Культура
![]() Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене кӑҫал та палӑртӗҫ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех иртет. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене хыснаран уйӑрнӑ укҫа шучӗпе пичетлӗҫ. Сӑмах май каласан, укҫа виҫи пӗлтӗрхи шайах юлнӑ. Конкурса авторсен ӗҫӗсене те, ушкӑнпа шӑрҫаланисене те йышӑнӗҫ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ алҫырушӑн 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Вӑтам шкул тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн бюджетран 75 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков 60 ҫулхи юбилейне палӑртать. Пулас артист Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл кӑсӑклӑ сахал мар сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Тӗслӗхрен, Александр Островский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белугин авланни» спектакльти Белугина, Валери Туркайӑн пьесипе калӑпланӑ «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ» спектакльти Ухватова, Борис Аппаевӑн «Хӗрсене ҫапла вӑрлаҫҫӗ» спектаклӗнчи Руслана. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикассинче пушар пулнӑ, ҫурт ҫунса кайнӑ. Пушарнӑйсем килнӗ ҫӗре кирпӗч ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ. Шел те, пӳрте сыхласа хӑварайман, ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ. Пушарнӑйсем сарай таврашне ҫеҫ ҫулӑм куҫасран сыхласа хӑварнӑ. Ишӗлчӗксене пӑхса тухнӑ чухне арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 1971 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Пушар 500 пин тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнӗ. Халӗ специалистсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ. Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хускатаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен «Чӑваш Республики» ушкӑнӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнчи ҫул-йӗр пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем уйрӑмах йышлӑ. Ҫынсем «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫул тӑрӑмӗ начаррине ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтараҫҫӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫула ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Ӑна юсаса ҫӗнетӗҫ. Шӑтӑк-путӑка сапланипе ҫырлахмӗҫ, пысӑк лаптӑкӑн юсӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Чернобыль атом станцийӗнчи инкек пулнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ май тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ун валли ӗҫ ушкӑнне тата меопиятисен планне йӗркеленӗ. Ӗс ушкӑнӗн председателӗ пулма республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаевӑна шаннӑ, председатель ҫумӗ пулма – ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна. Асӑннӑ йыша «Чернобыль» союзӑн республикӑри президентне Виктор Байдулова та кӗртнӗ. Аса илтерер: инкек 1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Инкеке пӗтерме хутшӑннисенчен хӑшӗсем пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ, юлнисен те сывлӑхӗ ҫирӗпех мар. Мероприятисен планне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпителӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине, радиацие пула шар курнисемпе вӗсен ҫемье членӗсене тухтӑрсем тӗрӗслессине те кӗртнӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче хурлӑхлӑ митинг иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() goods.ru сайтри сӑн Ҫӑлавҫӑсем ҫӗвӗ машини йӗппипе пӳрнине тӑрӑнтарнӑ ачана ҫӑлма килнӗ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн хӑтӑлайман. Ашшӗ-амӑшӗ ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Шӑнкӑрав ӗнер 15 сехет те 28 минутра килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫитмен хӗрӗн пӳрнине ҫӗвӗ машинин йӗппи шӑтарнӑ. Ача хӑй ӑна кӑларайман, мӗншӗн тесен унан алли унта хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫӑлаҫӑсем Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫурта ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗвӗ машинине сӳтнӗ те ачан аллине кӑларнӑ. Кайран ачана тухтӑрсем патне ӑсатнӑ. Вӗсем йӗпе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vrubcovske.ru сайтри сӑн Шупашкарта подъездра виҫӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 30-32 ҫулсенче пулнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ вӗсем мӗншӗн вилнине палӑртать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем наркотике пула вилнӗ. Вӗсен организмӗ наркӑмӑшланнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Арҫынсене хулари хӑш районта тата хӑш урамра тупнине кӑтартман. Ҫакӑ паллӑ: вӗсене паян ирхине подъездра 1-мӗш тата 2-мӗш хутсен хушшинче тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӗсен аллине наркотик мӗнле майпа лекнине те уҫӑмлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() stihi.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине Комсомольскинче канализаци ҫӑлкуҫӗнче ача виллине тупнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл йӗркеллӗ пепке те пулса ҫитеймен. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 24-25 эрнесенче ҫеҫ. Ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ. Ҫакӑ паллӑ: варта аталанса ҫитеймен ачана вӗлернӗ йӗрсем ҫук. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Тимофеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников Никита Бичурин ячӗллӗ ордена тивӗҫнӗ. Ку хыпара республикӑн Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн страницинче пӗлтернӗ. Асӑннӑ медале «таврапӗлӳ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» параҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсен сайтӗнчи хыпар тӑрӑх хакласан, ун пек ордена тӗрлӗ ҫулта Виталий Станьял, Эдуард Бахмисов, Галина Соловьёва, Сантр Пикл, Олег Цыпленков, Николай Казаков тата ыттисем тивӗҫнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн пухӑвӗнче чысламалла пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ унта хутшӑнайман, ҫавна май каярах чысланӑ. Чӑваш тӗнчин аталанӑвне капашсӑр пысӑк тӳпе хывакан маттур ҫамрӑк кӑкӑр ҫине ордена Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьёва ҫакса янӑ. Ырӑ хыпарпа Фейсбукра паллашнисем Аҫтахар Плотникова саламласа ҫырнӑ. «Тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тӑвать чӑвашлӑха упраса хӑварас тесе, патшалӑхран пӗр пус илмесӗр. Турӑ упратӑр пирӗн Микулая», — тесе шӑрҫаланӑ, сӑмахран, Тимӗр Тяпкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |