Экономика
![]() «Чӑваш Республикин ҫулталӑкри экспортёрӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Промышленность сферинче ҫулталӑкри экспотер ятне «Элтех-Инжиниринг» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫнӗ, агропромышленность комплексӗнче – «КМК» предприяти (ӑна, сӑмах май, «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире те чысланӑ). Пулӑшу кӳрессипе «ЦОУ – Сириус» обществӑна чи лайӑх экспортер тесе йышӑннӑ. Ҫӳлли шайри технологисен енӗпе пӗрремӗш вырӑна «Нир Энерго» предприяти тухнӑ. «Ҫулталӑкри потенциаллӑ экспортер» номинацире «Турбоком-Инвест» пӗрремӗш сервис центрӗ ҫӗнтернӗ. Ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ятне 16 компани тивӗҫнӗ. Конкурса пурӗ 111 заявка тӑратнӑ. 2020 ҫулта Чӑваш Республикин тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ Америкӑн 539 долларӗпе танлашнӑ. Ҫав шутран 46 процентне экспорта ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() amp.politeka.net сӑнӳкерчӗкӗ Ватӑ ҫынсене дистанци мелӗпе ӗҫлеттерӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва паян алӑ пуснӑ. Тата тӗрӗсех каласан, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ «Чӑваш Республикин территорийӗнче санитарипе эпидемиологи тӑрӑмне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ меӑсем ҫинчен» хушӑва улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлекен 65 ҫултан аслӑрах тата чӗре, сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе, диабетпа нушаланакан ҫынсем унччен больница хучӗпе пурӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Шучӗпе ҫавӑн пек. Хушура ҫавӑн пек сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Нигери ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне улталанӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ. Пӗррехинче ют ҫӗршыв ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне хаклӑ йышши парне ярса паратӑп тесе укҫа куҫарса пама ыйтнӑ – посылкӑна хатӗрленӗшӗн тата илсе ҫитернӗшӗн расхута саплаштарма имӗш. Ку япӑххи пирки шутламасӑрах 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Хӗрарӑм вара вӑл улталанине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ. Арҫынна тупнӑ. Вӑл – Нигери ҫынни, вӑхӑтлӑха Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Guard_cheb аваркомсен сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ ялта чикансен виҫӗ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Хальлӗхе кун пирки официаллӑ хыпар ҫук. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫуртсенче чикансем пурӑннӑ. Пушар телевизора пула тухнӑ-мӗн. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Ҫапах ҫулӑм виҫӗ ҫурта тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромри» складра пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 38 ҫулти арҫын килте хӑй тӗллӗн газ колонки лартнӑ. Вентиляцие вара хупланӑ. Ку чутах пысӑк инкекпе вӗҫленмен. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 22 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑрав ҫитнӗ. Фельдшерсем ҫитсе тӑнӑ, алӑка вара никам та уҫман. Вӗсем часрах полици чӗннӗ. Вырӑна Равиль Талипов тата Александр Урослов патрульнӑйсем ҫитнӗ. Полицейскисем ҫитнӗ тӗле кил хуҫи алӑка уҫнӑ. Вӑл ҫемйи сӗремпе наркӑмӑшланма пултарни ҫинчен каланӑ. Йӗрке хуралҫисем хваттере кӗрсе чӳречесене уҫнӑ, 6-ри тата 17 ҫулти хӗрачасене, вӗсен 38-ти амӑшне васкавлӑ медпулӑшу машини патне йӑтса тухнӑ. Вӗсем тӑнсӑр пулнӑ. Кил хуҫине вара полицейскисем хӑйсен машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() time56.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Вӑрнар поселокӗнче палламан арҫын микрозаймсен офисне кӗрсе унти ӗҫчене хӑратнӑ, 1200 тенкӗ йӑтса тухнӑ. Ҫак ӗҫе тунӑ ҫын мӗнлерех курӑнни пирки пӗтӗм наряда ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра полици ветеранӗ Валерий Никифоров ҫывӑхра пулнӑ. Вӑл офиса ҫаратнӑ ҫын пек курӑнакан арҫынна асӑрханӑ та дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫак информаци йӗрке хуралҫисене ҫав арҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. Вӑл – Вӑрнарта пурӑнакан 39 ҫулти ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() novokuznetsk.su сайтри сӑн Ака уйӑхӗннче ӑшӑ е сивӗ пулӗ? Синоптиксем вӑтам температура 5 градус ӑшӑпа танлашассине пӗлтереҫҫӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗрремӗш декадӑра ҫумӑр нумай ҫӑвассине калаҫҫӗ. Анчах ӑшӑ кунсем те часах килӗҫ. Акан пӗрремӗш декади вӗҫлениччен сывлӑш 15-17 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне юр пӗтӗ. Анчах уйӑх варринче каллех сивӗтӗ, юр ҫума пултарӗ. Ҫавӑнпа водительсене кустӑрма шинине унччен улӑштарма сӗнмеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫав кунсенче вӑтам температура 8 градуспа танлашӗ, ҫавна май хутса ӑшӑтмалли сезона вӗҫлеме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫал санавиаци вӗҫменччӗ. Паян вара республикӑра пациента пульницӑна хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Канашран пациента санитари вертолечӗпе 35 минутра илсе килнӗ. Унӑн пуҫӗ суранланнӑ. Анчах япӑх ҫанталӑка пула вертолета пульница территорийӗнче мар, аэропортра антарса лартма тивнӗ. Унтан пациента васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: санавиаци вертолечӗ Чӑваш Енре раштав вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 100 ытла хутчен вӗҫеве тухма планланӑ. Пӗр сехечӗ 190 пин тенке ларӗ. Килӗшӗве 46 миллион тенкӗлӗх алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш ташшин ӑсталӑхне алла илнисен ҫавна ҫавна ҫирӗплетсе паракан видеосене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене ятарлӑ хештегсемпе вырнаҫтарма май пур. Ҫак кунсенче «Контактра», «Инстаграм», «Фейсбук», «Пӗр класрисем» социаллӑ сетьсенче чӑваш ташшин пӗрремӗш урокне вырнаҫтарнӑ. Чӑваш ташшине профессилле ӑста хӑнӑхтарать. Ролика пӗр-ик сехетрех темиҫе пин ҫын пӑхнӑ. Ҫӗнӗ видеона кашни эрнесерен вырнаҫтарӗҫ. Ӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗччен (ун чухне Пӗтӗм тӗнчери ташӑ кунӗ шутланать) лартса пырӗҫ. Ташлама вӗреннисене видео ӳкерсе илсе #республиканаволге и #танцы21 хештегсемпе лартма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Павлов Пӗлекенни пӗлет-тӗр, пӗлменнисене хыпарлар. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене суйланӑ. Асӑннӑ тивӗҫе маларах Чӑваш халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев пурнӑҫлатчӗ. Ҫак тилхепене чылай ҫул тытса пычӗ вӑл. Нумаях пулмасть иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче артистсем ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Тивӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тепӗр артистне — Сергей Павлова — шаннӑ. Сергей Павлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ҫуралнӑ, Пучинкере ӳснӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухсан К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |