Республикӑра
![]() Шупашкарта Максим Егоров-Курмыш ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш каччи пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Питӗртен Владивостока ҫити чупма тухнине, халӗ ҫитес ҫӗре ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Максимӑн маршручӗ 10 пин ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна вӑл 1 ҫул та 2 уйӑх та 17 кунра чупса тухнӑ. Максим Владивостокра пысӑках мар лектори ирттернине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Каччӑ ҫулҫӳрев пирки каласа кӑтартма тӗрлӗ хулара (Максим Шупашкар, Мускав, Питӗр хулисене асӑннӑччӗ) тӗлпулусем ирттерес шухӑшлине хыпарланӑччӗ. Шупашкарта ҫулҫӳревҫӗпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗл пулма май килӗ. Курнӑҫу 15 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раиса Ахметбекова юрӑҫ, педагог куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 1959 ҫулта уҫӑлнӑ Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш солистки пулнӑ. Унта вӑл 1966 ҫулччен ӗҫленӗ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раиса Назаровна чӑваш культурине аталантарма 50 ҫул ытла тӳпе хывнӑ, ҫав шутран 46 ҫулне Шупашкарти музыка училищинче педагогра ӗҫлесе ирттернӗ. Хӑй вӑл Узбекистанри Андижан хулинче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗсӗр, унтан амӑшӗсӗр тӑрса юлнине пӑхмасӑрах вӗренме ӑнтӑлнӑ. Малтан музыка училищинче ӑс пухнӑ, унтан – Ташкентри консерваторире. Юлашкинчен асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчен диплом алла илсе тухсан тепӗр ҫулхине Чӑваш Ене куҫса килсе кунта уҫӑлнӑ музыка театрне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑнарӗ Федор Васильевӑн «Шывармань» оперинчи Сарпи пулнӑ. Сарпи партине вӑл чӑвашла юрланӑ. Пирӗн чӗлхене ӑша хывма ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулӑшнӑ. Пултаруллӑ та хитре, килӗшӳллӗ узбек хӗрне «пысӑк хура куҫлӑ пӗчӗк Сарпи» тенӗ. Раиса Ахметбековӑна вӗренекенӗсем те питӗ юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проект хута ярасшӑн. Вӑл автор юррисен тематика фестивалӗ. Юрӑсене кирек мӗнле жанрпа ҫырма юрать. Конкурса пӗр автор та ушкӑн та хутшӑнма пултарать. Ӳсӗм те пӗлтерӗшлӗ мар. Юрӑ вырӑсла е чӑвашла пултӑр, анчах 3,5 минутран ытларах мар. Юрӑ теми – Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен жюри чи лайӑххисене суйлӗ. Вӗсем вара «Уҫӑ хула» порталта иртекен сасӑлав хутшӑнаҫҫӗ. Тӗп парне – 30 пин тенкӗ гонорар. Заявкӑсене gcheb_kult@cap.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Республикӑри ялсенчи вулавӑшсем валли кӗнекесем пухаҫҫӗ. Акцие Пӗтӗм Раҫҫейри вулавӑшсен кунне халалланӑ. Уява ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. «Кӗнеке инвестицийӗ» акцие Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Акципе килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансем хӑйсен вуласа тухнӑ кӗнекисене е ҫӗнӗ кӑларӑмсене ялти вулавӑшсене пама пултараҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, Россельхозбанкӑн кирек хӑш офисне пырса памалла. Вулавӑш валли илсе килнӗ кӗнекен ҫӗтӗк пулмалла мар. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пухнӑ кӑларӑмсене районти вулавӑшсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пыл квасӗ туса кӑларакан лини ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи «Мелилотус» тирпейлекен кооператив уҫнӑ. Продукцие «Чӑваш пылӗ» ятпа сутӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Правительстви ял хуҫалӑхӗ енӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшать. Канаш районӗнчи потребитель кооперативӗ грантпа 40 миллион тенкӗллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл укҫапа пурлӑхпа техника базине аталантарма, ҫӗнӗ производство корпусӗ хӑпартса лартма, хальхи вӑхӑтри оборудовани туянма май килнӗ. Ял ҫыннисемшӗн те лайӑх. Вӗсем валли ӗҫ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнертенпе, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнченпе, Шупашкартан ҫӗнӗ авиарейс уҫӑлнӑ. Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленине эпир кӑрлач уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой. Екатеринбурга «РУСЛАЙН» авиакомпани тунтикунсерен тата кӗҫнерникунсерен илсе ҫӳрӗ. Тунтикун самолет 19 сехет те 25 минутра ҫула тухӗ, Екатеринбургран — 17 сехет те 10 минутра; кӗҫнерникун самолёт Шупашкартан 15 сехетре вӗҫсе кайӗ, Екатеринбургран — 12 сехет те 45 минутра. Пассажирсене 50 вырӑнлӑх «CRJ100/200» самолётпа турттарӗҫ. 829 километра 1 сехет те 30 минут вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицийӗ иртет. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫула вӑхӑтлӑха хупаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе тата Ленин проспекчӗпе, Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ таран, транспорт ҫӳремӗ. Машинӑсем кӑна мар, общество траспорчӗ те урӑх ҫулпа ҫӳрӗ. Ҫула парад репетицийӗ вӗҫленсен хупӗҫ. Вӑл миҫе сехетре пӗтессине вара хальлӗхе пӗлтермен. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ пулӗ. Ун чухне ирхи 8 сехетренех ҫӳлерех асӑннӑ ҫула пӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() otr-online.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Турханкасси ялӗнче ҫу уйӑхӗнчи уявсем умӗн инкек пулнӑ. Унта арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл тӑкӑрлӑкра 56-ри хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗр ҫине йӑвантарнӑ. Хайхискер ӑна пӑвма пуҫланӑ. Хӗрарӑм сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ. Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() @dkhimik21 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ветерансем валли урамрах концерт лартса панӑ. Сцена ҫинче артистсем тата шкул ачисем пулнӑ. Концерт ӗнер пулнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 76 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ концертра ветерансене тӳре-шара, шкул ачисем, хула ҫыннисем саламланӑ. Ҫапла ҫамрӑк ӑру ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, вӑрҫӑ ачисене сума сунине кӑтартнӑ. Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра кунашкал концерт ватӑ ҫынсемшӗн шӑпах та меллӗ. Чиртен сыхланас тӗллевпе вӗсене халӑх ҫӳрекен вырӑна тухма сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Парад та вӗсемӗрех иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Вӑл «Молодежный–Патӑрьел–Шӑнар» автоҫулпа пынӑ. «Авантис» спорт мотоциклӗпе ҫула тухнӑ 26 ҫулти каччӑ хирӗҫ килекен ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ, унтан ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑни те витӗм кӳнӗ-тӗр. Ҫул ҫинчи инкеке пула ҫамрӑк ҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй Красноармейски районӗнчен пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑха пӑхӑнманшӑн пӗлтӗр каччӑна административлӑ майпа 6 хутчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |