Республикӑра
ok.ru сайтри сан Етӗрне хулинчи Ямоз микрорайонта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чӗрчунсен урнӑ чирӗпе ҫыхӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Карантин ятарлӑ хушуччен, чӗрчун урнӑ чирпе аптӑраман тӗслӗх икӗ эрне пулмасан, вӑйра пулӗ. Хушӑва вара паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ микрорайонта йытӑсемпе кушаксен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма, килти выльӑха сутма, йытӑ-кушака республика тулашне илсе тухма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Чӳк уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Сербири Нови-Сад хулинче самбо енӗпе тӗнче чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Пирӗн самбистсем унта пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Раҫҫей спорт мастерӗ Татьяна Федорова ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 44 килограмм тайманнисен виҫе категрийӗнче вӑй виҫнӗ. Тепӗр кунхине тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Елена Бондарева пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш кунхине тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Вера Лоткова чемпионка пулса тӑнӑ. Фирзан Дилмиев та хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тума тытӑннӑ. Тухтӑр ҫурчӗ 1910 ҫулта хӑпартса лартнӑ купса ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Анчах ӑна тӗплӗн юсамалла. Фельдшерпа акушер пункчӗ купса ҫуртне 1958 ҫулта куҫса кайнӑ, пӗрремӗш хута йышӑннӑ. Унччен медпункт Семен Семеновӑн уйрӑм ҫуртӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ ФАПа киввинчен инҫех мар хӑпартса лартӗҫ. Унта фельдшерпа врач, тӗрлӗ процедура тумалли,эмел сутмалли, персонал валли пӳлӗмсем, санузел пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӳлти Хыркасси ялӗнче Ункӑ юханшывӗ ҫинче ГЭС тунӑ, анчах вӑл темиҫе ҫултан ишӗлнӗ. 80-мӗш ҫулсенче ҫуран каҫмалли кӗпер тунӑ унта. Ҫав кӗпере 2019 ҫулхи кӗркунне юсанӑ, анчах ку нумая пыман – кӑҫал ҫуркунне пӗр енчи кӗпер тӗревӗсем ишӗлсе аннӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК репортаж хатӗрленӗ. Хӑрушӑ пулсан та Ҫӳлти тата Аялти Хыркасси ялӗнчи ҫынсем ҫав кӗперпех усӑ кураҫҫӗ. Капла ҫула кӗскетме пулать: Патӑрьел ялӗнчи лавккана, шкула, пульницӑна, чарӑнӑва ҫывӑхрах. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн кӗпере юсама укҫа ҫук. Тӳре-шара ҫынсене асфальт ҫулпа усӑ курма сӗнет.Халӑх фрончӗ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тумалли пирки калать. Ҫакӑ паллӑ: кӗпере юсамаллах, анчах мӗнле укҫапа? Хальлӗхе хуравӗ ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑмӑн тата икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем 32-62 ҫулсенче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара икӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Юрать, ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман. Вырӑнта Следстви комитечӗн следователӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
gtrk.tv сайтри сӑн Республикӑра паянхи кун тӗлне 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хальлӗхе кун пекки пулманччӗ. Ку таранччен Чӑваш Енре инфекциленнӗ 176 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 10535 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 8981 ҫын сывалнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Пӗр талӑкра 71 ҫын инфекциленнӗ, 79 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 1378 ҫын кӑшӑлвирусран килте е пульницӑра амбулатори мелӗпе сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-рен кӑштах иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
@salaevaalla страницӑран илнӗ скриншот Алла Салаевӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ. Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Алла Салаева Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тӑрӑшнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама /news/24340.html ҫирӗплетнӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл вице-премьер пулнипе пӗрлех вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинчи Ярославль урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ача виллине тупнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ. Ача виллине асӑрханӑ вырӑна пакунлисем васкаса ҫитнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана амӑшӗ наушник пӑралукӗпе пӑвса вӗлернӗ. Пӗчӗк ачана вӗлернине пӗлсен тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӑй тӗпренчӗкӗ ҫине алӑ хума хӑйнӑ амӑшне пӗлекенсене йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Пӗрле» уяв пӗтӗм Раҫҫейри премие илессишӗн конкурса хутшӑнать. «Золотой пазл» (чӑв. Ылтӑн пазл) премин шорт-листне лекнӗ финалист-проектсене паян суйлӗҫ. Конкурса тӑратнӑ мероприятисене HR, PR компанисен ертӳҫисем, ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври компанисен маркетинг пайӗсен пуҫлӑхӗсем, МИХсенче тӑрӑшакансем, сумлӑ экспертсем хаклӗҫ. Тӑван республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине халалланӑ мероприяти икӗ номинацире ӑмӑртать: «Массӑллӑ чи лайӑх мероприяти» тата «Пулӑмпа ҫыхӑннӑ туризм енӗпе чи лайӑх мероприяти». Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Воюцкая чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 60 ҫул тултарӗ. Ҫав кун К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дпама театрӗнче «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакль кӑтартӗҫ. Надежда Воюцкая Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем кашниех хӑйне евӗр. Сӑмахран, Борис Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакльте вӗҫӗм хӳхлекен Марине ятлӑ ача ролӗнче вылянӑ. Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑма ача сӑнарне ӗнентерӳллӗн калӑплама ҫӑмӑл пулман, анчах тӑрӑшни сая кайман. Ку спектакльпе театр тӗрлӗ хулана ҫитнӗ, конкурссене хутшӑннӑ, сумлӑ вырӑнсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |