Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм урама балкон урлӑ тухма хӑтланнӑ. Юрать-ха, ӑна иртен-ҫӳрен вӑхӑтра асӑрханӑ. Ку Энгельс урамӗнче пулнӑ. Ватӑскере килте питӗрсе хӑварнӑ. Анчах вӑл килте ларас темен ахӑртнех – урама балкон урлӑ тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна иртен-ҫӳрен курнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, кинемей чӳречерен матрас пенӗ. Ӑна урамра пыракансем тӳрех курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу, полицескисем вырӑна ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем балкон патне пусма тӑратса хваттере кӗнӗ. Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, кинемее хваттерте ачисем хупса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мемориал проекчӗ Ҫарпа истори обществи Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ «Строителям безмолвных рубежей» мемориал проекчӗн Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. 13 проектран чи лайӑххине суйланӑ. Унта Чӑваш Енрен, Ӗренпур, Брянск, Мускав облаҫӗсенчен, Мускавран хутшӑннӑ. Константин Фомин архитекторӑн проекчӗ чи нумай сасӑ пухнӑ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ проекта Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, хута ярӗҫ. Сӑмах май, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне ӗмӗр асра хӑварас шухӑш ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев профессор ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв каҫӗ иртӗ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. «Паллӑ ӑсчахӑн чӑваш литературоведенийӗнчи тӳпи вышкайсӑр пысӑк. Тӑван литература аталанӑвне, ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне тӗпчесе вӑл чылай паха кӗнеке кӑларчӗ: «Ӗмӗр пуҫламӑшӗ», «Страсть к полемике», «Чувашская литература на рубеже двух веков», «Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе сӑнарсен илемӗшӗн», «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр», «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие», «Шӑпа карчӗсем» т.ыт.те», – тесе ҫырнӑ хыпарта. Уяв 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pyatimenutka.mirtesen.ru сайтри сӑн Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 480 грамм ҫуралнӑ ачана тухтӑрсем пурнӑҫ парнеленӗ тесен те йӑнӑш мар. Нумаях пулмасть вӗсене амӑшӗпе киле янӑ. Халӗ ача 2320 грамм таять ӗнтӗ. Вӑл сывах, хастар. Амӑшӗ куншӑн савӑнать. «Манӑн хӗр – чӑн-чӑн паттӑр, кашни кун пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Ӑна пӗрремӗш хут курсан мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ, вӑл пурӑнма вӑй тупнӑ вӗт, кашни кун мана кӗтнӗ», - тенӗ хӗрарӑм. Хӗрача – ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Аслӑ аппӑшӗсем пур. Палӑртмалла: пепкелӗх центрӗнче кашни ҫулах 1 килограмран сахалрах ҫуралнӑ 40 яхӑн ачана вӑй илтерсе киле яраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паянхи кун тӗлне республикӑра 22212 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 20281-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсем ҫаплах пур. Ку таранччен 1136 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын чире парӑнтараймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Кунашкалли республикӑра пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа пулман. Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем вара 39-ӑн пулнӑ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 20-мӗш ҫын вилет. Хальхи вӑхӑтра 795 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине 8 сехет 44 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ача нумай хваттерлӗ ҫуртӑн 25-мӗш хутӗнчен сикнӗ. Ача шкултан тарнӑ. Вӑл шӑпах картишре ларакан Газель тӑррине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ та. Халӗ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче выртать. Йӗрке хуралҫисем 25-мӗш хутри балкон ҫинче арҫын ача кӗске ҫырӑва курнӑ. Вӑл ӑна аялалла сикиччен 19 минут маларах ҫырнӑ. Ҫырӑвӑн оригиналне Телеграм-канал Mash пичетленӗ, ӑна илсе кӑтартатпӑр /текстра хӑш-пӗр вырӑнта орфографие тата пунктуацие тӳрлетнӗ/. Анчах хавшак нерв тытӑмӗллӗ ҫынсене ӑна вулама сӗнмеҫҫӗ: «Мама, папа, я вас очень сильно люблю, и не надо плакать, хорошо? У меня есть к вам просьба: когда Саша вырастет, не надо ей говорить, что у неё был старший брат, а скажите ей только в 18 лет. Мама, спасибо, что ты мне подарила детство. Папа, ты, пожалуйста, не плачь, хорошо, и да, я сброшусь с крыши, потому что я Андрею сказал: если ты поженишься с Соней, то я сброшусь с крыши, и если ты ей расскажешь, то я точно сброшусь. Андрей не поверил в мои слова, посчитал их шуткой и сказал ей, а я пошёл на 25-этажку спрыгивать с крыши. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ. Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ. Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ. 2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче. «Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Юрий Гагарин ячӗллӗ Тӗп вулавӑшра «Асамат вулавӗсем» мероприяти иртӗ. Ӑна хулари шкулсемпе пӗрле йӗркелӗҫ. Конкурса вулавӑшсемпе шкулсен ҫыхӑнӑвне йӗркелес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Илемлӗ вулакансен «Асамат вулавӗсем 2021» ӑмӑртӑвне хула шайӗнче ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвне хутшӑнакан чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен эпир маларах асӑннӑ поэтӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекине кӗнӗ хайлавӗсене вулама тивӗ. Кам хӑшне суйласа илесси учительсенчен хӑйсенчен, вӗсен чунне мӗн ҫывӑхраххинчен килет. Конкурс пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вулавӑшӑн вулав залӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Унта поэтӑн пултарулӑхне хаклакансем те кайса курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Эрмитаж. «Питерские заметки» сайтран илнӗ сӑн Петӗрти Эрмитажра COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче унта ӗҫлекен 26 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки музейӗн «Контактра» официаллӑ ушкӑнӗнче пӗлтерни тӑрӑх, «Питерские заметки» (чӑв. «Питер ҫырӑвӗсем») портал хыпарлать. 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Эрмитаж 4 уйӑхлӑха ҫынсене йышӑнма чарӑннӑ, онлайн-режимра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра, ӗҫ-хӗле кирлӗ таран хӑрушсӑрлатнӑ пулин те, Эрмитажра ӗҫлекен 26 ҫыннӑн — ҫав шутра наука ӗҫченӗсен, музей пӑхаканӗсен, инженерсен, реставраторсен тата хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсен — пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра, ирӗксӗртен чарусем кӗртме тивет пулин те, Эрмитаж алӑкӗсем куракансем валли уҫӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ефремов купса бульварӗнче вырнаҫнӑ Ехрем хуҫа ҫуртне юсӗҫ. Халӗ проектпа смета документацине хатӗрлеме уҫӑ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ – 3 миллион те 82 пин тенкӗ. Конкурса ултӑ уйӑхра ирттерсе ӗлкӗрмелле. Объектӑн историпе культура экспертизине тӑвассине те палӑртса хӑварнӑ. Ефремов купса бульварӗнчи 10-мӗш ҫурт культура эткерлӗхӗ шутланать. Асӑннӑ ҫуртра 1919 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫ ҫыннисем умӗнче Надежда Крупская тухса калаҫнӑ. Ҫурта 1884 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи малтан Прокопий Ефремов пулнӑ, кайран – унӑн ывӑлӗ Сергей. Революци хыҫҫӑн унта РКП (б) Шупашкарти уес комитечӗ, Халӑх ҫурчӗ, Шупашкар ӗҫтӑвкомӗ, НКВД, патшалӑх политика управленийӗ, хӑрушсӑрлӑх комитечӗ, В.И. Ленин музейӗ, 1991 ҫултанпа Чӑваш наци музейӗ вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |