Пӑтӑрмахсем
![]() Паян М-7 ҫул ҫинче фурӑпа «ВАЗ-2114» автомашина ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Авари Муркаш районӗнче Нискасси ҫывӑхӗнче ҫул пӑрӑнӑшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне кӗтмен ҫӗртен фура умӗнче пӑрӑнма тытӑннӑ. Фура Димитровграда кайма тухнӑ. Икӗ машина ҫапӑнсан «вунтӑваттӑмӗшӗнче» пулнӑ водитель вилнӗ. Вӑл 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Хайхискер водитель правине 2017 ҫулта ҫеҫ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() bizgaz.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Пионерсен урамӗнче икӗ каччӑ юр айӗнчен тимӗр япаласем кӑларнӑ. Иртсе пыракан ҫынна ҫакӑ иккӗлентернӗ. Хайхискер йӗр тӑрӑх кайнӑ та тӗрлӗ япала асӑрханӑ: йӑлара усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр, строительство материалӗсем. Пӗтӗмпе – 200 килограмм ытла. Каччӑсем вӗсене пушӑ ҫуртран вӑрласа тухнӑ. Унта вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Каччӑсем вӑрланӑ япаласене тиев турттармалли таксипе илсе кайма шутланӑ. Анчах иртсе пыракан ҫын ҫакна тума паман – полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайона троллейбус яма шантарнӑччӗ. Вӑхӑт ҫитет, троллейбус унта ҫӳреме тытӑнӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ тӳрӗ линире ку ыйтӑва хускатнӑ. «Микрорайона троллейбус ярасси – татса панӑ ыйту. Троллейбуссене тепӗр уйӑхран яма палӑртнӑ», - тенӗ Алексей Ладыков. Тӳрӗ линире сити-менеджер хуравласа ӗлкӗреймен ыйтусене е тӗплӗ хуравламаллисене заявка паракансем 10 кунра хурав илессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсен ыйтӑвӗ ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра хуҫасӑр кушаксемпе йытӑсене тытасси, вӗсене сиплесе унччен пурӑннӑ вырӑна ярасси – муниципалитетсен тивӗҫӗ. Шупашкарта кун пек чӗрчусене усрамалли пункт пур-ха, анчах вӑл ҫителӗксӗр. Пунктсем татах кирлӗ. Ҫавна май республикӑра ҫӗнӗ пункт тума палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Вӑл Лапсар поселокӗ ҫывӑхӗнче, промзонӑра, пулӗ. Кун пирки Алексей Ладыков нумаях пулмасть ирттернӗ тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар тухнӑ. Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм полимер савӑтсен тата хатӗр продукци складӗнче алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман. Предприятире сиенлӗ япаласен сывлӑшри виҫине тӗрӗсленӗ. Хлор тата углерод оксичӗн виҫи нормӑран иртмен. Эппин, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗ, пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӑй ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленекенскер, поэзие юратакансене ҫӗнӗ кӗнеке парнелерӗ. Ку вӑл — сӑвӑҫӑн вырӑсла куҫарнӑ «Навсегда я выбрал этот путь» ятлӑ пуххи. Чӑваш поэчӗн сӑввисене вырӑсла куҫаракансен йышӗнче паллӑ ту сумлӑ сӑвӑҫсем: Аристарх Дмитриев, Виктор Овчаров, Анатолий Смолин, Владимир Грибанов, Рита Кириллова (пурте Чӑваш Енрен), Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан), Сергей Бирюковпа Евгений Степанов (иккӗшӗ те Тамбовран), Николай Михин (Питӗр), Анастасия Ермаковапа Анатолий Парщиков (иккӗшӗ те Мускавран). Кӗнеке тиражӗ — 500 экземпляр. Унӑн хуплашкине Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ Сусанна Григорян ӳкернӗ «Валери Туркай. Чӑваш халӑх поэчӗ» портрет илем кӳрет. «Навсегда я выбрал этот путь» кӗнекене вулакан патне ҫитерме Комсомольски райӗнӗнчи Тукайра ҫуралса ӳснӗ паллӑ предприниматель тата меценат Геннадий Шурбин укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ. |
Республикӑра
![]() Канаш тӑрӑхӗнчи «Канаш» тата «Канаш Ен» хаҫатсене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче йышлӑ вулаҫҫӗ. «Контактра» вӗсен 7,3 пин тус, «Пӗркласрисем» ушкӑнра — 5,6 пин, «Instagram»-ра — 5,3 пин. Унсӑр пуҫне «Яндекс Дзен»-ра тата Фейсбукра каналсем уҫнӑ. «ТикТокра» та хӑйсен тусӗсене шыраҫҫӗ. Канаш район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Людмила Шурекова тӗнче тетелӗсӗр хальхи вӑхӑтра май ҫук тесе шухӑшлать, ҫавӑнпа мӗнпур майпа тулли усӑ курма тӑрӑшнине пӗлтерет. «Пичет кӑларӑмӗсен, сайтӑн, халӑх ушкӑнӗсен аудиторийӗ пачах расна. Апла пулин те эпир хыпарсене кашни патне ҫитерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавӑн валли тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа усӑ куратпӑр», — тенӗ Людмила Шурекова «Чувашинформ.рф» сайта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр. Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ. Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() elektro-sadovnik.ru сайтри сӑн Ҫуркунне хӑҫан килет? Синоптиксем савӑнтараҫҫӗ: часах! «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран хӗвеллӗ, ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара йӗпе юр, кӗрпе ҫӑвӗ. Тунтикун каллех хӗвел пӑхӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ. Анчах кулянма кирлӗ мар, вӑл ӑшӑ ҫанталӑк илсе килет. Кун хыҫҫӑн ҫӗрлесерен те вӑйлах сивӗтмӗ. Пушӑн 31-мӗшӗнче тата акан 1-мӗшӗнче ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл канмалли кун тӗлне ҫеҫ ҫума чарӑнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗвеллӗ ҫанталӑк пулӗ, термометр 15 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫавна май ҫитес икӗ эрнере юр ирӗлсе пӗтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ейӳ вӑйлӑ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ашшӗн пистолетне полицие пырса панӑ. Пӑшала 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ. Хӗрарӑм Руслан Думчев участковӑя килте ашшӗнчен юлнӑ Марголин пистолечӗ упранни пирки пӗлтернӗ. Вӑл саккуна пӑсса хӗҫ-пӑшал упранӑшӑн уголовлӑ майпа явап тыттарни пирки пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӑна полицие пама шутланӑ. Эксперт пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Марголин пистолетне 1955 ҫул хыҫҫӑн туса кӑларнӑ. Колибрӗ – 5,6 миллиметр. Унпа халӗ те усӑ курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |