Культура
![]() Тӗнче тетелӗнчи «ТикТок» халӑх ушкӑнӗнчи паллӑ ташӑҫӑ Азамат Айталиев чӑваш юррипе ташланӑ. Видеона вӑл «ТикТокра» вырнаҫтарнӑ. Каччӑ Мускаври Хӗрлӗ тӳремре ташланӑ. Ун валли вӑл «Чӑт-чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Эпир тухса кайиччен. Юр юрласа савничччен те тӑранмалӑх ташличчен», — сӑмахсемлӗ юрра суйласа илнӗ. Азамат Айталиев хореограф Инстаграмра хӑйӗнпе кӗскен ҫапла паллаштарнӑ: «Пурнӑҫа юрататӑп. Сцена ҫинче тӑма тата ӳнерпе пурӑнма. «Ачалӑх ҫӗршывӗ» пулӑшу тата аталану центрӗн тӗп директорӗ. Хореограф». Асӑннӑ центра, сӑмах май, 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Аҫтӑрхан хулинче регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() rscf.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре, Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрулми, кишӗр хакланнӑ, хӑяр йӳнелнӗ. Пушӑн 15-мӗшӗ тӗлне услам ҫу, ҫуллӑ тӑпӑрчӑ 3% йӳнелнӗ, пӗҫернӗ кӑлпасси, сӗт хакӗ 2% чакнӑ. Чей, тӑвар, ҫӑнӑх, хура ҫӑкӑр, булка таврашӗ, хура тул хакӗсем ҫав шайрах юлнӑ. Ҫӗрулми – 13%, кишӗр – 6%, купӑста - 4%, сухан 3% хакланнӑ. Симӗс хӑяр, помидор, панулми вара йӳнӗрех халӗ. Сысна ашӗн, чӑх какайӗн хакӗ хӑпарнӑ: 6% тата 5%. Сахӑр 2% хакланнӑ, ҫӑмарта та 1,8 тенкӗ ытларах тӑрать, тип ҫу – 2 тенкӗ ытларах. Вермишель, вир, рис, макарон, хӑйма, ӗне какайӗ кӑштах ҫеҫ – 1 процент – хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре, Патӑрьел районӗнче, сӑвӑрсем вӑраннине асӑрханӑ. Малтан – пӗр ҫемье, унтан тепри хӗллехи ыйхӑран тухнӑ. Заповедник пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑвисем патӗнче йӗрӗсене курма пулать. Ҫак вӑхӑтра сӑвӑрсем юр, ҫӗр ҫинче пур ӳсен-тӑрана ҫиеҫҫӗ. Палӑртмалла: сӑвӑрсем вӑтамран пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ. 2017 ҫулта вӗсем пушӑн 4-мӗшӗнче ыйхӑран тухнине палӑртнӑ. 2001 ҫулта вара акан 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӑраннӑ. Сӑмах май, кӑҫал юр нумай ҫунӑ, 50-65 сантиметр ҫӳллӗшне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Паян «Чӑваш халӑх сайчӗ» вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахма пултарӗ. Ку техникӑлла ӗҫсемпе ҫыхӑнӗ: сайт вырнаҫнӑ сервера улӑштаратпӑр. Эпир усӑ куракан хостера — «Инфобокса» — «Rusonyx» хостер туяннӑ. Вӗсем Инфобоксӑн инфраструктури кивӗ тесе ӑна ҫӗнетесшӗн, ҫавна май пире ҫӗнӗ вырӑна куҫараҫҫӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тракторпа пилӗк машина ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 10 минутра пулса иртнӗ. Машинӑсем Гладков урамӗнчи 34 тата 36-мӗш ҫуртсен умӗнче ларнӑ. Вӗсем ҫине пӗри тракторпа пырса кӗнӗ. Ҫавна чӳречерен асӑрхакан пулнӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Каччӑна тытса чарма ҫав ҫын пулӑшнӑ. Трактор «Калина», «Шкода», «Mitsubishi», «Hyundai» тата «Веста» автомобильсем ҫине пырса кӗнӗ. Трактор рулӗ умӗнчи инкек вырӑнӗнчен такси ҫине ларса тарас тенӗ имӗш. 22 ҫулти каччӑ ӳсӗр пулни сисӗннӗ, анчах вӑл тӗрӗсленме килӗшмен. Трактор хуҫи каччӑ унччен ӗҫленӗ организаци пулнӑ. Ҫамрӑк унта ҫулталӑк каялла ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче «Ҫамрӑк ертӳҫӗсен азбуки» проекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятире сӑмах каланӑ Вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев палӑртнӑ тӑрӑх, ку проект питех те кирлӗ тата пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗнӗлӗх ертсе пыракан должноҫре ҫулталӑкран сахалтарах тӑрӑшакансене ӗҫе хӑнӑхма пулӑшӗ. Тин ҫеҫ пуҫлӑх тилхепине тытнисене пуян опытлӑ наставниксем пулӑшӗҫ. Вӗсем: Шупашкарти 59-мӗш шкул директорӗ Ольга Курмаева, 4-мӗш лицей директорӗ Наталия Коновалова, 49-мӗш вӑтам шкул директорӗ Герман Ильин, 64-мӗш вӑтам шкул директорӗ Наталья Зотова, 203-мӗш ача пахчин заведующийӗ Вероника Хаялутдинова, 11-мӗш ача пахчин заведующийӗ Марина Осина, 106-мӗш ача пахчин заведующийӗ Луиза Григорьева, 182-мӗш ача пахчин заведующийӗ Ирина Одерякова. Проекта хутшӑнакан 24 директорпа 19 заведующи валли ӑсталӑх сахечӗсем, тренингсем, ӗҫлӗ вӑйӑсем, стажировкӑсем тата ытти мероприяти ирттерӗҫ. «Ҫамрӑк ертӳҫӗ азбуки» кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӑсалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑччӗ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырасси пирки хыпарланӑччӗ. Паян тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Данилова строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ. Аса илтерер: ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен пӑрахнӑ. Павел Данилов юлашки ҫулсенче «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Чӑваш Еншӗн ют мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ozdemirgruptemizlik.com сӑнӳкерчӗкӗ Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗ мӗн ӗлӗкрен чӑваш. Этем тени пысӑкрах шалуллӑ вырӑна туртӑнать. Ҫав вӑхӑтрах тирпейлӳҫӗ те, урам шӑлакан та кирлӗ. Вӗсене тивӗҫлипе хаклама пӗлмелле. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри черетлӗ ҫынсене хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. 38-мӗш номерлӗ хушура — виҫӗ ҫын. Вӗсенчен пӗри «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ, иккӗшӗ — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята. «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Чӑваш Республикин Элтепер Администрацийӗнче тирпейлӳҫӗре тӑрӑшакан Елена Иванова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята — Шупашкарти Лариса Ильина тата Елена Рыбакова нотариуссем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Александр Героева ӗҫрен кӑларнӑ. Республика Элтеперӗн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министр пулнӑ Александр Валерьевич ӗҫрен кайма хӑй кӑмӑл тунӑ. Ҫавна май ӑна РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ. Александр Героев 1977 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Строительство отраслӗнче 18 ҫул ытла ӗҫленӗ. Пӗлӗве вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче шаннӑ, ҫав ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче министр тилхепине тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрне Кристина Майнинана тутарсен октрыткисем килӗшнӗ. Вӑл кӑна та мар. Иртнӗ эрнере министр Тутарстанра пулнӑ. Унти «Литература кафинче» Тутар кӗнеке издательствин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе паллашма тата вӗсене туянма пулать. Унта тутар чӗлхипе кӑларнӑ открыткӑсем те пур. «Питӗ лайӑх шухӑш. Шута илӗпӗр», — тенӗ министр. «ТАТМЕДИА» медиахолдингра пулнӑ май унта чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсемпе те паллашма май килнӗ. Тутарстан Республикинчи «Сувар» чӑвашла хаҫат, Аксу районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ», Нурлат районӗнчи «Дуслык», Пӑва районӗнчи «Ялав», Ҫӗпрел районӗнчи «Тӑван ен» хаҫатсенче ӗҫлекенсем хӑйсем кулленхи тӑрӑшӑвӗпе паллаштарнӑ. Унти журналистсем Чӑваш Енри ӗҫтешӗсенчен чӑваш литература чӗлхине тарӑнрах вӗренесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |