Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
journ.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик Лев Кураков пурнӑҫран уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑскерӗн куҫӗ пульницӑра хупӑннӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Кураков та кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.

Лев Кураковпа ыран, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧПУн спорткомплексӗнче (вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 10 сехет хыҫҫӑн сывпуллашӗҫ.

 

Культура

Ӗнер Маргарита Красотина журналист республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн тӗнче тетелӗнчи пӗр постӗнчен тӗлӗнсе ҫырнӑ. Унта сӑмах министр Вырӑс драма театрӗнче лартнӑ спектакльсенчен пӗрне ырлани тата ӑна курма йыхравлани пирки пырать.

Чӑн та, пур иккен пост. Ӑна культура министрӗ Инстаграмри страницӑра ҫырнӑ. Унта вӑл Петр Гладилин режиссер лартнӑ «Музыка для толстых» премьерӑра пулнине пӗлтернӗ. Министр пурне те вӑл спектакле кайса курма йыхравланӑ, кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара ӑна икӗ хутчен кӗртнине палӑртнӑ.

Маргарита Красотина вара премьерӑна вӑйсӑртарах тесе хурлани сисӗнет, министр мӗншӗн пӗр спектакле ҫеҫ йыхравланине ӑнланмасть. Сӑмах май каласан, журналистӑн мӑшӑрӗ Вырӑс драма театрӗнче чылай ҫул режиссерта ӗҫлет.

 

Культура

Пушкӑртсанри чӑваш, Ирина Саригель (Сухарева), ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедра профессорӗ ҫеҫ мар, юрлама та ӑста. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай ҫул хушши ҫырнӑ хӑйӗн хӑш-пӗр юррисемпе сӑввисемпе Ютубра паллаштарать. Унта вӑл «Ирина Саригель» канал йӗркеленӗ.

«Наука ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ май хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене тивӗҫлипе тимлӗх кӳреймерӗм. Вӑхӑчӗ те хӑвӑрт иртет. Хам ҫырнӑ юрӑсемпе сӑвӑсем нумай, юрӑсем ҫеҫ ҫӗр ытла пулса кайрӗҫ... 2019- мӗш ҫулта хам ҫырнӑ юрӑсен "Тӗлпулӑва мухтав" ятлӑ сборникне (унта 50 юрӑ) кӑларма вӑхӑт тупӑнчӗ. Сӑвӑсен пуххине кӑларма ӗмӗтленетӗп ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ирина Ирина Саригель (Сухарева).

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи Кӑраклав ялӗнче ҫуралнӑ Валентина Владимирова сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл та, Чӑваш автономи облаҫӗ пекех, 100 ҫул тултарнӑ.

Кинемее РФ Президенчӗ Владимир Путин тата вырӑнти тӳре-шара саламланӑ. Владимир Владимирович ун патне саламлӑ открытка янӑ.

Валентина Владимирова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшӑнӑ, фронт валли ӑшӑ тума пуҫтарнӑ. Ун хыҫҫӑн Элӗкри ронора, Шупашкарти 2-мӗш АТПра ӗҫленӗ.

Валентина Владимровна мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 5 мӑнукӗпе, вӗсен 10 ачипе савӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68758
 

Персона

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровградра пурӑннӑ поэт-фронтовик, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ Евгений Ларин вилнӗ. Кун пирки Николай Ларионов ҫыравҫӑ, публицист, поэт Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян пӗлтернӗ.

Евгений Степанович 1926 ҫулта Ҫӗнӗ Малӑкла районӗнчи Малаел ялӗнче ҫуралнӑ.Сӑмах май каласан, ку ялта 30 процент чӑваш пурӑнать.

Ухсай Яккӑвӗн юлташӗ пулнӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче вӑл Николай Ларионова Ухсайпа Мускавра съездсенче ялан ҫумлӑн ларнине, пӗрле ҫӳренисене каласа кӑтартнӑ. «Ларин хӑйӗн поэмисене пӑхмасӑр каласа паратчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын», — тенӗ Николай Ларионов.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Ӗнер каҫхине 22 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте алхаснӑ.

Пушар тухсан ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене урама кӑларнӑ. Хваттер хуҫи, 20 ҫулти хӗр, шар курнӑ. Ӑна урама илсе тухас тесе чӳрече патне пусма лартнӑ. Анчах вӑл кирлӗ пулман, хӗре алӑкранах йӑтса тухма май килнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68766
 

Хулара
tumblr.com сайтри сӑн
tumblr.com сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна харпӑр пурнӑҫ пирки саккуна пӑсса сведени пуҫтарнӑшӑн тата хӑратса ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн айӑпланӑ. Унӑн патшалӑха 250 сехет ӗҫлесе татма тивӗ. Приговор хальлӗхе сакккунлӑ вӑя кӗмен.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗччен вӑл килте савӑшнине вӑрттӑн видео ӳкернӗ. Хваттерте курӑнмалла мар вырӑнсене камера ҫакнӑ. Унта 27 ҫулти хӗрарӑмпа савӑшни те лекнӗ.

Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрарӑма ҫак видеона пӗлӗшӗсене, тӑванӗсене, ӗҫтешӗсене кӑтартассипе хӑратнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68778
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем мӗн пӗлтереҫҫӗ? Паян ав республикӑра юр ҫума пуҫларӗ. Малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра сывлӑш температури питех улшӑнмӗ. Юр вара нумайрах ҫӑвӗ. Раштав вӗҫӗччен юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметра ҫитӗ. Ку талӑкра пӑрлак пулас хӑрушлӑх пур.

Раштавӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗтӗ, юр ҫумӗ. Канмалли кунсенче юр самай ӳкӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Сывлӑш температури 3-8 градус тӑрӗ.

Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк хӗвеллӗ те сивӗ ҫанталӑкпа вӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине те шартлама сивӗ тӑма пултарӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑшӑлвирусран татах вилнӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра ун пеккисен шучӗ 6 ҫынпа танлашнӑ. Чире вара пӗтӗмпе 127 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ковид Чӑваш Енри 15206 ҫынна ернӗ.

Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвируспа 1231 ҫын чирлет. Сывалнӑ май пульницӑран 114 ҫынна кӑларнӑ.

Ковид пандемийӗ тесе пӗлтернӗренпе пирӗн тӑрӑхра 423 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 13 пин те 552 ҫын сывалнӑ.

Аса илтерер: паян РФ Патшалӑх Канашӗн депутатне, Канаш районӗнче ҫуралнӑ Валентин Шурчанова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл та кӑшӑлвируспа чирленӗ, Мускаври пульницӑсенчен пӗринче сипленнӗ.

 

Хулара
11-мӗш троллейбус маршручӗ
11-мӗш троллейбус маршручӗ

Малашне 11-мӗш троллейбус чукун ҫул вокзалӗ таран каймӗ. Унӑн маршрутне улӑштарнӑ. Ку тӗллевпе ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнӗ маршрутшӑн сасӑланӑ.

Тӳре-шара 5-мӗш тата 11-мӗш троллейбуссене пӗрлештерме сӗннӗ. 11-мӗш троллейбус Гагарин урамӗпе Калинин урамне ҫитӗ, унтан – Мир проспектне, Эгер бульварне тата Ленин Комсомолӗн урамне.

«Уҫӑ хула» порталта куншӑн респондентсен 37,98 проценчӗ сасӑланӑ. 44,15 проценчӗ – хирӗҫ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче ирттернӗ анкетировани вара урӑхла кӑтарту панӑ: чылайӑшӗ икӗ маршрута пӗрлештерессине ырланӑ.

14-мӗш троллейбус вара «Солнечный» микрорайона ҫитӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, маршрутсене 2021 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен улӑштарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1137, 1138, 1139, 1140, 1141, 1142, 1143, 1144, 1145, 1146, [1147], 1148, 1149, 1150, 1151, 1152, 1153, 1154, 1155, 1156, 1157, ... 3745
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра аталантарас тесе тăрăшатăр. Халĕ тĕплĕ план хатĕрлемелле те ăна пăхăнмалла. Кăтарту укçа-тенкĕ илсе килĕ. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатмалла. Тен, эсир пĕрле çулçÿреве кайма шутланă?

Юпа, 15

2000
24
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...