Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Черчен чечексем» ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн республикӑри фестиваль-конкурсӗн тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне маларах асӑннӑ культура керменӗ (вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ шутланать) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерне. Пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑра 300 ытла ача (ҫав шутра — пултарулӑх ушкӑнӗсемпе 7-16 ҫулсенчи ачасем) хутшӑннӑ. Вӗсен тӑрӑшӑвне «Вокал», «Фольклор», «Хореографи», «Инструмент пултарулӑхӗ», «Илемлӗ сӑмах», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисенче хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ Оксана Комиссарова концертмейстер пурнӑҫран уйрӑлни пирки хурланса пӗлтернӗ. Хурлӑхлӑ хыпара Фейсбукра ӗнер вырнаҫтарнӑ. Оксана Юрьевна — аслӑ квалификаци категориллӗ концертмейстер, пӗтӗм ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗ тата дипломанчӗ. Культура тата ӳнер институтӗнче Оксана Комиссарова 2009 ҫултанпа ӗҫленӗ. Малтанах хор дирижирӗсемпе халӑх юррин кафедринче тӑрӑщнӑ, тепӗр ҫулхине вокал ӳнерӗн кафедрине куҫнӑ. Ректорат, профессорсемпе преподавательсем ӗҫтешӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑшӑн хурланнине пӗлтереҫҫӗ. Оксана Комиссаровӑпа ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Прощание состоится 5 мая в 10:00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() © Hector Vivas/Getty Images Мексикӑн тӗп хулинче паян пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ. Инкеке пула 23 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 65 ҫын пульницӑсене лекнӗ. Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ. Пуйӑсӑн икӗ вакунӗ 10 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. Йӑтӑнса аннӑ кӗпер айне темиҫе машина та лекнӗ — вӗсем вӑл вӑхӑтра ун айӗн пынӑ пулнӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӗпер ҫинче маларах ҫурӑксем палӑрнӑ — вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн метро линине тӗппипех тӗрӗслесе тухӗҫ. Сӑмах май, ҫак линине, 12-мӗш номерлине, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута янӑ. 2014 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑха хупнӑ пулнӑ — ун чухне метрокӗпере тунӑ чухне йӑнӑшсем пулни ҫиеле тухнӑ. Юсавсем ирттернӗ хыҫҫӑн метрокӗпере хута янӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи кашни яла асфальт ҫулпа темиҫе ҫул каяллах ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кайран ялти ҫулсене те е асфальт, е вак чул сарма тытӑнчӗҫ. Ҫапах та 21-мӗш ӗмӗрти ырлӑх ҫитмен урамсем те пур-ха. Вӗсенчен пӗринче васкавлӑ пулӑшу машини лакса ларнӑ. Чирлӗ ҫын патне пынӑ тухтӑрсем автомобильтен анса ҫуран кайнӑ. Утса мар, чупса. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинине ялти пӗр тракторист лачакаран туртса кӑларнӑ. Унтан чирлӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ, Шупашкарти «Уяв» фольклор ансамблӗ хӑйсен ӗҫне юратнипе пурнӑҫлакан пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ ушкӑн Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗнче шутланса тӑрать. Ансамбле Раҫсей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пырать. Пултарулӑх ушкӑнӗ конкурсра ҫӗнтерсе 2 миллион тенкӗ укҫана тивӗҫнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 84 регионӗнчи 263 коллектив хутшӑннӑ. 40 коллектив I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ, 20-шне лауреат тесе йышӑннӑ. Вӗсем Мускавра раштав уйӑхӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей Ҫарӗн ҫар ҫыннисене халалланӑ темиҫе конструкцие вандалсем сиенлетнӗ. Плакатсем Рашчара вырнаҫнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, ҫак ӗҫе кам тунине палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ хушнипе йӗрке хуралҫисем вандалсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ. Ӗҫ мӗнле пурнӑҫланса пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Тен, иртен-ҫӳрен ҫак ӗҫе кам тума пултарнине асӑрханӑ? Эппин, часрах кун пирки полицие пӗлтерӗр. Телефон номерӗ: 73-8-02, 102. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() konakovograd.ru сайтри сӑн Паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 12-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. «Ахӑртнех, вӑл иккӗмӗш хутран ӳкнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм мӗншӗн вилнине палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Михаил Тимофеевич Наташкин 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Михаил Тимофеевича 1942 ҫулта фронта илсе кайнӑ. Вӑрҫӑра вӑл икӗ хутчен аманнӑ. Иккӗшӗнче те салтак вилмеллех аманнӑ тесе шухӑшланӑ, тӑван килне вилнӗ хутне янӑ. Ҫапла унӑн амӑшӗ усал хыпара икӗ хутчен илнӗ. Воронежра амансан салтак госпитальте виҫӗ кун тӑна кӗмесӗр выртнӑ. Ҫумӗнче документсем пулман, ҫавӑнпа чаҫре вӑл вилнӗ тесе шутланӑ, амӑшӗ патне вилнӗ хутне янӑ. 1943 ҫулта Донецк облаҫӗнче вӑл иккӗмӗш хутчен аманнӑ. Ҫав кун ҫапӑҫура нумай салтак вилнӗ. Аманнисем те самай пулнӑ, ҫав йышра – Михаил та. Урине амантнӑскере икӗ салтак ҫӑлнӑ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн чӗррисене шыранӑ, Михаила тупайман. Ҫавӑн чухне те тӑван килне вилнӗ хутне янӑ. Михаил Наташкин Ҫӗнтерӗве Украинӑра кӗтсе илнӗ. Киле 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ryazpressa.ru сайтри сӑн Етӗрне районӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнине пула пушар алхаснӑ. Унашкалли республикӑра кӑҫал пӗрре мар пулнӑ. Ҫапах ҫынсем ҫакна уямаҫҫӗ, пур-пӗрех ҫӳп-ҫап ҫунтараҫҫӗ. Ҫулӑм вара типӗ курӑк тӑрӑх кайса ҫуртсене, хуралтӑсене ярса илет. Етӗрне хулине кӗнӗ ҫӗрте темиҫе вырӑнта ҫулӑм алхасни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм пӗр пӳрт патне ҫывхарнӑ. Юрать, ҫумӑр шывӗпе ӑна сӳнтернӗ. Анчах дачӑри темиҫе ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫавӑн пекех ҫулӑм ҫӑва ҫине те ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫакӑ кам айӑпӗпе пулнине те палӑртнӑ. Хӗрарӑм пӗлӗшӗсем патӗнче ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ та ӑна уйра чӗртсе янӑ. Ҫулӑм таврана сарӑлнӑ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, тӑкак мӗн чухлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхине 7 сехетре Етӗрне ҫулӗ ҫинче Заовражнӑй ҫул пӑрӑнӑшӗ патӗнче авари пулнӑ. ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нива» рулӗ умӗнче ларнӑ 69 ҫулти арҫын транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Шевролене» лектернӗ, унтан «Ниссанпа» ҫапӑннӑ. Кайран «Ниссан» ҫине «Калина» пырса кӗнӗ. Аварире суранланнӑ 7 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсен йышӗнче – 3 ҫулти хӗрача тата 1 ҫулти арҫын ача. Ачасен, телее, сурансем пысӑках мар. Вӗсене водительсем ятарлӑ ларкӑч ҫинче илсе ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |