Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ. Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать. Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() photocentra.ru сайтри сӑн Шел те, ыран ҫанталӑк пӑсӑлать. Юлашки кунсенче питӗ хитре ҫанталӑк тӑчӗ ҫав. Ыран вара ҫумӑр, юр ҫӑвать, ҫил вӑйланать. Вӑл ҫеккунтра 20 метр хӑвартлӑхпа вӗрӗ. Ҫилӗ халӗ самай вӑланнӑ ӗнтӗ. Вӑл ыран ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫапах термометр сивӗ кӑтартмӗ – 0-7 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах синоптиксем каланӑ тӑрӑх, туйӑнакан температура самай пысӑк пулӗ. Ҫавна май ӑшӑрах тумланма сӗнеҫҫӗ. Ыран ҫӗрле 4 градус таран сивӗтӗ. Каҫсерен асӑрханӑр: ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак пулӗҫ. Кӗҫнерникун юр мар, ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сывлӑх сыхлавӗнче кадрсем ҫитменни – халӗ те ҫивӗч ыйту-ха. Кун пирки Сывлӑх сыхлавӗн министерствин коллеги ларӑвӗнче калаҫнӑ. Вӑл иртнӗ эрнере пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев сывлӑх сыхлавӗнче кадр ыйтӑвне ҫине тӑрсах татса памаллине палӑртнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалла, ҫӗнӗ поликлиникӑсемпе ФАПсем хута ямалла. Вӗсенче кадрсем ҫитмесен ҫак ӗҫсене тунин усси сахал пулӗ. Ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич. Владимир Степанов министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра ытларах педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсем, анестезиологсем, хирургсем ҫитмеҫҫӗ. Тӳре-шара медӗҫченсене, уйрӑмах – ялтисене, пулӑшмалли мерӑсене аталантарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() tass.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнче арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл 53 ҫулта пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тару министерстви пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушар пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хирпуҫ ялӗнче пулнӑ. Шел те, инкекре кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» складра пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ. Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем сывлӑш таса марри, хлор шӑрши кӗни пирки пӗр вӑхӑтра вӗҫӗмех хыпарларӗҫ. Ку ыйтупа республика Элтеперӗ Олег Николаев та кӑсӑкланнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин Чӑваш Ен наци телекуравӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн сӑлтавӗ темиҫе пулма пултарать. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Химпром» предприятирен хлор шӑрши сарӑлма пултарнӑ. Унти 70-мӗш цеха шанмаҫҫӗ. Ҫавӑнта технологи процесӗсене пӑснине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ цехри производствӑна уйрӑмах хӑрушӑ объектсен реестрне кӗртменрен Ростехнадзор ӑна тӗрӗслемен. Халӗ реестрта шута илнӗ. Тӗпчевҫӗсем кӗпе-йӗп ҫӑвакан предприятие, сӑрӑ туса кӑларакан производствӑна тата ытти ҫавӑн пек хӑш-пӗр организацие шанманран тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал пирӗн тӑрӑхра юр нумай ҫурӗ, ҫавна май ҫурхи шыв самай пулӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ейӳ ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланма пултарать. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсем нумай. Аса илтерер: Шупашкарта кӑна ун пеккисем — 19 вырӑн. Унта специалистсем кашни кунах ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Шыв Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦ, сӗт-ҫу савучӗн тата Биологилле тасатмалли сооруженисен территорийӗсене илме пултарать. Кун пирки Чӑваш Ен Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лау-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Иванов республикӑри МИХсенчен пӗрне пӗлтернӗ. Ейӳ илес хӑрушлӑх пур территорисене 1,5 пин ҫурт лекме пултарать. Вӗсенче пуӑнакансене эвакуацилеме вырӑнсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() https://www.instagram.com/p/CM4xjJfLjzQ/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччи, Максим Егоров, финиша ҫывхарать. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав хулана кайма тухнӑ каччӑ Приморье крайне ҫитнӗ. Апла пулсан Владивостока ҫитме тепӗр 550 километр юлать. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ инҫе ҫула пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Владивостока чупса ҫитме, унтан Токиори Олимпиадӑна ӗлкӗрме ӗмӗтленнӗччӗ. Эпир шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑшӑлвирус самани ӑна хытах кансӗрленӗ. Владивостока каччӑ икӗ эрнере ҫитме пултарӗ. Анчах ӑна чӗркуҫҫи ыраткалани кӑштах кансӗрлет. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Байкал тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килсе кайнӑ, кунта на пӗлӗшӗсем туя чӗннӗ. Максим ҫулта-йӗрте хайне пулӑшакансене тата хӑй ӗҫленӗ организацие тав тӑвать. Вӑл унтах шутланать, анчах административлӑ отпускра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗнче ларса ҫӳремелли вырӑнсем те пулӗҫ. Вӗсене 1500 тенкӗпе туянма май килӗ. Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн йышне ларса ҫӳремелли пӗр вакун кӗртӗҫ. Билет хакӗ — 1491 тенкӗрен пуҫласа. Ҫӗнӗ йышши состав Мускавран ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килӗ, Шупашкартан ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кайӗ. Вакунта 60 вырӑн пӑхса хӑварнӑ, унсӑр пуҫне — икӗ туалет тата проводница валли купе. Вӗри шывпа тӳлевсӗр уҫа курма та май пур. Ларса каймалли вырӑнсене хальхи вӑхӑтра ҫу уйӑхӗн 13-14-мӗшӗчченхи кунсем валли туянма пулать. 071/072-мӗш номерлӗ хушма пуйӑса ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен икӗ хутлӑ купе вакунӗсемпе ылмаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ. Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман. Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман. Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |