Хулара
![]() sterhluki.ru сайтри сӑн Паян ирхине 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче пурӑнакан 82 ҫулти хӗрарӑмӑн хваттерӗнче телефон шӑнкӑртатнӑ. Ыйхӑран вӑранса ҫитеймен кинемее ывӑлӗ шӑнкӑравланӑ пек туйӑннӑ. Лешӗ макӑра-макӑра пулӑшма ыйтнӑ, ҫул ҫинче аварие лекнӗ-мӗн. Явап тыттарасран пӑрӑнас тесе укҫа кирлӗ имӗш. Кинемей ҫав ҫын каласа пынипе пухса пынӑ 150 пин тенкине хутаҫа чикнӗ те пӗлтернӗ вырӑна кайса хунӑ. Хайхискер кун хыҫҫӑн тин ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ нимӗнле аварие те ҫакланман, сып-сывах, чип-чиперех. Анчах хутаҫа каялла илсе ӗлкӗреймен – ӑна ултавҫӑ илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dela.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тӑлӑхсене хваттер уҫҫи вырӑнне сертификат пама тытӑнасшӑн. Халӗ ку саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ. Анчах хальлӗхе ӑна альтернатива пек ҫеҫ сӗнеҫҫӗ. Ку ыйтӑва нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР Строительство министерствинче пӑхса тухнӑ. Ку меле альтернативӑсенчен пӗри пек пурнӑҫа кӗртесшӗн. Хальлӗхе пирӗн республикӑра унашкал опыт пулман, ҫавӑнпа специалистсем ытти регионсене ку енӗпе мӗнле ӗҫленине сӑнаҫҫӗ. «Тӗп критерисем – хваттер илекенсен ӳсӗмӗ, сертификат срокӗ, территори (пӗр-пӗр муниципалитет е пӗтӗм республика), 1 тӑваткал метр хакӗ, хваттер калӑпӑшӗ, рынок (ҫӗнӗ хваттер е малтанах хута кайни», - пӗлтернӗ министерство. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() crimea-news.com сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл, ун чухне пуҫлӑх пулнӑскер, хуҫалӑх кӗнекинче суя выписка тунӑ, алӑ пуснӑ. Хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн юлташӗ пӗр ялти ҫӗр лаптӑкӗн хуҫи шутланма тытӑннӑ. Тусӗ ҫӗртме уйӑхӗнче ҫав лаптӑка хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ. Ҫапла майпа 1500 ытла тӑваткал метрлӑ лаптӑк, 44 пин тенкӗ ытла тӑраканскер, администраци харпӑрлӑхӗнчен тухса ӳкнӗ. Халӗ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheltv.ru сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре 54 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Лару-тӑру лайӑх енне улшӑнса пырать темелле. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнченпе кунсерен кӑшӑлвируспа 60 ҫынран ытларах чирлеменнине палӑртнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫын вилнӗ. Ку таранччен 1028 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 21343 ҫынна ҫитнӗ. Вӗсенчен 19544-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 47 ҫын вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 771 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ Вячеслав Павлов Мускавра хуралҫӑра вахта мелӗпе ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн лотерея вылянӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл Мускавра ӗҫре пулнӑ. Билетсене вӑл кайран сарӑм урлӑ тӗрӗсленӗ. Хисепсене курсан питӗ тӗлӗннӗ. Вӑл 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ-ҫке-ха. Ҫӗнӗ ҫулта вара Вячеслав шампань эрехӗ ӗҫнӗ чухне ӗмӗтне хут ҫине ҫырнӑ, ӑна ҫунтарнӑ, кӗлне бокала янӑ та ӗҫсе янӑ. Ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ! Ку укҫапа вӑл ҫурт лартма ӗмӗтленет халӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() 1zoom.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре сыснасен Африка мурне тупса палӑртни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Ҫавна пула килти сыснасене те тӗрӗслӗҫ, ҫак выльӑха ӗрчетекен хуҫалӑхсенче те плана кӗртмен тӗрӗслевсем пулӗҫ. Кун пирки Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтерет. Ку уйӑхра сысна тытакан юрдици сӑпачӗсене тата усламҫӑсене тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртман. Килте усракан сыснасенчен 15 проба илнӗ. Африка мурӗн вирусне тупса палӑртман. Аса илтерер: раштав уйӑхӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирленӗ икӗ хир сыснине тупнӑччӗ, ҫавна май унта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чарӑва халӗ пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ. Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ. Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать. Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗ питӗ сивӗ килчӗ. Ку кӑна мар, юр та нумай ҫурӗ. Халӗ вара Чӑваш Ене циклон килет, кӗҫех юр вӑйлӑ ҫума тытӑнӗ. Темиҫе сехетре юр хулӑнӑшӗ 10-15 сантиметр таран ӳсме пултарӗ. Унччен эрнекун ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтернӗччӗ. Анчах ку кӑнтӑр районӗсене ҫеҫ пырса тивӗ, нумайлӑха тӑсӑлмӗ вӑл. Ыран та кӑштах юр ҫӑвӗ. Каҫ енне вара сивӗтме пуҫлӗ. Ирхине, вырсарникун, каллех 20 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Тунтикун сивӗ каймӗ-ха, термометр 18-13 градус кӑтартӗ. Ытларикунтан каллех юр ҫума тытӑнӗ. Эрне вӗҫнелле 10-15 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Aurus Motors хатӗрленӗ сӑн Aurus Senat маркӑн пуҫламӑш партири малтанхи машинисем уйрӑм клиентсем валли 22 млн тенкӗпе танлашӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен Раҫҫейри люкс бренчӗ хӑйӗн «Контактри» официаллӑ страницинче пӗлтернӗ. «Aurus Senat моделӗн пуҫламӑш хакӗ 18 млн тенкӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах бренд, рынокра йышӑннӑ практикӑпа килӗшӳллӗн, 22 млн тенкӗ тӑракан ҫӳллӗ шайра хатӗрлесе ҫитернӗ пӗрремӗш сериллӗ партие кӑларать. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра Aurus малтанхи клиентсене Senat-а шӑпах ҫавӑн пек версире туянма сӗнет те», — палӑртнӑ пӗлтерӳре. Aurus-ра палӑртнӑ тӑрӑх, малашне сутлӑхра седанӑн йӳнӗрех версийӗсем те пулӗҫ, ҫав шутра 18 млн тенкӗпе те. Автомобилӗн чӑн хакӗ клиентшӑн заказ йышӑннӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх Aurus Senat-ӑн серипе кӑларакан машинӗсене уйрӑм заказчиксем патне 2021 ҫулхи ҫуркунне вӗҫленнӗ тӗле ҫитерме палӑртнӑ. Пӗрремӗш партири автомобильсем ултӑ тӗслӗ кузов суйласа илме пултараҫҫӗ: шурӑ перламутрлӑ, кофе тӗслӗ, хурҫӑ кӑвак, графит тӗслӗ тата хура тӗсли. Aurus Senat-ра гибридлӑ двигатель пулӗ: вӑл 4,4 литрлӑ вӗрттерсе бензинпа ӗҫлекен V8 двигатель ҫинче никӗсленнӗ, унпа пӗрле компактлӑ электричество агрегачӗ вӑй хурӗ, урапасене вӗсем 9 картлӑ хӑй тӗллӗн куҫаракан передачӑсен коробки урлӑ ҫӑвӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Нижний№1» сӑнӳкерчӗкӗ Кӳршӗре, Чулхула облаҫӗнче, паян 9 сехет те 13 минутра газ сирпӗннӗ. Вырӑнти МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, ку Мещер бульварӗнче суши-барта пулнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн ҫурт стени ишӗлсе аннӑ, ванчӑкӗсем машинӑсене лекнӗ. Кафене уҫма тӑнӑ хӗр суранланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Телее, вилекенсем пулман. Юлашки хыпарсем ҫакнашкал: ишӗлчӗксен айӗнчен пӗр ҫынна кӑларнӑ, тепӗр ҫын унта пулма пултарать. Официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |