Культура
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра культура отраслӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен шучӗ ӳссе пырать. Ӗнер ҫак йыш тата тепӗр виҫӗ ятпа пуянланнӑ. Пичетре нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ» ӗҫченӗ ята «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Никитина тивӗҫнӗ. Культура енӗпе маттур ӗҫленӗшӗн ҫак ята Вӑрмар районӗн администрацийӗн социаллӑ аталану тата культура секторӗн заведующийӗ Светлана Павлова тата Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Вероника Тарасова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Хусанта пурӑнакан Юрий Варламович Кузнецов Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар поселокне арӑмӗн вилтӑпри ҫине килнӗ те ҫухалнӑ. Килте вӑл виҫӗ кун ҫук ӗнтӗ. Арҫын ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Тепӗр икӗ кунран тӑванӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Унӑн сывлӑхӗ те хавшакрах, ҫанталӑк та ав лайӑхах мар. Нимеҫӗсем ӑна шырама пуҫланӑ, вӑрмансене, ҫарма-ҫатрана ҫаврӑннӑ, анчах кӑлӑхах. Тӑванӗсем Юрий Кузнецов ҫухални пирки акан 20-мӗшӗнче каҫхине пӗлтернӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет тӗлне нимеҫӗсем пӗтӗм масара пӑхса ҫаврӑннӑ, арҫын ӑҫталла кайма пултарнине палӑртнӑ. 79 ҫулти арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑл хура куртка, кӑвак джинс, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() elista.org сайтри сӑн Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне Ҫырупа тухрӗ. Мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ ҫӗршыв ҫыннисене? Президент шкула каякан кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пама сӗнчӗ. Ку йыша 1-мӗш класа кайма хатӗрленекенсем те кӗреҫҫӗ. Тӳлеве ҫурла уйӑхӗн варринче парӗҫ. Ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр ӳсекен 8-16 ҫулсенчи ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 5650 тенкӗ /Раҫҫейри вӑтам виҫе/ пама йышӑнчӗ. 7 ҫул тултарман ачашӑн илнӗ «больничнӑя» ӗҫ стажне пӑхмасӑрах шалӑвӑн 100 процентне тӳлес ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарчӗ. Ача кӗтекен хӗрарӑмсене те пулӑшӗҫ. Малтанхи вӑхӑтрах шута тӑнӑ, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене уйӑхсерен укҫа тӳлӗҫ. Раҫҫейре ку виҫе вӑтамран 6500 тенкӗпе танлашӗ. Владимир Путин Правительствӑна ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ. Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ. Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче вӑйлӑ ҫиле тӳсеймесӗр темиҫе ҫӗрте тимӗр карта тӳнсе кайнӑ. Кун пирки «Руль умӗнче» портал Инстаграмра паян, пӗр сехет каярах пӗлтернӗ. Тимӗр хӳме Модӑсен ҫурчӗ тӗлӗнчи парковкӑра тата «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнче хӑпартакан нумай хваттерлӗ ҫуртсем патӗнче чалӑшса кайнӑ. Ҫак хыпара вуланисенчен шухӑшӗ тӗрлӗрен. Пӗрисен шучӗпе паян ҫанталӑк, чӑн та, алхасса кайнӑ. Теприсен шучӗпе строительсем айӑплӑ – вӗсем ӗҫе ҫиелтен тӑваҫҫӗ, тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем строительсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Епле тӳлеҫҫӗ – ҫавӑн пек ӗҫлеҫҫӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ. Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ. Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ. Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси. Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() worldofmeat.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр республикӑра кашни ӗне пуҫне укҫа панӑччӗ. Кӑҫал та ку йӑлана малалла тӑсасшӑн-мӗн. Анчах тӳре-шара калаҫнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхинчен 100 тенкӗ ытларах тӳлесшӗн. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Ведомство кӑҫал та ӗне усракансене укҫан пулӑшма сӗннӗ. Пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр ку виҫе 100 тенкӗ сахалрах пулнӑ. Пӗр выльӑхшӑн – 2300, икӗ выльӑхшӑн 3300-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах выльӑхшӑн 4300-шар тенкӗ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() infpol.ru сайтри сӑн Республикӑра 7 ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ. Уншӑн тухтӑрсем кӗрешнӗ. Уйрӑмах – икӗ пульницӑри икӗ хирург. Ачасем ӑнсӑртран пӳлӗм алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Арҫын ачан хулпуҫҫи ҫинчи артери сенленнӗ. Ку ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Кашни минут хаклӑ пулнӑ. Арҫын ача вилме е алӑсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах Республикӑри кардиологи диспансерӗн чӗрепе юн тымарӗсен хирургне Андрей Драгунова чӗнсе илнӗ. Икӗ хирург операцие вӑхӑтра туса ӗлкӗрнӗ. Юна чарнӑ, аллине сыхласа хӑварнӑ. Халӗ арҫын ача хӑйне чиперех туять, сывалса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |