Раҫҫейре
![]() kremlin.ru сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин патне Роспотребнадзор сӗнӳпе тухнӑ: ҫынсене ҫу уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче кантармалла. Ҫакна эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑх енне ан улшӑнтӑр тесе тума сӗннӗ. Ведомство ертӳҫи Анна Попова Правительство председателӗн ҫумӗпе Татьяна Голиковӑпа тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне Владимир Путин ҫынсене ҫу уйӑхӗнче 10-мӗшӗччен ӗҫе тухмасӑр кантарассине ырланӑ. Хӑш-пӗр федераци массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-11-мӗшӗсенче кантарӗҫ. Чӑннипе хӑш кунччен кантарасси хушӑва алӑ пуссан паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ria-glas.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнчи суд Комсомольски районӗнчи 22 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе приговор йышӑннӑ. Каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатас тенӗ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинче ӑнланманлӑх хуҫаланнӑ. Хирӗҫӳ ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе 19 хутчен чикнипе вӗҫленнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑштахран куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫ енне, тата тӗрӗсрех каласан, 17 сехет тӗлӗнче, Шупашкара хӗвеланӑҫ енчен кӗнӗ тӗлте инкек пулса иртнӗ. Халӗ ҫав тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Порше-Кайен» автомобиль водителӗ пӑрӑннӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Ҫулӑн ҫав енӗпе 58 ҫулти водитель тытса пыракан «Рено-Дастер» автомобиль пынӑ . Вӑл инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. «Порше-Кайен» автомобильти виҫӗ ҫынна – икӗ арҫынпа хӗрарӑма — пульницӑна илсе кайнӑ. Асӑннӑ машина водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн административлӑ майпа пӗлтӗр 24 хутчен явап тыттарнӑ. Машинӑри ҫынсенчен пӗри те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ — балет, сцена тата театр. Ҫакӑн пек калаҫҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Серёгина пирки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑйӗн юбилейне паллӑ тунине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӗнер театрта артисткӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Юбиляра Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пултарулӑх пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Тӑван театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев чечек ҫыххи тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ӗмӗр пурӑн – ӗмӗр вӗрен» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Владимир Степанов. Ҫӗнӗ кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетленӗ. Кӗнеке сакӑр пайран тӑрать. «Чӑваш тӗнчи» ятли тӗнче пуҫланса кайнипе паллаштарать. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑха тата ватлӑха, арҫынпа хӗрарӑма халалланӑ пайсем те пур. Кӗнекене кӗртнӗ мифсемпе легендӑсем, юмахсемпе ваттисен сӑмахӗсем чӑваш халӑхӗн чунне, унӑн кӑмӑлне, халӑхӑмӑрӑн философине уҫса пама пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rustur.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи агрофирма ертӳҫи полицие пырса нуши пирки каласа кӑтартнӑ. 32 ҫулти арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче сӗлӗ сутнине курнӑ, ӑна туянас тесе сутуҫӑ патне шӑнкӑравланӑ та калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн 165 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑн вӑл тавара кӗтсе илеймен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл улталаннине чухланӑ, полицие кайнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ильдус Шаравдинов архивӗнчи сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче чутах пушар тухман. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ильдус Шаравдинов тата унӑн мӑшӑрӗ Татьяна Кучек поселокне тӑванӗсем патне ҫитнӗ. Кӑнтӑрла арҫын ашшӗпе пӗрле УАЗпа ҫӑлкуҫа шыв ӑсма кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн мӑшӑрӗ инҫех мар уҫӑлса ҫӳренӗ, кун пирки вӑл упӑшкине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм сӑрт ҫинелле хӑпарса пӑхнӑ та курах кайнӑ: курӑк ҫунать. Вӑл кун пирки упӑшкине кӑшкӑрса пӗлтернӗ. Лешсем икӗ фляга шыв тултарса ҫулӑма сӳнтерме кайнӑ. Юрать, ҫулӑм вӑйлах сарӑлса ӗлкӗреймен, вӗсем ӑна сӳнтернӗ. Пушар электролини юсавсӑрлӑхне пула тухнӑ. Ҫиле пула пралуксен изоляторӗ ӳкнӗ. 5 минут маларах ҫеҫ Ильдус ашшӗпе ҫав вырӑнтан иртсе кайнӑ, йӑлтах йӗркеллӗ пулнӑ. Вӑхӑтра тӗтӗм шӑршине туйни инкекрен ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ivteleradio.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан арҫынна хӗрарӑма мӑшкаллама тӑнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫавӑн пекех вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче арҫын хӑйсен ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне килнӗ. Лешӗ ун чухне ҫывӑрнӑ. Хайхискер ӑна мӑшкӑллама шухӑшланӑ, минтер илнӗ те пичӗ ҫине хурса пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Арҫын хӗрарӑма ар ҫыхӑнӑвне кӗртме хӑтланнӑ, анчах усал шухӑшне пурнӑҫлайман. Ҫав вӑхӑтра киле хӗрарӑмӑн хӗре таврӑннӑ, вӑл полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Шупашкар хула администрацийӗ тӗлӗшпе Арбитраж судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Арбитраж сучӗн сайтӗнчи документа ӗненес тӗк, пӗр организаци унран сахал мар укҫа шыраса илесшӗн: 19 миллион тенкӗ. Тавӑҫа «Ҫурт-йӗр строительствин центрӗ» организаци панӑ. Вӑл Чӑваш Енрех регистрациленнӗ. Организаци Шупашкар хула администрацийӗнчен 19 миллион та 620 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Заявление икӗ кун каялла, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, регистрациленӗ. Тӳре-шара строительство компанийӗпе мӗн пайлайман? Ҫакна кӑтартман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ене спортӑн никӗс енӗсене аталантарма 6 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Укҫа-тенке регионти 8 спорт организацине тивӗҫӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти В.М. Краснов ячӗллӗ олимп резервӗн училищи, хулари олимп резервӗллӗ 1, 2, 3, 7, 8, 10-мӗш спорт шкулӗсем тата футбол енӗпе спорт шкулӗ. Вӗсенчен кашнине 773-шер пин тенкӗ лекӗ. Вӑл укҫапа спорт организацийӗсем спорт экипировки тата инвентарь туянайӗҫ. Федераци субсидине «Спорт – пурнӑҫ йӑли» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Вӑл проект вара «Демографи» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |