Сывлӑх
![]() 81 ҫулти хӗрарӑма, кӑшӑлвируспа чирленӗскере, тухтӑрсем леш тӗнчерен кӑларнӑ. Унӑн вӑраха кайнӑ чирсем пулнӑ, ку лару-тӑрӑва тата ҫивӗчлетнӗ. Ватӑскер Хулари клиника центрӗнче сипленнӗ. Вӑл унта вӑрах выртнӑ. Сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑран ӑна ИВЛ аппарачӗпе сывлаттарнӑ. Унӑн ӳпки вырӑнне аппарат ӗҫленӗ. Анчах ватӑ ҫынсене кун хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн сывлаттарма йывӑр. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынна сывлӑхӗ йывӑр чухне аппаратпа сывлаттарма тытӑнсан темиҫе кунран мышцӑсем хавшаҫҫӗ, кайран вӗсене ӗҫлеттерсе яма ҫӑмӑл мар. Хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ лайӑхлансан ӑна стационара куҫарнӑ. Пульницӑран вӑл 26 кунран тухнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ӳнер
![]() cheboksary.ru сӑнӳкерчӗкӗ Районсемпе хуласен чи ӳнер шкулӗсем малашне регионсен харпӑрлӑхне куҫӗҫ. Ҫакӑн пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов паян Фейсбукра хыпарланӑ. Леонид Ильич пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци саккунне виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ. Ӳнер вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккун проектне ҫӗршыв Президенчӗ сӗннӗ, депутатсем ӑна ырланӑ. Ӳнер шкулӗсене муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнчен регион шайне куҫарни вӗсен укҫа-тенкӗ лару-тӑрӑвне лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем муниципалитетӑн вӗренӳ тата спорт учрежденийӗсемпе вырӑнти хысна укҫишӗн тупӑшма пӑрахӗҫ. Вӗсене регионсенчи Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерстви укҫа уйӑрса пама тытӑнӗ. Кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, кадрсемпе тивӗҫтерессишӗн Культура министерстви яваплӑ пулӗ. Пултарулӑх училищисене вӗренме илессипе те ҫӗнӗлӗх кӗтет. Малти вырӑна патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ мар, пултарулӑх тухса тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хамӑр ХаямХарпӑр шухӑш
Культура
«Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире Анатолий Кибечӗн «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Кибеч шухӑш-туйӑма кӗскен каласах витӗмлӗн уҫса паракан автор пулнине. Ҫакна унӑн юррисемпе прозӑлла сӑввисем лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Ку хутӗнче вара автор ҫӗнӗ кӗнекине тӑват йӗркеллӗ сӑввисене кӗртнӗ. Пурӗ 300 яхӑн. Вӑл вунпилӗк сыпӑкран тӑрать, ачалӑхран пуҫласа паянхи кун сӑнарӗ таран. Усӑ курма пӗлсен тӑватӑ йӗркепе те чылай калама пулать иккен. Акӑ малтанхи икӗ сӑвви:
Ун чухне колхозри йӗркесем ҫапларах пулнӑ. Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн те ана ҫинчех ӗҫлеме тивнӗ. Ҫурлапа вырнӑ ҫӗрте ӗнтӗ.
Чӑнах та, епле пултаруллӑ вӑл ҫав пӗчӗкҫӗ пепке, атте, анне, асанне, асатте, кукамай, кукаҫи ятсене шӑпах ҫавӑ парса тухать. Кур-ха, мӗнле хӑюллӑскер. | ||
Персона
![]() ru.vikipedia.org тата sovch.chuvashia.com сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Шупашкарта Лев Кураков академик урамӗ тата Пётр Ивантаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ӗнер республикӑри хастар ватӑсем ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне сӗнӳ ҫырнӑ. Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Петр Ивантаев тата Лев Кураков академик пирӗнтен уйрӑлса кайрӗҫ. Вӗсен ырӑ ячӗсене асра тытас тӗллевпе Ваттисен канашӗ Лев Пантелеймонович ятне Шупашкарти пӗр-пӗр урама парсассӑн вырӑнлӑ тесе йышӑнчӗҫ. Петр Васильевич пурӑннӑ М. Горький проспектӗнчи 36-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарма йышӑннине ырларӗҫ. Ҫак ыйтусемпе Шупашкар хулин ертӳҫисем патне ҫырупа тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() цветочныйрай.рф сайтри сӑн Ултавҫӑсем тюльпан туянма хатӗрленнӗ усламҫа шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Уяв умӗн 19 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, йӳнӗ хакпа тюльпан сутнине курнӑ. Вӑл сутуҫӑ патне ҫырса янӑ, 500 чечек туянассине пӗлтернӗ. Хӗр патне килӗшӗвен электронлӑ вариантне ярса панӑ, укҫан пӗр пайне тӳлесе хума ыйтнӑ. Усламҫӑ сутуҫа 12 пин тенкӗ куҫарса панӑ ҫеҫ – вӑл ҫухалнӑ, пӗлтерӗве те, мессенджерти ҫырусене те хуратнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗр ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫул-йӗр
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Канмалли кунсенче ШӖМ ӗҫченӗсем рейда тухнӑ, руль умне ӳсӗрле ларнӑ ҫынсене тытнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче автоледисем те пулнӑ. «Ӳсӗр водитель» рейд пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче иртнӗ. Ҫав кунсенче пакунлисем ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ 1500 ытла тӗслӗхе шута илнӗ. 72 водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ – хӗрарӑмсем. Вӗсем унччен те ҫула ӳсӗрле тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тытни паллӑ. Канмалли кунсенче ҫул ҫинче вӑйлӑ аварисем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Пурӑнан пурнӑҫра темӗнле пӑтӑрмаха та ҫакланӑн. Шупашкар хулинчи пӗр ҫемьере ӗнер, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ачан ури ӑшӑ батарейи хушшине хӗсӗнсе ларнӑ, килтисем хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ирӗксӗрех Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Урана кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӗнерех пӗри тата хваттере кӗреймен. Алӑк ҫӑри уҫӑлманран хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти Ленинла комсомол урамӗнчи ҫӑла путнӑ. Ӑна альпинист снаряженийӗпе ҫыхса туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Коррупци енчен – варринче Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн регионӗсенче коррупци епле сарӑлнине тишкернӗ. Пирӗн республика танлаштарӑмра – варринче. Коррупци чи вӑйлӑ сарӑлнӑ субъектсен танлаштарӑмне Тутарстан уҫать. Ун хыҫҫӑн списокра — Ставрополь тӑрӑхӗ, Мускав облаҫӗ, Пушкӑртстан, Краснодар тӑрӑхӗ, Челепир тата Ростов облаҫӗсем, Дагестан тата Пермь тӑрӑхӗ. Кун пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентствине коррупципе кӗрешекен саккун пурнӑҫланнине сӑнакан управлени пуҫлӑхӗ Виктор Балдин пӗлтернӗ. Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, коррупци вӑйлӑ сарӑлнӑ регионсен шутне укҫа-тенкӗ, пысӑк предприятисем енчен пуян, федерацин влаҫ органӗсем йышлӑ субъектсем лекеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «…Ялавсемпе гербсемсӗр пуҫне» курав уҫӑлӗ. Ӑна Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Элли Михайлович – Чӑваш халӑх художникӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин патшалӑх гербӗн тата ялавӗн, Шупашкар хулин, Пӑрачкав салин тата Йӗпреҫ поселокӗн гербӗпсемпе ялавӗсен авторӗ. Илеме туйма пӗлекен ӑста Тбилиссири ӳнер академийӗнче груз живопиҫӗн шкулӗн вӑрттӑнлӑхне тӗпе хурса вӗреннӗ. Геральдикӑра тата вексиллографире чӑн-чӑн ӑста пулса тӑнӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ, 2001 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Пирӗн республикӑра сӗрӗм тивнипе вилекенсем йышлӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак сӑлтавпа 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов Правительство ҫуртӗнче паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗрӗм тивнӗ тӗҫлӗхсен шучӗ 5,7 хут нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 17 ҫынна сӗрӗм тивнӗ, пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрта – 3 ҫынна. Кӑҫал ҫичӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, пӗлтӗхи танлаштаруллӑ тапхӑрта – пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |