Пӑтӑрмахсем
![]() zugunder.com сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкар районӗнчи Тумкасси ялӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл хӑйӗн КамАЗӗ айне пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын гараж умӗнче хӑйӗн бензовозне юсанӑ. Унччен те пулман – транспорт вырӑнтан тапранса кайнӑ, хуҫи урлӑ каҫса юр ҫине пырса тӑрӑннӑ. Тухтӑрсем киличчен арҫын чӗрех пулнӑ. Анчах, шел те, вӑл пульницӑра ҫав кунах вилнӗ. Йӗрке хуралҫисем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарта «Строителям безмолвных рубежей» кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Унта окоп чавнӑ 87 ҫыннӑн асаилӗвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсене кӗртнӗ. Хӑтлавра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӗнеке тиражне пысӑклатма сӗннӗ. Ун чухне вӑл 300 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Унтанпа 1,5 уйӑх иртсен хушма тираж кӑларма укҫа тупӑннӑ. Хыснаран мар, меценатсем пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче – Николай Николаев, Юрий Попов, Олег Кортунов, Николай Владимиров тата Виктор Горбунов. Вӗсем пулӑшнипе 1 пин кӗнекене шкулсене илсе ҫитерӗҫ. Кун пирки ЧР кульура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ, йӗпе-сапа пуҫланчӗ. Ҫитес вӑхӑтра синоптиксем сунчӑк тата атӑ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑр ҫума тытӑнать. Хальлӗхе юр нумаях ирӗлмен. Вӑтамран илсен, республикӑра 3-7 сантиметр ҫеҫ чакнӑ. Юр ҫӳллӗшӗ ҫур метртан ытларах-ха. Паян кӑҫалхи чи ӑшӑ ҫанталӑк пулнӑ – 7 градус ӑшӑ тӑнӑ. Ыран та республикӑра ӑшӑ тата хӗвеллӗ пулӗ. Кайран вара ҫанталӑк тӑрук улшӑнать. Юнкун йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Кун пекрех ҫанталӑк эрне вӗҫӗчченех тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хитре ҫанталӑк ҫитес эрнере пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара каллех ҫӗнӗ троллейбуссем илсе килнӗ. Ку – юлашки парти. Хальхинче ахаль 52 троллейбус тата автономлӑ мелпе ҫӳрекен 16 «мӑйракаллӑ» транспорт ҫитнӗ. Автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Водитель «мӑйракана» антарса 20 ҫухрӑм кайма пултарать. Троллейбуссем пурте лутра урайлӑ, вӗсенче камерӑсем, USB-розеткӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех табло пур. Сӑмах май, кӗҫех «Солнечный» микрорайона троллейбус ярасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унта шӑпах автономлӑ мелпе ҫӳрекен транспорт кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсенчи депутатсем хӑйне евӗрлӗ сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем муниципалитет пӗрлешӗвӗсен вырӑнне муниципалитет округӗсем йӗркелесшӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Кун пек ыйтӑва халӑхпа татса памаллине шута илсе халӑх итлевне ирттерӗҫ. Район шайӗнче те, ял тӑрӑхӗсенче те. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑма ҫырнӑ тӑрӑх, кун пек шухӑш патне вырӑнтисем ахальтен пырса тухман. Реформӑна сӗнекеннисем республикӑн Правительство ҫуртӗнче лараҫҫӗ. Унтисем Чулхула облаҫӗн тӗслӗхне тӗпе хурасшӑн курӑнать. Асӑннӑ регионта, ав, 11 районта статуса ылмаштарса муниципалитет округӗсем туса хунӑ. Муниципалитет округӗ муниципалитет районӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрӗ? Чӑваш Енри Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, округсенче консолидациленӗ пӗр бюджет пулӗ. Ял тӑрӑхӗсенче Депутатсен пухӑвӗсене пӗтерӗҫ, анчах администрацисем юлӗҫ. Кашни справка патне ҫынсене округ центрне яраймӑн-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Театр ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхи 21-мӗш хут иртрӗ. Артистсене уявпа саламлама тата ҫӗнтерӳҫӗсемне палӑртма пухӑннӑ уява республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» ята Вырӑс драма театрӗн режиссерӗ Игорь Лебедев Александр Куприн хайлавӗпе лартнӑ «Поединок» ӗҫ тивӗҫнӗ. Ачасем валли лартнӑ кӑҫалхи чи лайӑх спектакль — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Юлий Кимӑн «Кто Принцессу поцелует?» юмахӗ (режиссерӗ — Алексей Герасимов). Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Павел Бажовӑн юмахӗпе лартнӑ «Серебряное копытце» спектакле (Андрей Галкин ӗҫӗ) музыка тӗлӗшӗнчен лайӑх илемлетнине, Оперӑпа балет театрӗнчи «Капулеттипе Монтекки» оперӑна (Валентин Федоров) сценографи енчен палӑртнӑ. «Хӗрарӑм чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Прытченкова Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ «Капулетти и Монтекки» оперӑра Джульетта Капулетти сӑнарне калӑпланӑшӑн тивӗҫнӗ, «Арҫын чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире — Вырӑс драма театрӗнче «Поединок» спектакльти Георгий Ромашов сӑнарне вылянӑ Андрей Аверин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ. Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ. Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман. Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Питӗрти чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи хастар ҫын, вырӑнти Ваттисен Канашӗн ертӳҫи, таврапӗлӳҫӗ, журналист, ҫар наукисен кандидачӗ Виталий Золотов пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйсен страницинче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хыпарланӑ. Виталий Арсентьевич 87 ҫула кайнӑ. Йӑхташӑмӑр 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи Тинӗс-Ҫар радиотехника Аслӑ ҫар училищине вӗреннӗ. Тинӗс ҫар флотне вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑватӑ теҫетке ҫулне панӑ. Ҫар офицерӗ Аслӑ Тинӗс-Ҫар радиоэлектроника училищинче доцент пулса та ӗҫленӗ. Ентешӗмӗр журналистикӑра тата литературӑра та палӑрнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят панӑ. Юлашки ҫулсенче Виталий Золотов Никита Бичурина ӑсчах тата Петр Егоров архитектор ячӗсене Питӗрте сарассипе нумай ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш пуканисене тӑвакан тата тепӗр ҫын пур. Вӑл — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта пурӑнакан Сергей Васильев. Асӑннӑ ҫын тӑван халӑхӑмӑран кун-ҫулне сӑнлакан пуканесем ӑсталать. Сӑмахран, вӑл окоп чавнӑ ҫынсене халалласа экспозици хатӗрленӗ. Вӗсемпе Ҫӗрпӳри культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ куравра паллашма май туса панӑ. Маларах эпир Чӑваш тӗррин музейӗнче «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» курав уҫӑлнине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче 1919 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ ҫав маттур пуканесем ӑсталама 80 ҫул урлӑ каҫсан пуҫланӑ. Унӑн килӗнчи музейра 100 ытла пукане упранать. 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() stolica-s.su сайтри сӑн Шел те, кӑшӑлвирусран вилекенсем юлашки кунра тата нумайланнӑ. Юлашки талӑкра каварлӑ вирус 8 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Юлашки 10 кунра статистикӑра кун пек хисепсем пулман. Уйӑх пуҫланнӑранпа вилекенсем 165-ӗн пулнӑ. Ку таранччен чире 1199 ҫын парӑнтарайман. Палӑртмалла: чирлекенсен 5,3 проценчӗ чире пула вилнӗ. Паняхи кун тӗлне республикӑра 22662 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20682-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленӗ. 41 ҫын вара сывалнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 5500 доза. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |