Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Нотариус палатин пайташӗсен ҫулталӑкри пухӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов хутшӑннӑ. Ҫав кунах Нотариус палатин президентне суйлас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ку тивӗҫе пурнӑҫлама Елизавета Соколовӑнах шаннӑ. Елизавета Ильинична ҫак тилхепене 1993 ҫултанпа тытса пырать. Чӑваш Республикин Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Елизавета Соколова нотариата аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ. Пухура Нотариус палатин правлени тата ревизи комиссийӗн пайташӗсене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheltv.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑма пӗчӗк ачине тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн явап тыттарнӑ. Вӑл пепкине хӑварнӑ, хӑй юлташӗсемпе савӑнса ҫӳренӗ. Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм ҫур ҫулти ывӑлне Красноармейски районӗнче пурӑнакан пиччӗшӗ патӗнче хӑварнӑ, хӑй тухса кайнӑ та вӑхӑта тусӗсемпе ирттернӗ. Ача вара 6 сехет ытла, хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ киле киличчен, пӗччен тӑрса юлнӑ. Кун пирки ҫамрӑк хӗрарӑм питӗ лайах пӗлнӗ. Амӑшӗ ывӑлӗ патне темиҫе кунран ҫеҫ таврӑннӑ. Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Суд ӑна 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӗнче Светлана Асаматӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекинчи куҫару сӑввисем тӑрӑх «Асамат вулавӗсем – 2021» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ центрӗпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методпӗрлешӗвӗ тата вулавӑш йӗркеленӗ. Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗн тӗп тӗллевӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ паллӑ ҫыравҫӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн пултарулӑхӗпе туллин паллашса ӑна халӑхра анлӑрах сарасси, Европӑпа Вӑтаҫӗр Ази, Атӑлҫипе Кавказ, Балтикӑпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи 39 халӑхӑн пултаруллӑ 83 хӗрарӑмӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене илемлӗ каласси, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси пулнӑ. Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансене Светлана Асамат, Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров тата Ҫӗнӗ Шупашкар радиовӗн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Лаврентьева саламланӑ. Чӑваш литературинче ХХ ӗмӗр вӗҫӗпе ХХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев, Эмине, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗн, сӑвӑҫӑн, прозаикӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе презентаци мелӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «СУ-56» предприятин тавӑҫне пӑхса тухса пӗр пайне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Асӑннӑ организаци «Сычуань-Чувашия агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Элӗк районӗнчи предприяти тавӑҫра 5,3 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Суд 1 миллион та 566 пин тенке неустойка евӗр шыраса пама килӗшнӗ. Асӑннӑ организаци Пӑрачкав районӗнчи йывӑҫ-тӗмлӗ ҫӗрсене тасатса пулӑшнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл подрядчик евӗр пурнӑҫланӑ. Маларах вӑл «Сычуань-Чувашия» предприятирен 25 миллион тенкӗ шыраса илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать. Терентий Парамоновичӑн чӑвашла тумлантарнӑ пуканисем чӗрӗ сӑнлӑ тейӗн. Кашнинче темӗнле асамлӑх пытарӑннӑ. Кашни халь-халь тем калассӑн туйӑнать. Шухӑшлӑ та ӗҫлӗ ҫав пуканесем, тарӑн шухӑшлӑ та мал ӗмӗтлӗ. Вӗсем кӗрӗк арки йӑваласа ларма пачах та хӑнӑхман. Икӗ алла пӗр ӗҫ тенӗн ялан тем тумалла вӗсен. Хирте тар тӑкман чух ал ӗҫӗпе те пулин аппаланаҫҫӗ. Сӑмах май, 2009 ҫулта Терентий Дверенин ҫинчен «Чувашский мир Терентия Дверенина» альбом пичетленнӗ. Ӑна курав уҫнӑ чух хӑтланӑ. Кӗнекене епле хатӗрлени ҫинчен Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Валерий Алексеев тата Геннадий Иванов-Орков искусствовед каласа кӑтартнӑ. Марина Карягина тележурналист «О чём молчат куклы деда Тероша?» фильма хатӗрленипе паллаштарнӑ. Терентий Дверенин 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче авалхи «Науруз» («Навруз») уява уявларӗҫ. Унта Чӑваш Енри тӗрлӗ наципе культура автономисен, пӗрлешӳсен, центрсен активисчӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Наци тумӗсемпе юрӑсеме шӑрантарчӗҫ, ташларӗҫ. Наци апат-ҫимӗҫӗсене кӑтартрӗҫ. Узбексем хайсен паллӑ апачӗпе — пловпа — хӑналарӗҫ. Акт залӗнче уявла концерт иртрӗ. Халӑх хастарӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова, Шупашкар пуҫлӑхӗ Олег Кортунов саламларӗҫ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал кун пек йӗкӗреш иккӗмӗш хут ҫеҫ ҫуралнӑ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш ҫемьере хӗрпе ывӑл кун ҫути курнӑ. Ачасене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче регистрациленӗ. Павелпа Екатерина Бочкинсен халӗ 5 ача. Аслисем Илья, Евгений тата Мария – аслисем. Халӗ вара Романпа Ольга ҫуралнӑ. Пепкесем кашнийӗ 3 килограмм ытла пулнӑ. ЗАГС ӗҫченӗсем Бабочкинсене телей, анӑҫу, ҫемьере ӑнлану суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ptzgovorit.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӗрт йыттисем тӗлӗшпе васкавлӑ мерӑсем йышӑнасшӑн. Юлашки вӑхӑтра ку ыйту калаҫтарать. Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсем ӗрчесе кайнӑ ав, ҫынсен сехри хӑпнӑ. Вӗсем ҫынна тапӑнма пултараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӳре-шара ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев йытӑсене персе вӗлерме юраманнине аса илтернӗ. «Вӗсене тытмалла, вӑхӑтлӑх пункта вырнаҫтармалла, сиплемелле те кайран унччен вӗсем пурӑннӑ вырӑнах ямалла. Йӗрки ҫапла», - тенӗ вӑл. Ҫак тивӗҫсене муниципалитетсен пурнӑҫламалла. Анчах вӗсем ҫак ӗҫе туллин туса пыраймаҫҫӗ. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Тӗслӗхрен, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли пунктсем ҫук. Ҫавна май республикӑра ҫавнашкал пунктсем хута яма палӑртнӑ. Йытӑсем ачасене тӑтӑшах тапӑннӑран Элтепер васкавлӑ мерӑсем шырама ыйтнӑ. Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫине муниципалитетсемпе пӗрле ку ыйтӑва татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Шел те, сахал мар – кунне 5-6 ҫын. Юлашки талӑкра ав 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен вилнисен йышӗ 1146-а ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 22342 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 20398-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын каварлӑ вирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 797 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Ҫӗршыв тетпӗр эпир хамӑр ҫуралса ӳснӗ кӗтесе, тавралӑха, ҫаран-улӑха, ката-вӑрмана, ҫӗре-шыва юратса. Анчах ку вӑл хальтерех пулнӑ сӑмах, хӑйне евӗрлӗ ӑнлантару. Авал чӑвашсем ку пӗлтерӗше эл (эль) сӑмахпа ӑнлантарнӑ. Эл — ҫӗр-шыв, тӑван кӗтес, ҫуралнӑ тавралӑх. Чӑваш ҫӗршывӗ — чӑваш элӗ. Пирӗн аслаттейсем, авалхи пӑлхарсем, патшине элтепер (элтапӑр) тенӗ, ку ӗнтӗ эл (ҫӗр-шыв) тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ пуль. Ӗлӗк чухне эл темиҫе пая пайланнӑ, пайӗсене ил (иль) тенӗ. Ил — область, вулӑс, тӑрӑх, удел. Илхан — удел ханӗ е йӑх ханӗ. Ханпа пӗр варти ҫын — кавхан е кӑвхан. Ку сӑмах хальхи пӑлхар чӗлхинче ҫак пӗлтерӗшпех упранса юлнӑ, ӑна кӑвапа сӑмахпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, пӗр кӑвапаран тени ӗнтӗ апла вӑл. Чӑвашра илхан сӑмах каярахпа ят пулса юлнӑ. Эл, ил — чылай тӳрк чӗлхисенче халӗ те хӑйсен пӗлтерӗшӗпех пурӑнаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |