Республикӑра
![]() Чӑваш Енри журналистсем ӗҫлемешкӗн пӗр-пӗринчен тата урӑх регионсенчи сумлӑ ӗҫтешӗсенчен вӗреннӗ. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисенчен министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, семинар Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртнӗ. Ольга Салтыкова блогер тата персонала суйлас енӗпе ӑста редакци ертӳҫисене ӗҫченсене ӑнтӑлтарас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. «7k pictures «Studio 17 Agenc» телекомпанин тата видеопродакшн агентствин ертӳҫи Нил Слепухин хальхи вӑхӑтри медиа епле пулмаллипе паллаштарнӑ. Хусанти федераци университечӗн журналистика кафедрин доценчӗ Роман Баканов та хальхи вӑхӑтри журналистика ҫинченех каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Енри хӑш-пӗр журналистран та вӗренме пулать. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Дмитрий Новак тата Канашри Артемий Мясников тиктокер МИХсене тӗнче тетелӗнче сармалли мелсем ҫинчен, телеграмм-канал, соцсетьсенчи аккаунтсене епле тытса пынипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх академи драма театрӗнче «Инкеклӗ телей» спектакль премьери пулнӑ. Аса илтерер: ӑна Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов инсценировкипе лартнӑ. Спектакле Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисен ӗҫне халалланӑ. Спектакль режиссёр-постановщикӗ тата художникӗ — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна курма пынисем РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Сергей Павлов, Оксана Драгунова, Кристина Иванова, Алексей Степанов тата ытти артист вылянине кӑмӑлтан йышӑннӑ. Зал тулли халӑх пулнӑ. Ҫав шутра — республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Леонид Черкесов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат Чӑваш Енрен мӗн чухлӗ ҫын кайнине шутланӑ. Кӑҫалхи статистикӑпа паллашар. Чӑвашстат сайтӗнчи документа тишкерес тӗк, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче республикӑран 2365 ҫын тухса кайнӑ. Пирӗн пата пурӑнма куҫакансем вара сахалрах: 2275 ҫын. Эппин, кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра Чӑваш Енре миграци пӗчӗкленнӗ – 90 сахалланнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр миграци кӑтартӑвӗ минус 2232 ҫынпа танлашнӑ. Апла республикӑран каякансем, килекенсемпе танлаштарсан, нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() ura-povara.ru сайтри сӑн «Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре майонез тата ытти соус хакланма пултарать. Производительсем кун пирки суту-илӳ сечӗсене пӗлтернӗ. Хаксене ака уйӑхӗнчех хӑпартма палӑртнӑ. Майонез тата соус 5-12 процент хакланӗ, вӑтамран – 10 процент. Мӗншӗн? Сӑлтавӗсене палӑртнӑ: ҫу, упаковка, бензин, тата ытти те хакӗсем пысӑкланаҫҫӗ. Производительсем палӑртнӑ тӑрӑх, хака хӑпартни хӑйӗн хакне саплаштармасть, тӑкакран хӑтӑлма ҫеҫ пулӑшать. «Коммерсантъ» хыпарланӑ тӑрӑх, ахӑртнех, лавккасен кун пек условисемпе килӗшме тивӗ. Сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасенче майонезпа тӗрлӗ соус хакӗ хӑпарма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hour24.ru сайтри сӑн Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тӗнче тетелӗнче паллашнӑ хӗре 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл 560 пин доллар илессе шанса ҫапла хӑтланнӑ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ. 52 ҫулти арҫын пӗлтӗр тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ, унпа ҫырӑннӑ. Хайхи савни ӑна качча тухма шантарнӑ, ҫакна ҫирӗплетсе вӑл 560 пин доллар упрама ярса панӑ-мӗн. Пысӑк укҫа арҫыннӑн пуҫне те, чӗрине те ҫавӑрса янӑ. Унччен те пулман – укҫана илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухнине пӗлтернӗ. Авланма хатӗрленнӗ арҫын ним шухӑшламасӑр 1,7 млн тенкӗ кредит илнӗ, юпа-чӳк уйӑхӗсенче тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл долларсем килессе кӗтнӗ. Анчах укҫа ҫитеймен. полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫитес эрнере Чӑваш Енре ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Халӗ те ӑшӑ-ха, юр куҫ умӗнчех ирӗлсе пӗтет. Анчах тепӗр эрнинче тата ӑшӑрах, 20 градус, пулать. Ыран, шӑматкун, ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах сывлӑш температури 4-9 градус пулӗ. Вырсарникун хӗвел пӑхӗ, хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Тунтикун ӑшӑ фрончӗ килет, термометр 11-16 градус кӑтартӗ. Ытларикун вара 20-25 градус таранах ӑшӑтӗ. Ку ҫу уйӑхӗнчи ҫанталӑк пекех. Анчах эрне вӗҫне каллех сивӗтме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. Хальхине 5400 доза илсе килнӗ. Ҫӗнӗ парти – пӗр дозӑллисем. Ку тухса ҫӳрекен мобильлӗ бригадӑсемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем унта маларах ҫырӑнмасӑр килеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинаци пункчӗ Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче уҫӑлнӑ. Унта темиҫе сехетре 104 ҫын прививка тутарнӑ. Пункт каллех уҫӑлнӑ, паян 14-18 сехетсенче ӗҫленӗ. Сӑмах май, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑна «Гам-Ковид-Вак» икӗ компонентлӑ вакцинӑн 64894 дози килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Казанков Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче суйлав иртмелле. Унччен тӗрлӗ парти пайташӗсем уйрӑмах хастарланаҫҫӗ, халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ, уявсене хутшӑнаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах парти пайташӗсем те ҫынсемех, вӗсен хайсен хушшинче те ӑнланмалӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри — Чӑваш Енре Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарьне суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйту. Асӑннӑ пукан Валентин Шурчанов секретарь пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче партин Чӑваш Енри рескомӗ черетсӗр пленума пухӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Провинцивиль» сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретаре суйланӑ. Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ. Кунпа парти пайташӗсем килӗшме пултарайман. Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме «ҫӳлтисем» те хутшӑннӑ. Ыран, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, коммунистсен партийӗ отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанра Слакпуҫӗнче историпе культура центрӗ пулассипе пулмассине пӗр ларура сӳтсе явнӑ. Кун пирки Пушкӑрт Республикинчи чӑвашсен канашӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Ларӑва асӑннӑ республикӑри Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн директорӗ И.З. Султанмуратов, Пелепей район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.П. Смородин, Слакпуҫ ял хутлӑх администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Ю. Андреев, Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашӗн председателӗ Л.И. Мурманская, «Асра тытчӑр» проект авторӗ, Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗн ветерансемпе тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссийӗн председателӗ Б.Е. Гордеев, ПР Культура министерствин этноконфесси уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Б. Хасанов, А.Х. Зулькарнаева тӗп специалисчӗ хутшӑннӑ. Борис Гордеев Слакпуҫ паллӑ ял пулни, унта чӑваш поэзийӗн классикӗ Константин Иванов, чӑваш халӑх поэчӗ Яков Ухсай, Совет Союзӗн Геройӗ Николай Павлов ҫуралса ӳсни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче историпе культура центрӗ тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Борис Ефимович этнокультура комплексӗнче халӑх архитектурипе, пурлӑх культурипе, чӑваш халӑхӗн илемлӗ пултарулӑхӗпе паллаштаракан экспозицисем вырнаҫтарма, наци кухнине ас тивсе пӑхма, сувенир продукцийӗсем сутма, чӑваш чӗлхине вӗрентекен семинарсем йӗркелеме тата чӑваш культурипе кулленхи пурнӑҫне уҫса паракан ытти аспектсемпе паллаштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture19.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви литературӑри тата ӳнерти паллӑ ҫынсене стипенди пама документсем йышӑнма пуҫланӑ. Патшалӑх стипендине уйӑхсерен, пӗр ҫулталӑк, парса тӑраҫҫӗ. Ӑна тивӗҫес тесен ҫуллӗ шайри паха хайлавсем ҫырмалла, литературӑпа ӳнер енӗпе вӑйлӑ тӗпчевсем ирттермелле. Патшалӑх стипендине илмелли конкурса документсене ӗҫ коллективӗсем, ӗҫ тӑвакан тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем, професси пӗрлешӗвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ. Документсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ таран ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 64-20-68 (Ольга Витальевна Ефимова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |