Сывлӑх
![]() vedomosti.ru сайтри сӑн Кашни кунах кӑшӑлвирусран ҫынсем вилеҫҫӗ. Юлашки талӑкра ҫак амака пула 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ака уйӑхӗ пуҫланнӑранпа 65 ҫын вируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа 1284 ҫын чире парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку чирленисен 5,5 проценчӗпе танлашать. Ку таранччен республикӑра 23263 ҫын вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 21199-шӗ сывалнӑ. Ку чирленисен 91,13 проценчӗпе танлашать. Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. 35 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 780 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт балконӗнчен ҫамрӑк ҫын ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку инкек ирхи 6 сехетре 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 16/15-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын ӳксенех вилнӗ. Вырӑнта следовательсем ӗҫленӗ. Арҫын 1995 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл коридорти балконран тухса ӳкнӗ. Следовательсем вӑл миҫемӗш хутран ӳкнине уҫӑмлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта кӑшӑлвирусран прививка тума май пулӗ. Кун пирки Хулари 1-мӗш клиника пульници пӗлтерет. Унта халӗ прививка тумашкӑн ҫырӑнма пулать. Ҫакна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗ урлӑ, 122 номерпе шӑнкӑравласа, тухтӑр патне кайса, регистратурӑна шӑнкӑравласа (8352) 70-02-42 е 26-03-03) тума пулать. Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра ку микрорайонта пурӑнакансен йышӗ самай ӳснӗ. Вырӑнтах кӑшӑлвирусран прививка тума май пурри ҫынсемшӗн меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хула урамӗсенче ҫеҫ мар, пахчасенче те ҫуркунне эпир йывӑҫ вуллине шурататпӑр. Анчах кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта вӗсене тӗкӗнмӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, Варламов блогер «100 советов мэру» кӗнекере «Ҫуркунне йывӑссене шуратмалла-и? Ҫук!» — тенӗ иккен. «Кӗнекене вулатӑп та хӑш шухӑшпа килӗшетӗп, хӑшӗнпе — ҫук», — палӑртнӑ Алексей Ладыков. Йывӑҫ вуллине шуратмалла мар тенине вӑл ырласа йышӑннӑ. Йывӑҫ вуллине шуратма уйӑракан укҫана йывӑҫ-тӗм лартма уйӑрас тесе йышӑннӑ. Кун валли ҫулсерен 290 пине яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kstovo-adm.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,2 миллион тенкӗ тӑракан машина туянасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет. Аукцион документацийӗнче мӗнле модель кирлине палӑртман. Анчах мӗнлерххи кирли пирки ҫырса кӑтартни Toyota RAV4 машина евӗртерх. Машинӑна администраци вырӑнти хысна укҫипе туянасшӑн. Аукцион ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн машинӑна 10 кунра Красноармейскине илсе ҫитермелле. Палӑртмалла: 2018 ҫулта район администрацийӗ 1,4 миллион тенкӗ тӑракан KIA Sportage туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() eadaily.com/ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 14-мӗш ҫурта палламан ҫын кӗнӗ те ҫаратса тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫисем те килтех пулнӑ. Анчах нимӗн те сисмен – ҫывӑрнӑ. Палламан ҫын чӳречене ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Унта вӑл 10 пин тенкӗ тата 30 пине яхӑн тӑракан ылтӑн эрешсене вӑрланӑ. Кил хуҫисем вӑраннӑ – укҫа та, эрешсем те ҫук. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑрра хӑвӑртах тытнӑ. Вӑл – Свердловск облаҫӗнчи 32 ҫулти арҫын. Ун ҫумӗнче вӑрланӑ япаласен пӗр пайне тупнӑ. Палӑртмалла: арҫын унччен те йӗркене пӑнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян 13 сехеторе Ҫӗнӗ Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ача физультура урокӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Арҫын ача кадет лицейӗнче вӗреннӗ. Вӑл 2005 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан сывлӑх енчен кӑлтӑксем пулнӑ. Вӑл мӗншӗн вилнине судпа медицина экспертизи палӑртӗ. Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Шкула следовательсем тата криминалистсем ҫитнӗ. Вӗрентекенсен айӑпӗ пур-и? Ҫакна следстви палӑртӗ. Ҫавӑн пекех арҫын ача сывлӑхне пӑхса тӑнӑ поликлиникӑна тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() pressa40.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шалу вӑхӑта тӳлемен предприятисем ҫав-ҫавах пур-ха. Республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 23 организацире 1 пин те 279 ҫын умӗнче ӗҫ укҫи парӑмӗ 45,45 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кӑсалхи кӑлач пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 5,78 миллион тенкӗ чакнӑ-ха. Шалу вӑхӑтра илеймен пирки республикӑн Ӗҫ инспекцийӗнчен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 234 ҫын пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. Ӗс укҫин парӑмне ведомствӑсем хушшинчи республикӑри ларура тишкернӗ. Унта «АЗНХ» конкурс управляющийӗ, «СУОР» ДСК тата ытти хӑш-пӗр предприяти пуҫлӑхӗ парӑма татас енӗпе мӗн туса ирттерни пирки тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт ҫуллахи сезон ҫине иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче куҫрӗ. Ҫавна май расписанире хӑш-пӗр улшӑну пулса иртнӗ. «Победа» авиакомпанин Питӗр хулине вӗҫекен самолечӗсем урӑх вӑхӑтра ҫӳреме тытӑннӑ. «ИрАэро» авиакомпани ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Минеральные Воды, Краснодар тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисене самолетсем вӗҫтерет Ҫу уйӑхӗнчен «Победа» лоукостер Мускава каякан кулленхи авиарейссен шутне виҫҫе ҫити ӳстерӗ. Ҫав уйӑхран «РусЛайн» авиакомпани Екатеринбурга вӗҫме тытӑнӗ. Кӑнтӑр енчи хуласенчен Сочине асӑнма пулать. Унта «Победа» самолёчӗсем ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫме пуҫлӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен Симферополе «Nordwindairlines» авиакомпани юнкунсерен тата вырсарникунсерен ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен «SmartAvia» авиакомпанин эрнекунхи рейсӗсем хушӑнӗҫ. Ҫӗртме уйахӗн 3-мӗшӗнчен Анапӑна «РусЛайн» авиакомпани кӗҫнерникунсерен вӗҫме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри журналистсем ӗҫлемешкӗн пӗр-пӗринчен тата урӑх регионсенчи сумлӑ ӗҫтешӗсенчен вӗреннӗ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисенчен министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ. Ольга Салтыкова блогер тата персонала суйлас енӗпе ӑста редакци ертӳҫисене ӗҫченсене ӑнтӑлтарас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. «7k pictures «Studio 17 Agenc» телекомпанин тата видеопродакшн агентствин ертӳҫи Нил Слепухин хальхи вӑхӑтри медиа епле пулмаллипе паллаштарнӑ. Хусанти федераци университечӗн журналистика кафедрин доценчӗ Роман Баканов та хальхи вӑхӑтри журналистика ҫинченех каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр журналистран та вӗренме пулать. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Дмитрий Новак тата Канашри Артемий Мясников тиктокер МИХсене тӗнче тетелӗнче сармалли мелсем ҫинчен, телеграмм-канал, соцсетьсенчи аккаунтсене епле тытса пынипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |