Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Ҫитес эрнере сахалтарах ӗҫлеме май килӗ. Паллах, пурин те мар. Ҫапах та тӑватӑ кунлӑ ӗҫ эрни самайӑшне савӑнтарма тивӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче – Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ. Ҫавна май вӑл кун пирӗн ҫӗршывра канмалли кун тесе йышӑннӑ.

Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллисем чӳк уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче, 5 тата 6-мӗшӗсенче ӗҫлӗҫ. Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ, канмалли кун умӗн пулнӑ май ун чухне ӗҫрен пӗр сехет маларах киле кайма юрӗ.

Нормӑламан ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем канмалли тата уяв кунӗсем тесе лараймӗҫ. Вӗсен пӗрех ӗҫлеме тивӗ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Апатланакан каччӑсем «Хавчик» юрра юрланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри страницинче юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.

Видеона курсан ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, полицейскисем те каччӑсемпе кӑсӑкланнӑ. Вӗсене вандалсем тесе явап тыттарасшӑн. Пуҫтахсенчен пӗри хӑйне саккуна ятарласа пӑсас та, ҫынсен умӗнче курнӑҫланас та темен тесе хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Вӑл хӑйсене хурлакансене эсир хӑвӑр курнӑҫсем тесе хуравланӑ. «Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пуҫтахланни мар», – ҫапларах пӗтӗмлетнӗ каччӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
verybank.ru сӑнӳкерчӗкӗ
verybank.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хальхи саманара пирӗнтен чылайӑшӗ кредит тӳлет пулӗ. Совет саманинчи пек черете тӑрса хваттер тӳлевсӗр илеймӗн. Ӑна пилӗк ачаллисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсене тата ытти хӑш-пӗр категорие ҫеҫ параҫҫӗ. Ыттисен ирӗксӗрех ипотекӑна шанма тивет. Теприсем вара ҫурт-йӗр е хваттер туянма ҫеҫ мар, япала илме те кредит карттипе усӑ кураҫҫӗ. Канашра пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑмӑн та пулнӑ вӑл.

Юпа уйӑхӗн каҫхине ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма кредит картти ҫинчи укҫан процент ставкине чакарма сӗннӗ. Хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ-шаннӑ. Хӑйӗн телефонӗ ҫине килнӗ кода тата пароле пӗлтернӗ.

Ҫавсемпе усӑ курса ултавҫӑсем интернет-банкри уйрӑм ҫын пӳлӗмӗпе хуҫаланмалли телефон номерне ылмаштарнӑ. Унтан карттӑ ҫинчи 83 пин тенке вӑрланӑ.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ номере Кострома облаҫӗнче регистрациленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
m.123ru.net сайтри сӑн
m.123ru.net сайтри сӑн

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтернӗ.

Строительство компанийӗн рабочийӗсем кӳлмекре хута каякан «Одис» отель патӗнче траншея чавнӑ. Тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн пулнӑ.

Унччен те пулман – пӗр рабочи ҫине тӑпра ишӗлсе аннӑ. Вӑл траншейӑра, аялта, пулнӑ. Рабочи тӑпра айне пулнӑ.

Ӗҫтешӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, темиҫе сехет иртнӗ – кӑлӑхах. Вырӑна ятарлӑ служба та ҫитнӗ. Арҫынна тӑпра айӗнчен кӑларнӑ-ха, анчах ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл вилнӗ ӗнтӗ.

Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67702
 

Сывлӑх

Кӑшӑлвируспа чирлекенсем пирӗн республикӑра тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Пандеми пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри 9898 ҫынна ку чир ернӗ. Ҫав шутра 57 ҫын чирленине ӗнер шута илнӗ. Тӳрех палӑртар: ку вӑл – официаллӑ статистика ҫеҫ.

Мӗнпур чирлисенчен 85,8 проценчӗ, е 8497 ҫын, сывалнӑ. Иртнӗ талӑкра ҫав шутран 116 пациента сывалнисен шутне илнӗ.

COVID-19 вируса пула пирӗн республикӑри 145 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ун пек пӗрремӗш тӗслӗхе ака уйӑхӗнче шута илнӗччӗ. Асӑннӑ йышран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ытларах (52 ҫын) юпа уйӑхӗнче вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра тепӗр виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Политика

Паян Шупашкарта, Геннадий Волков скверӗнче, паллӑ этнопедагога хисеплесе унӑн палӑкӗ патне чечек хума пуҫтарӑннӑ.

Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, академик, ӑсчах, ҫыравҫӑ, чӑваш этнопедагогикине пуҫарнӑ Геннадий Волков пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫул ҫитет. Паян вара – унӑн ҫуралнӑ кунӗ. Хисеплӗ ҫынна сума сӑвакансем Геннадий Волков палӑкӗ умне пуҫтарӑннӑ, чечек хунӑ.

Сӑмах май каласан, Геннадий Волков калавӗсем те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче вӑл яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ваттисен сӑмахӗ урлӑ ӑса вӗрентсе калама тӑрӑшни аван сисӗнет.

 

Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Ен ШӖМ архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж
Чӑваш Ен ШӖМ архивӗнчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж

Йӗпреҫ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫыннӑн пӑши ашӗ ҫав териех ҫиес килнӗ-ши? Халӗ унӑн пуҫиле майпа явап тытма тивӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пӑши тирне асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисене систернӗ.

Пӑшие уйӑх каялла персе ӳкернӗ ҫынна вӑрах шырама тивмен. Вӑл 52 ҫулти арҫын пулнӑ. Сунара ҫӳреме юратаканскерӗн килӗнче 25 килограмм пӑши ашӗ, 4 пӑшал, вӗсенчен пӗрне хуҫи саккуна пӑсса упранӑ, патронсем, ҫӗҫӗсем, сунар билечӗ тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те туртса илнӗ.

Саккуна пӑсакан сунарҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 258-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статья 500 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма ирӗк парать.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑка пула икӗ ҫын шар курнӑ. Турра шӗкӗр, вӗсен пурнӑҫне тухтӑрсем ҫӑлса хӑварнӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын Ҫӗнӗ Тутаркассинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл хӑй унччен палламан 34-ри арҫынпа харкашма тытӑннӑ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Ҫамрӑкки аслине ҫӗҫӗпе тӑватӑ хут чикнӗ. Хырӑмран тата ытти вырӑнтан лектернӗ. 34 ҫулти арҫынна паллакан 23-ри каччӑ хушша-хуппа кӗнӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. 27-ри ҫамрӑка вӑл ҫӗре асфальт ҫине пусса ӳкернӗ, ӑна тӑма ирӗк паман. Апла пулин те лешӗ каччӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикме ӗлкӗрнӗ.

Пӑтӑрмаха, юрать, куракансем пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе икӗ арҫын та сывӑ юлнӑ, йывӑр суранланнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ.

Ҫынсене ҫӗҫӗпе аматнӑ ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 27-ри каччӑ унччен те судпа айӑпланнӑ, ҫав шутра – ҫынна вӗлернӗшӗн те.

 

Пӑтӑрмахсем
@gibdd21 сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
@gibdd21 сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче, «М-7» автоҫул ҫинче, тӑватӑ машина ҫапӑннӑ. Инкекре 13 ҫулти хӗрачапа 11-ти арҫын ача аманнӑ. Вӗсем машинӑсенчен пӗрин салонӗнче ларса пынӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Хендай» автомобиль водителӗ ҫул урлӑ каҫакана ирттерсе яма чарӑннӑ. Ҫуран ҫӳрекен ятарлӑ вырӑнтах, анчах светофор ҫук тӗлте, каҫнӑ.

Ҫӑмӑл машина ҫине ҫурма прицеплӑ, йывӑр тиевлӗ машина пырса кӗнӗ. «Хендай» ҫавна май хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Лада Грантӑпа» пырса ҫапӑннӑ. Икӗ машина та ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йывӑр машина ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ. Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Руль умӗнче пулнӑ 18 ҫулти хӗр тата машинӑри икӗ ачана ӑсатнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CG-bpVsJEhC/
 

Ҫул-йӗр

Шупашкарти аэропорт хӗллехи ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫнӑ. Кун пек вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе ӗҫлет. Хӗллехи режим пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ.

Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче «Победа» авиакомпанин рейсӗсем йышланнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе лоукостер Питӗр хулине эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫет. Ҫапла вара пирӗн республика ҫыннисем архитектура тата культура енчен пуян ҫав хулана

ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен, эрнекунсерен тата шӑматкунсерен кайма пултараҫҫӗ. Самолет Питӗрти Пулково аэропортне илсе ҫитерет. Кунне кура расписани тӗрлӗрен. Ытларикунпа шӑматкун самолет Шупашкартан 12 сехет те 50 минутра хускалать, Питӗре вӑл 14 сехет те 55 минута ҫитерет; кӗҫнерникун 12 сехет те 40 минутра вӗҫсе кайӗ, Пулково аэропортӗнче 14 сехет те 45 минутра пулӗ; эрнекун 19 сехет те 25 минутра хускалӗ, 21 сехет те 30 минута ҫитерӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1191, 1192, 1193, 1194, 1195, 1196, 1197, 1198, 1199, 1200, [1201], 1202, 1203, 1204, 1205, 1206, 1207, 1208, 1209, 1210, 1211, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...