Пӑтӑрмахсем
![]() youla.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ. 51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна полици тытса чарнӑ. 36 ҫултискер унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл супермаркетсенчен 40 хутчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Иртнӗ тунтикун ҫак арҫын лавккаран эрех йӑтса тухма хӑтланнӑ. Шӑпах ун чухне ӑна сутуҫӑсем асӑрханӑ та. Анчах арҫын тарса ҫухалнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ. Ыйтса тӗпченӗ чухне акӑ мӗн ҫиеле тухнӑ: вӑл 40 лавккаран вӑрланӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти супермаретсенчен вӑл апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем йӑкӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе 19 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ Канашри пӗр складра ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ, иккӗленӳ ҫуратакан улма-ҫырла тупнӑ. Вӑл усламҫӑн пулнӑ. Специалистсем саккуна пӑснипе пӑсманнине тӗрӗсленӗ чухне Канашри пӗр суту-илӳ точкинче 855 килограмм панулми тупнӑ, вӑл иккӗленӳ ҫуратнӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, усламҫӑран импортлӑ панулми туртса илнӗ. Усламҫӑн ӑна Раҫҫее саккуна пӑсмасӑр илсе килнине ӗнентерекен документсем те пулман. Панулми ҫинче ӑна ӑҫта ҫитӗнтернине те кӑтартман. 855 килограмм панулмие усламҫӑран туртса илнӗ те тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак кунсенче юр тӑтӑшах ҫуса тӑрать. Ӑна тасатассишӗн коммуналлӑ службӑсем ҫине тӑраҫҫӗ. Пур чухне те, тен, ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ те пулӗ. Ҫул ик айккипе лартса тухнӑ машинӑсем чӑрмантарни пирки пӑшӑрханса калаҫнине те илтме тивет. Федераци тата регион пӗлтерӗшлӗ ҫулсене, ялсенчи урамсене хӑватлӑ техника ӗҫлет. Пӗчӗк территорисенче юр тасатакан пӗчӗк машинӑсем туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер аллейине (вӑл Ленинла комсомол урамӗпе Шумилов урамӗсем хушшинче вырнаҫнӑ) юртан тасатма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ятарлӑ техника туяннӑ. Анчах вӑл хӑй лакса ларнӑ. Ҫав саманта «Руль умӗнче» портал Инстаграма вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 2018.miasskiy.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ ӗҫлени пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чухне пӗр кунра 100 ҫын ытла кӑшӑлвирусран прививка тунӑччӗ. Вакцинаци пункчӗ тепӗр хутчен уҫӑлӗ. Халӗ унта иккӗмӗш хут та прививка тӑвӗҫ. Пункт пуш уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пункт 14-19 сехетсенче уҫӑ пулӗ. Прививка тума килекенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, страхлав полисӗ пулмалла. 21 кунран, пушӑн 25-мӗшӗнче, пункт каллех уҫӑлӗ, унта иккӗмӗш прививкӑна тума май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() dobvesti.ru сайтри сӑн 90 ҫулти кинемейӗн юбилейне япӑх пулӑм тӗксӗмлетнӗ. Вӑл укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Нумаях пулмасть пӗр халӑх тетелӗнче ӑна социаллӑ тӳлев пама тивӗҫ тесе хыпарланӑ. Ку 2700 тенкӗпе танлашать-мӗн. Анчах тӳлеве илес тесен банк карттин номерне, хыҫалти кодне, усӑ курмалли срокне калама ыйтнӑ. Кинемей япӑххи пирки шухӑшламан – йӑлтах пӗлтернӗ. Ватӑскер тепӗр кунхине 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленнӗ. «Кӗтмен парне» уява тӗксӗмлетнӗ. Ултавҫӑсем унӑн картти ҫинчен 9 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Общество палатин членӗсем республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитетне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе пӗрмаях тӗллевлӗн ӗҫлемелле. Ун валли уйрӑм ведомство йӗркелемесен те. Республика ертӗӳҫи пирӗн регионта хӑй вӑхӑтӗнче ун пек комитет пулнине аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе республикӑн Вӗренӳ тата ҫамӑксен политикин министерстви ӗҫлет. Ҫавна май йӗркене кӗрсе кайнӑ ӗҫе ылмаштармасан та. Ведомство ку енӗпе тимлесе ҫитереймесен е ӗҫе урӑхла йӗркелемелли сисӗнсен шухӑшласа пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Хальхи вӑхӑтра республикӑри культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 20 ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе 3 пин тенкӗ пособи илсе тӑрать. Анчах ку виҫе 1994 ҫултанпа ӳсмен. Чӑвашинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Культура министерствин Общество канашӑн председателӗ Виктор Бондарев ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне пособие ӳстерес ыйтупа тухнӑ. Олег Алексеевич ку шухӑша ырланӑ. «Эсир сӑмах хускатнӑ ҫынсем Чӑваш Ен культурине пысӑк тӳпе хывнӑ. Ку пособи виҫине пирӗн ЧР Культура министерствипе пӗрле пӑхса тухмалла», - тенӗ Элтепер. Пособи виҫи мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, халӑха асӑрхаттармалли тытӑм епле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Яваплӑ службӑсем ун пеккине тӑтӑшах ирттеренине хӑнӑхӑмӑр ӗнтӗ. Урамсенче вырнаҫтарнӑ сиренсемпе громкоговорительсем граждан хӳтӗлевӗн тренировки пуҫланни ҫинчен систерӗҫ. «Внимание всем!» (чӑв. Пурин те тимлӗ пулмалла) асӑрхаттару икӗ хутчен: 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗ. Чӑваш Енӗн Граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сасса илтсен пӑлханма кирлӗ мар. Вӑл —тӗрӗслев кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхе учителӗсен педагогика ӑсталӑхӗн форумӗ иртнӗ. Унта 18 регионти 36 учитель хутшӑннӑ, ҫав шутра – Чӑваш Енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те. Виҫӗ кунлӑх мероприятие педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернисем кайма тивӗҫнӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен йышра ҫаксем пулнӑ: Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Елена Николаева, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Матьянова, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Вӗрентӳ тата ачасене комплекслӑ пулӑшакан центрӗ» учрежденири Любовь Кудрявцева, Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи шкулти Светлана Ефимова, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулти Галина Хлебникова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |