Ҫурт-йӗр
![]() Муркашри шкулта юр пусарса тӑнине тӳсеймесӗр ҫивитти йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» интернет-порталта пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шкулӑн икӗ хутлӑ ҫуртӗнче пулнӑ. Унта ачасем ритмика тата гимнастика енӗпе занятисене пухӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах шкул вулавӑшӗ вырнаҫнӑ. Пӑтӑрмаха халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗслев РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пӑхнӑ преступлени (ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни) пуррипе ҫуккине палӑртӗ. Ҫавӑн пекех тӗпчевҫӗсем Шупашкарти Эгер бульварӗнчи 9 хутлӑ ҫуртӑн 1-мӗш хутӗнчи хваттерти стенана сӳтнӗ текен хыпара тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗсенче тӳре лини ирттернӗ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ вӑл. Тӗслӗхрен, ҫынсем Муркашра тротуарсене тасатманни пирки ыйтнӑ. Олег Николаев хӑй юр хырма юратни пирки каланӑ, Муркашри тӳре-шараран ку лару-тӑру пирки кӑсӑкланма шантарнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси пирки те калаҫнӑ. Малашне ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне пӗр хутчен тӳлев парасси пирки шутлаҫҫӗ, ку проекта пӑхса тухаҫҫӗ. Пӗр амӑшӗ пӗчӗк ачасене сӗт юр-варне тӳлевсӗр парассипе кӑсӑкланнӑ. Олег Алексеевич хӑй те нумай ачаллӑ ашшӗ пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче юр-вара тӳлевсӗр панине астунине каланӑ. Кун пирки тӳре-шара шухӑшласа пӑхӗ. Олег Николаев халӑх ыйтӑвӗсене 1 сехет ҫурӑ ытла хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() professionali.ru сайтри сӑн Комсомольски районӗнче пурӑнакан арҫын тӑванӗсенчен, банкран кивҫен илсе тултарнӑ. Пӗтӗмпе 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Унӑн халӗ явап тытма тивӗ. 2018 ҫулта 66-ри арҫын тӑванӗсенчен 800 пин ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Тӗрлӗ сӑлтав шутласа тупнӑ вӑл, ҫав шутра – ӗне ферми уҫассине те. Кредит организацийӗнчен те ҫак сӑлтавпа 375 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Хӑйӗн татман кредитсем пуррине каламан, уйӑхсерен тӳлеме пултарассине ӗнентернӗ. Анчах арҫын укҫана тавӑрса пама васкаман. Вӑл нимӗнле услам та уҫман, нухрата урӑх тӗллевпе пӗтернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех Елчӗк районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Н.И. Турнер ячӗллӗ ача-пӑча травматологийӗпе ортопеди наци медицина тӗпчев центрӗн директорӗпе Сергей Виссарионовпа тӗл пулнӑ. Асӑннӑ тӗпчев центрӗ ҫурӑм шӑмми пӑсӑлнипе ҫуралакансене пулӑшать. Чӑваш Ен медцентрӑн ҫӗнӗлӗхӗсене пурнӑҫлассипе никӗс регион евӗр ӗҫлӗ. «Технологи центрӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ технологи пекки тӗнчере те ҫук. Вӑл ҫурӑм шӑмми авӑннине сӑнаса пыма май парать. Кирлӗ пулсан ҫийӗнчехх операци тума май парать», – тенӗ Сергей Виссарионов. Г.И. Турнер ячӗллӗ центр Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Унти специалистсем пысӑк пӗлӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Туберкулёзпа кӗрешекен диспансера «Республикӑн судпа медицина экспертизи» хысна учрежденине парӗҫ. Документа паян Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленнӗ. Ӗҫлӗ хутра асӑннӑ диспансер 680,9 тӑваткал метр йышӑнать. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Селикат урамӗнче 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ҫурт патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланать. Унпа Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Туберкулёзпа кӗрешекен республика диспансерӗ» хысна учежденийӗ хуҫаланнӑ. Судпа медицина экспертизине ҫурта 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Дмитрий Фадеев архивӗнчи сӑн Чӑваш Ене каллех троллейбуссем илсе килнӗ. Вӗр ҫӗнӗскерсем кӗҫех Шупашкарти маршрутсем ҫине тухӗҫ. Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче йӗркеленнӗ комисси ҫӗнӗ троллейбуссене йышӑнма тытӑннӑ. Ыран та ку ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Транспорт Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен ҫыннисене илсе ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ене 68 троллейбус илсе килмелле пулнӑ. Анчах троллейбус туса кӑларакан савутра кӑшӑлвирус сарӑлнӑран ку ӗҫ каярах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. Вӑл паян ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: 14 сехетре вӑл шкултан тухнӑ, Кадыков урамӗ еннелле утнӑ, анчах киле ҫитеймен. Хӗрача кӑвак куртка, сӑрӑ тӗслӗ шӑлавар, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй 130 сантиметр ҫӳллӗн, ҫурӑм хыҫне хӗрлӗ-кӑвак рюкзак ҫакнӑ. Унӑн телефонӗ пӗрле пулман. Хӗрача ҫухалнине ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. Ӑна полицейскисем, «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yakutia-daily.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакна 65 ҫулти хӗрарӑм укҫан пулӑшасса шанса хӑй укҫа ҫухатнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 100 пин тенкине вӑрланӑ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче пӗр банк тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсене укҫан пулӑшни пирки вуласа пӗлнӗ. Хайхискер унта кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, хӑйӗн телефон номерне ҫырнӑ, анкетӑна тултарнӑ. Ҫаксем ултавҫӑсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ – вӗсем хӗрарӑмӑн телефон номерӗпе ҫыхӑннӑ счетсенчен укҫа вӑрланӑ. 100 пин тенки ҫуккине вӑл тепӗр кунхине ҫеҫ карточка балансне тӗрӗслесен пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫсӗррисене регистрацилемелли вӑхӑтлӑх правилӑсене тӑсасшӑн. Кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫсӗр ҫынсене онлайн-мелпе регистрацилерӗҫ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ҫӗнӗ йышӑну проектне хатӗрленӗ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, онлайн-регистрацие регионсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсма пултарӗҫ. Ӗҫсӗррисене ӗҫсӗрлӗх центрӗсене пымасӑрах регистрацилес йӗркене пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑнчӗҫ. Кирлӗ мӗнпур документа ӗҫсӗрлӗх служби патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсенчен хӑй тӗллӗн пухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Ен территорийӗпе машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремелли «М-12» ҫул тӑвассине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫул тума йышӑннине пӗлсен ҫутҫанталӑк ырлӑхӗшӗн кӗрешекенсем тата уншӑн чунӗсене ыраттаракансем чӗрчунсене каҫса ҫӳреме вырӑн хӑварӗҫ-ши тесе кӑсӑкланма тытӑнчӗҫ. Экодуксем пуласси пирки маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ пурӗ миҫе пуласси уҫӑмланнӑ. 12 экодук (экодук тесе чӗрчунсем валли тунӑ каҫҫа е траншейӑна калаҫҫӗ) тата 22 каҫӑ пӑхса хӑварӗҫ. Вӗсемпе тискер чӗрчунсем каҫса ҫӳренипе пӗрлех килти выльӑх-чӗрлӗхе те каҫарӗҫ. Чӗрчунсем машина сассинчен хӑрасран сасӑран хӳтӗлекен хатӗрсем вынаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |