Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин уйлӑхне ҫулсерен ирттерекенччӗ. Кӑҫалхи уйлӑха ирттересшӗн. Чӑваш чӗлхине вӗренес тата вӗрентес кӑмӑллисене утӑ уйӑхӗн 4-10-мӗшӗсенче пухасшӑн. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Унччен вара ыйтӑм (ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла) йӗркеленӗ. «Хавал уйлӑх пулсан эпӗ...» ыйтӑва ҫапларах хуравлама май пур: «Килме хатӗр», «Килес кӑмӑллӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавран килет», «Килес кӑмӑллӑ, анчах мана вӑхӑчӗ юрӑхлӑ мар»,«Килме шутламастӑп», «Пӗлместӗп~~». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Пирӗн республикӑра типӗтсе хатӗрленӗ пахчаҫимӗҫе ҫӗршыври супермаркетсенче сутаҫҫӗ. Ҫимӗҫе типӗтекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ продукци пахалӑхне ҫухатмасть, тути те унӑн аван. Апат-ҫимӗҫе типӗтессипе, сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «ТАВ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Вӑл ҫӗрулмипе тата ытти пахчаҫимӗҫе ӗҫлет. Фирмӑн продукцин «Пятёрочка», «Перекрёсток», «Карусель» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗсен лавккисенче курма пулать. Унта ӑна «Yelli», «Bravolli», «Готово» тавар паллипе сутаҫҫӗ. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ ҫав ҫимӗҫе «ОZON» тата «WILDBERRIES» маркетплейссем урлӑ та туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() konakovograd.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫынсем Шупашкарти «Лента» чарӑну патӗнчен иртсе пынӑ чухне арҫын хускалмасӑр выртнине асӑрханӑ. Патне пырса пӑхнӑ – вӑл сывламасть. Кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Арҫын чарӑнуран инҫех мар тротуар ҫинче выртнӑ. Вӑл Шупашкарта пурӑннӑ, 44 ҫулта пулнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине судпа медицина экспертизи тусан палӑртӗҫ. Ӑна пумӑрласа вӗлернӗ йӗрсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри пилӗк бренд ҫӗршыври культура тата туризм бренчӗсен ТОП-1000 йышне лекме пултарӗҫ. РФ Общество палатинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ топа пирӗн республикӑран «Киремет юманӗ» («Сӑнарсем» номинацире), «Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ» («Сооруженисем» номинацире), «Чӑваш тӗрри» («Йӑла-йӗрке тата промысласем» номинацире), ҫавӑн пекех Андриян Николаев космонавт тата Никита Бичурин ӑсчах ячӗсем («Ҫынсем» номинацире) кӗрес шанчӑк пур. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн 1000 тӗп бренчӗн списокне хатӗрлеҫҫӗ. Халӑх сасӑлавӗ Живоенаследие.рф сайтра ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кайран вӗсене ятарлӑ карта ҫинче кӑтартӗҫ тата каталога кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() v-pravda.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ Трактор тӑвакансен проспектӗнче ларакан ВАЗ-3107 машинӑна хыҫалти питӗрмен алӑкӗнчен кӗнӗ те тапратса кайнӑ. Хайхи каччӑ хула тӑрӑх ярӑннӑ. Ирхине вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравланӑ та машина тапратса кайнине, полици ӗҫченӗсем киличчен салонрах пулассине пӗлтернӗ. Пакунлисем Ленин Косомолӗн урамне ҫитсен машинӑра ӳсӗр водитель ларнине курнӑ. Ҫак каччӑ машина тапратса тарнӑшӑн унччен те судпа айӑпланнине палӑртмалла. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() krsk.au.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре гаражсене «амнистилеме» йышӑннӑ. Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи йышӑннӑ, Федераци Канашӗ ырланӑ. «Гараж амнистийӗ» ҫинчен калакан саккуна Росреестрпа пӗрле хатӗрленӗ. «Кашни регионтах тивӗҫлипе шута илмен ҫӗршер ҫеҫ мар, пиншер гараж пур. Вӗсене суд урлӑ ҫеҫ регистрацилеме пулать. Ҫакӑ ҫынсен умне йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Халӗ ку ыйтӑва комплекслӑ татса пама май килӗ», — ӑнлантарнӑ Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева. Саккун 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрессе, вӑл 5 ҫул пырасса шанаҫҫӗ. «Гараж амнистине» Градостроительство кодексӗ вӑя кӗриччен (тепӗр майлӑ каласан, 2004 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗччен) хӑпартса лартнисем кӗрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sterhluki.ru сайтри сӑн Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче полицие арҫын пынӑ та инкекӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче паллашнӑ хӗрпе ҫырӑннӑ. Хайхискер пике ӑна чӑнах та килӗштернине ӗненнӗ. Лешӗ сипленме укҫа кирли пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑна шеллесе 400 пин тенке яхӑн кредит илнӗ те хӗре куҫарса панӑ. Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫав хӗрӗн страници ҫинчи аватарка ҫинче палланӑ сӑна курнӑ. Вӑл – Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 26 ҫулти хӗр. Унран ыйтса пӗлнӗ, вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Автобуссене ҫӑваҫҫӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ ҫакна тӗрӗслев тӗллевпе рейда тухнӑ. Администрацин транспорт уйрӑмӗ автобуссене чӑнах та ҫунине, салонра дезинфекци тунине ӗненнӗ. Хальлӗхе ревизи «ТМК-1» оганизацире иртнӗ. Вӑл 15-мӗш, 45-мӗш, 46-мӗш, 20-мӗн, 24-мӗш, 26-мӗш автобуссемпе ӗҫлет. Ытти маршрутпа ҫӳрекен автобуссене тӗрӗслӗҫ-и? Кун пирки пӗтермен-ха. Халӗ транспорт хӑвӑрт хуралать, мӗншӗн тесен юр ирӗлнӗ май урамра таса мар. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем те тасалӑхшӑн кӗрешеҫҫӗ – юр хӑвӑртрах ирӗлтӗр, ҫулсем тасарах пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 8 сехетре Сӗнтӗрвӑрринчи нумай хваттерлӗ ҫуртра пӗрремӗш хутра пушар тухнӑ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ, унта пурӑнакансене эвакуациленӗ. 8 ҫынна, ҫав шутра 1 ачана, ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Ку инкек Курчатов урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Ҫулӑм тухнӑ хваттерте сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ. Пушара сӳнтерсен кил хуҫи хӗрарӑмӗн 66 ҫулти ашшӗн виллине тупнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Канашри Разин урамӗнчи 5 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ, Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗнӗ урамра 3 пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Юлашки тӗслӗхре 1 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |