Республикӑра
![]() okeydoc.ru сайтри сӑн Катастрофа тата медпулӑшу медицинин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре темиҫе кунра 10 ҫын ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Пурте вӗсем унта юр тасатма хӑпарса кайнӑ. Пушӑн 24-мӗшӗнче Канашри 65 ҫулти арҫын пульницӑна пынӑ. Вӑл ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Юрать-ха, темех пулман. Пӗр кун маларах вара Лапсарти 54 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл шӑммисене хуҫнӑ. Хайхискер мунча тӑррине юр антарма хӑпарса кайнӑ та ӳкнӗ. Вӑл юр ҫинче ҫур сехет выртнӑ, ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫурт тӑрринчен 70 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чулхулапа Бор хушшинчи канат ҫул. Wikipedia.org сӑнӳкечӗкӗ Чӑваш Ен ертӳҫисем Атӑл урлӑ канат ҫул тӑвас ыйтӑва тишкереҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «REGNUM» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, техника параметрӗсене тата транспортӑн ҫак енӗ хӑй хакне хӑҫан тата епле кӑларассине шутлаҫҫӗ. Шупашкартан Йӑлӑма канат ҫулӗ тӑвас пирки «Ростех» ӗҫченӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулсан сӑмах хускатнӑ. Дмитрий Краснов вице-премьер пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫула тӑвассине федераци программисене кӗртес ыйтӑва тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Надежда Алферова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1951 ҫулта Шупашкарта ҫуалнӑ. Юбилее атистка ыран Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн пысӑк залӗнче уявлӗ. Мероприяти 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Надежда Алферова театра 40 ҫул ытла панӑ. Ӑсталӑха вӑл Театр ӳнерӗн Питӗрти патшалӑх академийӗнче хӑнӑхнӑ. Унтан 1986 ҫулта вӗренсе тухнӑ. «Пукане театрӗн актерӗ» специальноҫа алла илнӗскер ҫак ӗҫре чунне парса тӑрӑшать. Надежда Алферовӑна пирӗн республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те пысӑк ӑста тесе сума сӑваҫҫӗ. Халӗ артистка ҫӳллӗ пуканесен «Надежда» театрӗн режиссерӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл – инсценировка ӑсти те. Хӑйӗн пуян опычӗпе усӑ курса ҫамрӑксене те ӗҫе хӑнӑхтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ. «Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти чикансем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран пулӑшу ыйтнӑ. Чикан баронӗсене 40 ҫул каялла ҫӗр тара панӑ. Ҫав ҫӗр ҫинчи 20 ҫуртра 150 ача тата ҫавӑн чухлех аслисем пурӑнаҫҫӗ иккен. Аренда вӑхӑчӗ тухнӑран ҫуртсене сӳтесшӗн, чикансене урама хӑваласа кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ Алексей Ладыков сити-менеджер патне тӳрӗ линие шӑнкӑравланӑ ҫын. Ҫав этем каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫурт тӗлӗшпе суд пуҫланнӑ. «Эпир Чӑваш Енре 50 ҫул ытла пурӑнатпӑр, хамӑр та чӑваш тенӗ пек, хамӑр ял», — тенӗ вӑл. Сити-менеджер ыйтӑва тишкермелле, аппарат ертӳҫи Андрей Петров пулӑшма тӑрӑшӗ тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК видео скринӗ Патӑрьел районӗнче пулнӑ аваришӑн водителе явап тыттарнӑ. Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Нурӑс – Патӑрьел - Елчӗк» автоҫул ҫинче пулнӑ. Водитель ӳсӗр пулнӑ, сехетре 130 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Хайхискер руле итлеттереймен – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ун чухне салонра хӑйсӗр пуҫне икӗ юлташӗ тата хӑйӗн икӗ тӑванӗ пулнӑ. Аварире водитель хӑй ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Ӑна унччен те руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытнӑ. Малтан – пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче, кайран – нарӑсра. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗнче ӑна ӳсӗрле тытса чарнӑ чухне салонра авӑн уйӑхӗнче пулнӑ аварире вилнӗ тусӗ те ларнӑ. Иккӗшӗ те эрех ӗҫнӗ, йӗрке хуралҫисенчен тарма хӑтланнӑ, айӑпа пӗр-пӗрин ҫине йӑвантарнӑ. Ӑна тӗрмене 9 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне шар курнӑ ҫынсен тӑванӗсене 1,5 миллион тенкӗ тӳлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() goodfon.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре нумаях пулмасть тӑватӑ кашкӑра тытнӑ. Вӗсене сунарҫӑсем персе вӗлернӗ. Ҫакна Ҫутҫанталӑк министерстви вӗлернӗ тискер чӗрчунсен тирне маркировка туни те ҫирӗплетнӗ. Маркировкӑна сунарҫӑсем умӗнчех тунӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кашкӑрсен тӑватӑ тирне илсе килнӗ. Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ кашкӑра Йӗпреҫ районӗнче тытнӑ. Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче пӗрер кашкӑр лекнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Юмансар ялӗ ҫывӑхӗнче кашкӑрсем тухни пирки сас-хура сарӑлче. Шкул автобусӗнче пыракансем тӑватӑ ураллӑскерсем чупнине видео ӳкернӗ. Анчах сунарҫӑсем кайран вӗсем кашкӑрсем пулманнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи котельнӑя сӳнтернӗ самант Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ. Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене «Спутник V» вакцинӑн черетлӗ партине кӳрсе килнӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина халӗ «Фармация» аптека базинче упранать. Пӗтӗмпе 5 пин те 500 доза кӳрсе килнӗ. Икӗ компонентлӑ вакцина икӗ фасовкӑпа ҫитнӗ: пӗр флаконра 5 дозӑлли – 1900, ампулӑра пӗрер дозӑлли – 3600. Ампулӑсем мобильлӗ пунктсем валли питӗ меллӗ. Унта пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах пыраҫҫӗ. Вакцинӑна ҫитес вӑхӑтра пульницӑсене, вакцинаци пункчӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: республикӑна унччен кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 42 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви республикӑн Правительствин ӗҫне федераци МИХӗсенче ҫутатасшӑн. Уншӑн хыснаран 3,8 миллион тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Ҫав тупрана тӳлесе 210 заметка ҫыртарасшӑн. Материалсене 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пичетлемелле. Аукцион ирттерсе виҫӗ килӗшӳ тӑвӗҫ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пӗр контрактра 70 хыпар пирки сӑмах пырать. Кашни хыпар 700 паллӑран тӑмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр заметка 17,9 пине кайса ларӗ. Конкурса федераци шайӗнчи информаци хатӗрӗсем хутшӑнайӗҫ. Анчах пурте мар. Сайтсенчи хыпарсем Yandex.ru, Mail.ru, Google.ru тата ытти ҫавӑн йышши сервиссенче индексациленине шута илӗҫ. Сайт пахалӑхӗн индексӗ 18 пинрен кая мар пулмалла, унта талӑкне вӑтамран 900 пин ҫынран кӗрсе пӑхни кирлӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |