Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Культура министерстви сайтӗнчи сӑн
Культура министерстви сайтӗнчи сӑн

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Татмӑш ялӗнче клуб маччи йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа шар куракансем ҫук.

Клуб кивӗскер пулнӑ, ӑна 1958 ҫулта хута янӑ. Тепӗр 20 ҫултан юсанӑ. Халӗ ҫурт конструкцийӗ кивелнӗрен маччи чӑтайман, ишӗлсе аннӑ.

Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ялти клуба хупма сӗннӗ. Вӑхӑтлӑха вӑл пуҫламӑш шкул-ача пахчи пулнӑ спортзала куҫӗ. Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫӗнӗ клуб тумалли проекта хатӗрлемешкӗн республика хыснинчен укҫа уйӑрасса кӗтет, вӗсем заявка тӑратасшӑн.

 

Вӗренӳ
gtrksmolensk.ru сайтри сӑн
gtrksmolensk.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре 123 шкулта 19 класс кӑшӑлвируса пула карантина кайнӑ. Кун пирки вӗренӳ министрӗ Алла Салаева хыпарланӑ.

Ку кӑна мар-ха. Тӑватӑ техникумра тата ултӑ ача пахчинчи сакӑр ушкӑн та ҫак вируса пула карантина хупӑннӑ. Ӗнерхи кун тӗлне Чӑваш Енре 22 класри 520 ача дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Ҫакӑн пек мелпех техникумри 75 студент тата аслӑ шкулсенчи 107 ҫамрӑк ӑс пухаҫҫӗ.

Палӑртмалла: эпидеми пуҫланнӑранпа республикӑра ОРВИпе чирленӗ 18 ҫул тултарман 44360 ачана тухтӑрсем сипленӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре виҫӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирусӑн Британи штамӗ пулнине палӑртнӑ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Вера Головач оперштаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Тин кӑна республикӑра ҫак вируспа чирлесси чакса пыратчӗ. Халӗ ку кӑтарту тата вӑрахланнӑ. Юлашки эрнере чирлесси 13 процент ӳснӗ, талӑкне 46-60 ҫын инфекциленет.

Кӑшӑлвирус сарӑлассине чакарас тӗллевпе ведомство республика правительствине тата муниципалитетсене массӑллӑ меропряитисене пӑрахӑҫлама сӗннӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Паян Шупашкар ҫывӑхӗнче, Канаш ҫулӗ ҫинче, Лапсар тӑкӑрлӑкне кӗнӗ ҫӗрте, пысӑк пушар пулнӑ. «За рулем» партал пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пиломатериалсен склачӗ ҫуннӑ.

Пушара иккӗмӗш рангпа танлаштарнӑ. Вӑл сарӑлма пултарнӑ. Ӑна сӳнтерес тесе пушар чаҫӗсен икӗ резервне ҫӗкленӗ.

Инкек вӑхӑтӗнче Канаш ҫулне пӳлнӗ. Пушарнӑйсем шланга ҫул урлӑ тӑснӑ.

Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра республикӑра типӗ курӑк ҫунтарнӑран пушар чылай пулнӑ. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫапа, типӗ курӑка ҫунтарма хушмаҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Xinhua пӗлтернӗ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫе сая янипе кӗрешес тӗллевпе Китайра саккун йышӑннӑ — ҫапла майпа ресторана пырса нумай апат саккасланӑ хыҫҫӑн ҫисе яман клиентсене штрафлӗҫ. Ҫӗнӗ саккунпа «апат-ҫимӗҫ каяшӗ» мӗне пӗлтернине палӑртма май пулӗ. Хальхи вӑхӑтра штраф ҫырса парас йӗрке мӗнле пуласси паллӑ мар-ха. Ҫав шутра апат каяшӗшӗн тӳлемелли виҫе те. Саккунӗ вӑя ӑна пичетленӗ хыҫҫӑн кӗрӗ.

Ҫӗнӗ саккуна апат-ҫимӗҫе ытлашши тӑкакланипе кӗрешес тӗллевпе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Китай хулисенче кашни кун 50 тонна апат-ҫимӗҫ каяшӗ пулса пырать. Халӑх представителӗсен Пӗтӗм Китай пухӑвӗнче (Патшалӑх Думин аналогӗ) пӗлтернӗ даннӑйсем тӑрӑх, Китай хулисенче ҫулсерен пурӗ 18 миллиард килограмм апат-ҫимӗҫ тӑкакланать.

 

Персона

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.

Мероприятие СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев уҫнӑ май кашни халӑхӑнах мӑнаҫлӑ ҫыннисем пуррине, вӗсене пирӗн асра тытмаллине палӑртнӑ.

Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ ята чӑваш артисчӗсенчен пуҫласа тивӗҫнӗ. РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева та ҫав ӑстана лайӑх астӑвать. Унпа пӗрле выляма тӳр килнишӗн вӑл хӑйне телейлӗ тесе шухӑшлать. Борис Алексеев ҫемҫе те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, сцена ҫинче ун пек артист пулманнине палӑртса хӑварнӑ Нина Яковлева.

Театр фойинче артист пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Тӑвай районӗнчи шӑматкунлӑха хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Сӑнӳкерчӗксенче Сергей Геннадьевич ҫырмана тасатни, вӑл ял ҫыннисемпе калаҫни, вӗсемпе пӗрле апатланни сӑнланнӑ.

Ял хуҫалӑх министрӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, тасалӑх хуҫалантӑр тесен вараламалла мар. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчен Надежда Петровна ятлӑ хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл ял вӗҫӗнчи ҫырма йӑлари хытӑ каяшпа тулнине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур, анчах вӗсем пушӑ иккен, мӗншӗн тесен ял ҫыннисем йӑлари хытӑ каяша ӗлӗкхиллех ҫырмана йӑтаҫҫӗ-мӗн.

Министр тӳсейменнипе вырӑна тухса кайнӑ, ял ҫыннисемпе шӑматкунлӑха хутшӑннӑ.

 

Политика

Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫре пулма Павел Данилова шаннӑ.

Павел Владимирович Шупашкарта 1974 ҫулхи утӑ уйӑхен 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ. Мӑшӑрпе виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ.

Павел Данилов Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. 2011-2013 ҫулсенче иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ. Экономика наукисен кандидачӗ.

Павел Данилов юлашки ҫулсенче «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Чӑваш Еншӗн ют мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
v-pravda.ru сайтри сӑн
v-pravda.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Хусанта пурӑнакан 79 ҫулти арҫын Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялне масар ҫине килсен ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл арӑмӗн вилтӑпри ҫине пынӑ.

Вӑл таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицие пӗлтернӗ. Ватӑ арҫынна нимеҫӗсем те шыранӑ. Вӑл сипленмен чирсемпе нушаланни, кӑштах ывӑнсан та хӑйне япӑх туйма пултарни тата вӑйлӑрах хӑратнӑ.

Полицейскисем тата нимеҫӗсем районта йӑлтах шырасан арҫын киле электричкӑпа ларса кайнине уҫӑмлатнӑ. Хусанта ӑна пӗр станцире ҫынсем курнӑ-мӗн. Ҫавӑн чухне арҫынна чӑнах та япӑх пулса кайнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Сывлӑх
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкрати Гагарин урамӗнчи ача-пӑча поликлиники малашне пациентсене ҫӗнӗ адреспа йышӑнма пуҫлӗ. Кун пирки Хулан 2-мӗш пульници пӗлтерет.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Гагарин урамӗнчи ача-пӑча поликлиники Хулан 2-мӗш пульницин йышӗнчен тухӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницин «5-мӗш ача-пӑча пульници» пулӗ.

Пӗчӗк пациентсен тепӗр уйӑхран Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурта пымалла. Специалистсем вӗсене унчченхи графикпех йышӑнӗҫ. Ҫу уйӑхне ҫырӑннӑ ачасене те ҫавӑн пекех йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71459
 

Страницӑсем: 1 ... 1138, 1139, 1140, 1141, 1142, 1143, 1144, 1145, 1146, 1147, [1148], 1149, 1150, 1151, 1152, 1153, 1154, 1155, 1156, 1157, 1158, ... 3856
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 21

1909
116
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1921
104
Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ.
1931
94
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1931
94
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1983
42
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...