Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗр эрне ӗнтӗ киле килсе курӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 38 ҫулти Тимофеева Светлана Геннадьевна ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Халӗ полици вӑл ӑҫта пулма пултарнине палӑртать. Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Светлана Тимофеева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 88007005452 е 112 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула Ҫӗнтерӳ парачӗ онлайн мелпе иртнӗччӗ. Кӑҫал уяв пулӗ, анчах ветерансемсӗр. Кун пири пӗлтернӗччӗ. Мероприятие хутшӑнакансене пурне те анализ партарӗҫ, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Анчах 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене унта чӗнмӗҫ. Вӗсен парада телевизорпа курма тивӗ. Кӑҫал вӑл Республика лапамӗнче иртӗ. Кӑшӑлвируса пула уяв салючӗ те ямӗҫ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр те пулманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() zakonvremeni.ru сайтри сӑн РФ президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче ӗҫлеменни пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 1-11-мӗшӗсенче канмалли кунсем пулӗҫ. Анчах ҫынсене ӗҫ укҫине мӗнле тӳлӗҫ? «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна палӑртнӑ окладпа шутлӗҫ. Хӑш-пӗр организаци ӗҫченӗсен ӗҫе тухма тивӗ /вӗсен ӗҫне татма юраманни шутланать пулсан/. Вӗсемшӗн палӑртнӑ кунсем ахаль ӗҫ кунӗсем пек пулӗҫ. Ҫавна май унашкаллисене ҫиелтен хушса тӳлемӗҫ. Ҫапла ӑнлантарнӑ «Раҫҫей хаҫачӗн» суд эксперчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() diplomik-msk.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Ленин районӗн прокуратури суя дипломлӑ ҫынна явап тыттарнине хыпарланӑ. Пуҫиле ӗҫе прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн пуҫарнӑ. 41 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 327-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплас тенӗ. Арҫын Чӑваш Республикин учрежденийӗсенчен пӗрне вырнаҫас тенӗ. Ҫавӑнта ӗҫлекен ҫыннӑн аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен калакан диплом кирлӗ пулнӑ. Ҫавна май арҫын ӗҫе вырнаҫма таҫта такамран туяннӑ суя дипломпа республикӑн Спорт министерствине кайнӑ. Суя дипломлӑ ҫын ӗҫне Шупашкар хулинчи Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пушар пулнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫулӑм мӗнрен тухма пултарнине тӗпчет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран пулнӑ. Пушар «ДОСАФФ» сад юлташлӑхӗнче 23 сехетре пулнӑ. Пӗр участокри йывӑр ҫурт, дача, ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен икӗ арҫын виллине тупнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин пушарӑн чӑн сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвирусран тинех прививка тутарнӑ. Маларах вӑл Мускава ӗҫпе тӑтӑшах кайма тивнине, ҫавна май нарӑс уйӑхӗнче ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инспекцийӗнчен привика тутарассине пӗлетрнӗччӗ. Анчах унӑн ҫавӑн чухне вӑхӑт пулман иккен, ҫавӑнпа вӑл халӗ ҫеҫ тухтӑр патне ҫитейнӗ. Вакцинацие республика ертӳҫи шӑматкун кайнӑ, ҫав кунах пӗрремӗш прививкӑна тутарнӑ, хайне епле туйни ҫинчен дневника ҫырса хунӑ. «Меллӗ, хӑтлӑ, чи кирли — тӗрткелешӳсӗр», – тенӗ Элтепер паян Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ ирхи канашлура. Прививка хыҫҫӑн хӑйне аван туйнине палӑртса хӑварнӑ вӑл. Шӑматкун Олег Николаев Йӑлӑмра йывӑҫ лартма, вырсарникун Чӑваш чӗлхи кунне уявлама хутшӑннӑ тата Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗн гала-концертне кайса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yantik-press.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура каланӑ. Халӗ «Валдай 45Р» катерсемпе усӑ курса турист маршручӗсене йӗркелессишӗн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе пырӗ. Ушкӑна Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кадр улшӑнӑвӗ пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ. Хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Худаева ҫирӗплетнӗ. Сергей Алексеевич — Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультечӗн доценчӗ, педагогикӑри унӑн стажӗ 30 ҫула яхӑн. 2000 ҫултанпа Сергей Худаев — Чӑваш Республикин баскетбол федерацийӗн президенчӗ, 2014 ҫултанпа — «Чебоксарские ястребы» баскетбол клубӗн тӗп тренерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вера Савельева — варринче Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вулаканан кӗнеке» республикӑри фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Конкурса 153 кӗнекене тӑратнӑ. Чи вуланаканнисене пилӗк номинацире палӑртнӑ. «Чӑвашла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» 3-мӗш кӗнеки ҫӗнтернӗ; «Вырӑсла ҫырнӑ проза жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Вера Савельеван «Горькая правда жизни» кӗнеки; «Поэзи жанрӗнчи чи вуланакан кӗнеке» номинацире — Валерий Самойлов-Раштавӑн «Кушак ҫури» кӗнеки; «Чи вуланакан ача-пӑча кӗнеки» — Ева Лисинан «Ҫапкаланчӑк = Бомжик» тата Галина Матвееван «Мӑшӑр ҫунат» кӗнекисем. Художниксен куҫӗпе чи лайӑх кӗнеке тесе Иосиф Трерӑн «Хӗрӗх Чалӑш Хӗрлӗ Ту» кӗнекине (ӑна Станислав Юхтар илемлетнӗ) йышӑннӑ. Литература критикӗсем вара чи лайӑх кӗнеке тесе Г.В. Тал-Мӑрсан «Суйласа илнисем: поэзи, драматурги, чӑнлавсем, ҫырусем» ӗҫне палӑртнӑ. Ольга Иванова хатӗрленӗ «Саламлӑр аннӗре» ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче прокуратурӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ. Эрнекун ҫуртӑн никӗсне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хывнӑ. Унта республика прокуратуринчен те Андрей Фомин прокурорпа унӑн ҫумӗ Александр Кондратьев пырса ҫитнӗ. Улатӑр хулин администрацийӗн ӗҫченӗсем, Улатӑр тата Пӑрачкав епископ Феодор та унта пулнӑ. Андрей Фомин пӗлтернӗ тӑрӑх, СССРӑн пӗрремӗш генпрокурорӗ Константин Горшенин Улатӑртан пулнӑ. Республика прокурорӗ Улатӑрти прокуратурӑра хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен коллектива ырласа каланӑ. Строительство ӗҫӗсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗ валли вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |