чухне лартса хӑварнӑ. Каялла тухнӑ – вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Каярахпа ҫакӑ палӑрнӑ: ватӑ арҫын ӑна ӑҫта лартса хӑварнине маннӑ. Полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнчи лавккана кӗнӗ. Унтан тухса хӑйӗн машинине тупайман. Малина хӑйех шыранӑ, кайран полицие кайнӑ. Машина ӑҫталла кайнине камерӑсем тӑрӑх пӑхнӑ. Анчах маршрут арҫын каласа кӑтартнипе пӗр килмен. Тӑванӗсем те ватӑскер юлашки вӑхӑтра ӑс-тӑн арпашӑннипе аптӑранине каланӑ. Машинӑна тепӗр кунхине арҫыннӑн ҫуртӗнчен инҫе мар тупнӑ. Вӑл чип-чиперех ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() expert-content.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ тепӗр йӗркене ҫемҫетме йышӑннӑ. Халӗ шӑпах ача пахчисенче шкул ӳсӗмне ҫитнӗ шӑпӑрлансен уявӗсем иртеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ашшӗ-амӑшне те кӗртӗҫ. Анчах, паллах, йӗркене пӑхӑнмалла. Уявсем ача пахинче ушкӑнра иртӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн унта кӗме юрать, анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалла. Сӑн тата видео ӳкерекенсене, ытти ҫынна вара уява чӗнме юрамасть. Сӑмах май, ӗнрехи кун тӗлне республикӑри ача пахчисенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 3 тӗслӗхе ҫеҫ шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() irinafomenco.blogspot.com сайтри сӑн ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ. Ҫемьере 9 е 10 ача ӳсекен тӗслӗхсем те пур. Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсене шута илсен, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ палӑрмаллах нумайланнӑ. Ку тапхӑрта виҫӗ ачаллӑ 835 ҫемьене шута илнӗ. 182 ҫемьере тӑваттӑмӗш пепке ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсен йышӗ сахалрах пулнӑ: 787 тата 161. Шупашкарти Калинин районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ҫак тапхӑрта 10-мӗш ача ҫуралнине шута илнӗ. Шупашкарти Мускав районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче 9-мӗш пепке кун ҫути курнӑ ҫемьесем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнче иномарка ҫунма пуҫлани пирки пушарнӑйсем патне хыпар ҫитнӗ. Вӑл мӑкӑрланнине чи малтан автомастерской ҫыннисем асӑрханӑ. Ара, машина вӗсенчен инҫех мар ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах ҫак ӗҫе кам тунине те палӑртмалла-ҫке-ха. Полицейскисем машна хуҫиех айӑплӑ тесе шухӑшланӑ. Чӑнах та ҫапла иккен. 41 ҫулти арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл «Тайотӑна», 2008 ҫулта кӑларнӑскере, темиҫе уйӑх каялла туяннӑ. Хайхискер ҫывӑх ҫыннипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн лавккана кайса ҫунакан шӗвек илнӗ те машинӑна сапса ҫунтарса янӑ. Унран тимӗр каркас ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫул уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти музыка училищинче Питӗрти тӗлӗнтермӗш музыкҫӑсемпе: Павел тата Мария Степановсемпе – тӗлпулу иртӗ. Павел – аранжировщик, Питӗрти Параппанҫӑсен парачӗн инструкторӗ, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн Рекордсен кӗнекине, 2019 ҫулта тӗнчери Гиннесс кӗнекине кӗнӗ, преподаватель, Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен жюри пайташӗ, Раҫҫейри тата Европӑри «Rudimental start by Pavel Stepanov» тытӑм авторӗ, рудименталлӑ «Sky Rhythm» параппан ушкӑнӗн йӗркелӳҫи тата ертӳҫи, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсем валли ҫырнӑ пьесӑсемпе кӗнекесен авторӗ. Мария – пӗчӗк параппан валли ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ, Мравинский ячӗллӗ музыка шкулӗн ҫапса каламалли инструментсен класӗн преподавателӗ, Питӗрти «ФОРМУЛА РИТМА» параппанҫӑсен ушкӑнӗн йӗркелӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Кушак «Йӗкехӳреллӗ хуласен» танлаштарӑмӗнче Чикаго ултӑ ҫул ӗнтӗ чи малти вырӑна йышӑнать. Tree House общество организацийӗ «Кушак ӗҫӗ» компание ирттернӗ май 2021 ҫул тӗлне Чикагора пурӗ пин кушак кӑларса янӑ. Чӗрчунсене вӗсем 2012 ҫултанпа хула районӗсене шӑшисемпе йӗкехӳресенчен хӑтарас тӗллевпе илсе килсе яраҫҫӗ. Tree House-а лекнӗ хыҫҫӑн кушака малтан ҫуса тасатаҫҫӗ, кастараҫҫӗ, кайран вара кӑшлакан чӗрчунсем йышлӑ ӗрченӗ ҫурта е коммерциллӗ пӳлӗме пурӑнма яраҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуҫисен кушака апатпа, шывпа тивӗҫтермелле, вӗсене пӑхсах тӑмалла. Организаци пайташӗсем шухӑшӗ тӑрӑх, экологи енчен пӑхсан, йӗкехӳресемпе кӗрешме кушаксемпе усӑ курни наркӑмӑшланинчен лайӑхрах. Tree House ҫакна та палӑртать: ку программӑра вӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула приюта каялла леҫме май ҫук кушаксемпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсен малтанхи ҫуртне ишнӗ пулсан. Унсӑр пуҫне, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа паракан хыпарта вӗсем ҫакна палӑртаҫҫӗ: программӑра вӗсем кил таврашӗнче пурӑнма хӑнӑхман, тискерленсе кайнӑ кушаксене ҫеҫ явӑҫтараҫҫӗ. Tree House ӗҫченӗ Сара Лисс каласа панӑ тӑрӑх, клиентсене йӗкехӳресем нумайланса кайни питӗ килӗшмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |