Хулара
![]() smartik.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ҫемье Кӗремечке урамӗнче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ тата виҫӗ ачи харпӑр ҫуртра сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Аслисем те Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмӗнче выртаҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑр мар. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗм тухмалли вырӑн хупланса ларнӑ. Ҫавна май килте газ пухӑннӑ. Хальлӗхе ҫурта газ пымалла мар тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Владимир Михайлов тунӑ сӑн Йӑлана кӗнӗ «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки кӑҫал ака уйӑхен 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку пахчаҫӑсемшӗн питӗ усӑллӑ тата меллӗ. Унта вӗсем пахча ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑрлӑх, калча туянма пултараҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ял хуҫалӑх продукцине сутмалли тӑватӑ вырӑна палӑртнӑ. Суту-илӳ точкисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» пасарта, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Амазони» паркра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ «Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» ятпа онлайн-фестиваль ирттерет. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Илемлӗ вулакансен фестивальне чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫулсеренех Чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Ку куна ытахальтен суйламан. Ун чухне чӑваш ҫырулӑхне тата алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ онлайн мелпе иртӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Ку ыйтупа культура министрӗ Светлана Каликова калаҫнӑ. Паллах, ку кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май тӳре-шара Шупашкар урамӗсенче уяв колоннисене уттармалла мар тесе йышӑннӑ. Кун вырӑннӗ ӗҫ коллективӗсем халӑх тетелӗсенче #1маячувашия хэштегпа сӑнӳкерчӗксем тата видеороликсем вырнаҫтарӗҫ. Министр пуҫарӑвне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та ырланӑ. Ҫапах Ҫӗнтерӳ парадне ирттерӗҫ. Мероприятие онлайн мелпе трансляци тӑвӗҫ. Ку халӑх йышлӑ пухӑнасран сыхлӗ. Концерт ирттерессине тата салют ярассине хальлӗхе татса паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pop-music.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын баян сутса ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Кун пирки вӑл ӗнер полицие пырса пӗлтернӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл тӗнче тетелӗнче баян сутасси пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Ӑна туянакан ҫын часах тупӑннӑ. Хайхискер тӳрех укҫа тӳлеме шантарнӑ, каҫӑ ярса панӑ. Унпа кайсан арҫын банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ. Каярахпа вӑл карточка ҫинчи укҫана тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Унӑн карточки ҫинчен 7 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ. Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе. 1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ. Кайран «аталаннӑ социализм» вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланма пуҫларӗ. Анчах, 1986 ҫултан пуҫласа Михаил Горбачёвӑн Перестройка ҫулӗсенче майӗпен наци юхӑмӗсем ҫӗкленнӗччӗ. Чӑваш хастарӗсем Чӑваш Республикинче Иван Яковлев ячӗллӗ пӗрлӗхе, ЧОКЦ, ЧОКЦ-2, ЧАП, ЧНК йӗркелерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурри ытла чӑвашсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Майӗпен урамра та чӑвашла калаҫни илтӗнме пуҫланчӗ. Халь нумай чӑвашсем хамӑр тӑван чӗлхепе уҫҫӑн калаҫма вӑтанма пӑрахрӗҫ. ...Хайхи «Folkswagen» ҫумӗнче арҫынпа хӗрарӑм тӑнӑччӗ. |
Спорт
![]() Иртне эрнере Якутск хулинче кикбоксинг енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Полина Петухова унтан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Ринга 380 яхӑн спортсмен тухнӑ. Вӗсем 40 ытла регионтан килсе ҫитнӗ. Полина ҫурмафиналта Питӗрти спортсменпа вӑй виҫнӗ. Финалта вара Тулӑри спортсменкӑпа тупӑшнӑ. Сергей Шабердин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптакан Полина 52 килограмм тайман виҫе категорийӗнче мала тухнӑ. Ҫапла вӑл 2022 ҫулта АПШра иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫапӑҫу искусствин вӑййисене кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Палӑртмалла: Полина Петухова Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑваттӑмӗш хут ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ Юхма Мишши ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1936 ҫулхи акан 10-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ. Юбилей ячӗпе ҫыравҫӑна Мускаври чӑвашсем саламланӑ. «Пурнӑҫ илемӗпе, ачусен, мӑнукусен ырлӑхӗпе савӑнса пурӑнӑр. Эсир пирӗншӗн яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, 300 ытла кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӳсем хавхалану кӳччӗр. Вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарма калем яланах ҫивӗч пултӑр. Сирӗншӗн ҫутаттӑр илемлӗ ҫут ҫӑлтӑр, ҫӗклентӗр ӑшпиллӗ хӗвел, савӑк сар кайӑк ҫӗн юрӑ юрлатӑр», — тесе ҫырнӑ саламра. |
Персона
![]() Сергей Алексеев артист Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Сергей Алексеев юбилейне паллӑ тӑвать. Культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Алексеев — опера труппин ертсе пыракан солисчӗ. Асӑннӑ театр сцени ҫине артист пуҫласа 1999 ҫулта тухнӑ. Вӑл мӗнпур оперӑна, опереттӑна тата концерт программине илем кӳрет. Унӑн уйрӑмах асра юлмалли сӑнарӗсенчен пӗри — «Любовный напиток» оперӑри Белькоре партийӗ. Ҫав эпизодшӑн ӑна «Чӗнтӗрлӗ чаршав-2016» конкурсра палӑртнӑ. Сцена ӑсталӑхне пулас артист Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерватоийӗнче алла илнӗ. Унӑн вӗрентекенӗ Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Быстров пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле. Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |