Хулара
![]() Шупашкарта ҫынсем валли тепӗр тӗрлӗ кану хатӗрленӗ. Хулара пурӑнакансем «MeGo» электросамокатсемпе ярӑнма пултарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, хула ертӳҫисем ҫӗнӗ йышши пулӑшу кирлине ӑнланаҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул ҫул тӗлне электросамокатсен тӳпи икӗ урапаллӑ транспорт рынокӗнче 14,5 процент таран ӳсӗ. «Халӑх ыйтнине шута илмелле, меллӗ конкуренци валли май туса памалла», — тесе палӑртнӑ сити-менеджер. Электросамокатсемпе «MeGo» приложени урлӑ усӑ курма май пур. Унта хака, карттӑна тата парковка точкисене кӑтартнӑ. Электросамокатпа сехетре 25 километртан ытла кайма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() rg.ru сайтри сӑн 115 миллион тенкӗ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова. Кун пирки Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче калаҫнӑ. Ку укҫапа Росгварди ҫыннисене е харпӑр хурал предприятийӗн ӗҫченӗсене тытма пулать. Пӗтӗмпе республикӑра 412 шкул шутланать. Пуринче те хурал ӗҫне пӗлекен ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ. 2018 ҫулта Керьчри шкулта инкек пулнӑ хыҫҫӑн республикӑри шкулсенче видеосӑнав, тимӗр шыракан хатӗр, полици чӗнмеллли пускӑч вырнаҫтарнӑ, ҫурт тавра карта тытнӑ, турникетсем лартнӑ. Халӗ Хусанти гимназире инкек пулнӑ хыҫҫӑн шкулсене профессионал хуралҫӑсем сыхлас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи пӗр автомобилист ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула машинӑна ватса пӑрахнишӗн яваплисенчен укҫа шыраса илме шухӑш тытнӑ. Ҫине тӑни сая кайман. Ҫул ҫинчи инкек хулари Ленин районӗнче пулса иртнӗ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул япӑххине палӑртса акт ҫырнӑ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫул шӑтӑк-путӑк пиркиех инкек пулса иртнӗ. Автомобилист ҫул ҫинчи путӑка курман, вӑл пур тесе шухӑшлама та пултарайман. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хулана хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени ӗҫченӗсем водитель машинӑна хӑвӑрт хӑваланӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ та май килмен. Суд водителе майлӑ пулса 75,3 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Водитель машинӑна юсаттарма шӑпах ҫавӑн чухлӗ укҫа тӳленӗ иккен. Маларах асӑннӑ управленин кунсӑр пуҫне тата автомобилист экспертиза ирттерсе тӑкакланнӑ 5 пин тенке, машинӑна туртса кайнишӗн тӳленӗ 3 пин тенке, ҫавӑн пекех 2459 тенкӗ патшалӑх пошлинине саплаштарма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Урамра ҫу уйӑхӗ мар, ҫулла тейӗн. Чӑнах та, ҫу кунӗсем ҫур уйӑх маларах ҫитрӗҫ. Анчах кун пек шӑрӑх хыҫҫӑн сивӗ пулса пахча ҫимӗҫе пӗтермест-и? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ? Ҫитес эрнере те 30 градус шӑрӑх тӑрӗ. Ҫапах шыва кӗме тӑхтамалла. Сезон уҫӑлман, шыв та хальлӗхе ӑшӑнман. Ҫитес вахӑтра тӑм ӳкес хӑрушлӑх ҫук. Ҫӗрле те 15 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫапах вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать. Ҫу уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ: 33 градуса ҫитӗ. Канмалли кунсем тӗлне 20-25 градуса анӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗтес умӗн ҫумӑр нумай ҫӑвӗ. Ку, ахӑртнех, уйӑх вӗҫӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗн ӗҫченӗ машина урапи айне пулнӑ. Инкек браконьерсене тытса чарма хӑтланнӑ чух сиксе тухнӑ. Йӗрке хуралҫи урине хуҫнӑ. Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем саккуна пӑсса пулӑ тытакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсаканни 36 ҫулти арҫын пулнӑ. Ывӑлне пулӑшма 60 ҫулти ашшӗ машинӑпа персе ҫитнӗ. Ҫамрӑк мар арҫын йӗрке хуралҫисенчен тарса ӳкес тесе пакунли ҫинех пырса кӗнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн 60 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчен кайса ҫухалнӑ, ывӑлӗ ҫыран хӗррипе чупса тарнӑ. Вӗсене каярах ҫапах та тытса чарма май килнӗ. 60 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер иккен. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Браконьер вара пулла саккуна пӑсса тытнӑшӑн явап тытӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинчи хӗрарӑм-усламҫӑна автор правине пӑснӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ пиратла компьютер программисемпе усӑ курнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пират программисемпе Канаш хӗрарӑмӗ 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен усӑ курнӑ. Кунта сӑмах лицензисӗр бухгалтер программисем пирки пырать. Программӑсен чӑн хуҫине усламҫӑ 513 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Канашри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 146-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ. Пират программипе усӑ курнӑ тӗслӗхе Канашри суд тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сӑнӳкерчӗкӗ 25 ҫул каялла ҫак кун Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнче техногенлӑ пысӑк авари пулнӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем сывлӑхне шеллемесӗр аварипе кӗрешнӗ, ҫавӑнпа ку экологи катастрофине ҫаврӑнман. 1996 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мисчӗ поселокӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче тиев турттаракан пуйӑс рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Цистернӑсенчен вун-вун тонна дизтопливо тата фенол тӑкӑннӑ. Вӑл самантрах хыпса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле тӳпенелле тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, йӑлтах ҫуннӑ. Пушар вӑрман ҫине куҫнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме республикӑн пур кӗтесӗнчен те килнӗ. Фенол ҫунсан наркӑмӑшлӑ пӑс кӑларать. Ку лару-тӑрӑва тата йывӑрлатнӑ. Пушарнӑйсем ҫакна ӑнланнӑ пулин те каялла чакман, пушара сӳнтернӗ. Ун чухне ҫулӑмпа кӗрешнӗ 105 ҫын наркӑмашланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Иванов Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумне Николай Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Николай Димитриевича асӑннӑ ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Кӗске документра Николай Иванова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине ӑнлантарса тӑман. Вӑл ӑҫта каясси те паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ. Пирӗн чӑваш литературинче те вӑрҫӑ темипе ҫырӑннӑ произведенисем чылай темелле. Салтак нуши-асапне тӳссе вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чылай произведени кун ҫути кӑтартнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмарта тӑватӑ хваттерлӗ ҫурт ҫунса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хыпар авторӗ пушар ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тухнӑ тесе хыпарланӑччӗ те, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре пулнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкекре тӑватӑ ҫемье килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫурта 37 ҫулти арҫын чӗртсе яма пултарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӑл арҫынна административлӑ майпа темиҫе хутчен те явап тыттарнӑ иккен, анчах ҫав этем унччен судпа явап тытса курман. Хальхинче ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 167-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ.
| Фёдорова Любовь Михайловна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |